02 марта 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал районта Хĕл ăсатăвĕн уявĕ мартăн 6-мĕшĕнче иртет. Савăнăçлă лару-тăрура ăна Мăн Сĕнтĕрте 10 сехетре, Муркашра 11 сехетре уçаççĕ. Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тата хăнасем саламлаççĕ.
Уяв программи пуян. Кунта художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарĕç, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçме май пулĕ, кÿлнĕ çунасен конкурсĕ иртĕ, суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсем хăйсен продукцине сĕнĕç.
Хыççăн вара уяв итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май пултаруллисемпе хастаррисене парнесем парса чыслĕç.
Сăмах май çав кунах Муркашри Спорт çуртĕнче ĕç çыннисен спартакиади шучĕпе ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен тата ял тăрăхĕсен физкультура коллективĕсем хушшинче мини-футболла выляссипе район чемпионачĕ иртет, ăмăрту 11 сехетре пуçланать.
Хамăр инф.