Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа çирĕпписем, илемлисем çинчен сăмах

30 марта 2011 г.

Юлашки çулсенче районти мероприятисем пĕринчен тепри интереслĕрех пулнине районта пурăнакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пĕр мероприяти те культура ĕçченĕсемсĕр иртмест.

Уявра каннă чух вара камах шутлайĕ-ха çак мероприяти «уява хатĕрленес кухньăра» мĕнлерех «вĕресе пиçнине». Кашни мероприяти вăл культура ĕçченĕсемшĕн те, вăл е ку мероприятие хатĕрлекен ытти сферăри çынсемшĕн те пĕтĕм пултарулăха мала хурса тăрăшнин результачĕ. Çулталăкри пĕр уяв вара культура ĕçченĕсемшĕн те уяв. Кăçалхипе 4-мĕш хут паллă турĕç хăйсен професси уявне культура ĕçченĕсем. Хăйĕн тав сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова çакна палăртмасăр хăвармарĕ.

– РФ Президенчĕ те культура ĕçченĕсен те уяв пултăр-ха, пĕр кун хăйсене уяври пек туйччăр-ха терĕ пуль çав Указа алă пуснă чух, – терĕ Лилия Юрьевна. – Ÿкме пуçланă çынна тăрататăр. Йăнăш çул çинелле пăрăнакансене пулăшатăр. Çынсене савăнăç парнелетĕр. Тавах сире пархатарлă ĕçшĕн.

Ку уяв та культура ĕçченĕсем хăйсем хатĕрленмесĕр иртмест пулин те, çак çăмăл мар професси çыннисенчен ытларахăшĕн, чăннипех те, уяв пулчĕ иртнĕ кĕçнерни кун. Шăпах çак кун календарьте пăхса хăварнă кунтан пĕр кун маларах иртрĕ районти Культура çуртĕнче районти культура ĕçченĕсен форумĕ.

Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç

Уявра Лилия Юрьевна художество пултарулăх ушкăнĕсен «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» фестиваль конкурсĕн çĕнтерÿçисене дипломсемпе чысларĕ. Халăх фольклор ушкăнĕсенчен малти виçĕ вырăна Мăн Сĕнтĕрти «Янаш», Орининти «Шуракăш», Москакассинчи «Шуçăм» ансамбльсем пайларĕç.

Юрăпа ташă ансамблĕсенчен чи маттуррисем Тренккăри, Шомикри, Шетмĕпуçĕнчи Культура çурчĕсем çумĕнчи ушкăнсем пулчĕç. Çавăн пекех Йÿçкассинчи, Ятманти, Ваçкассинчи ушкăнсем те фестивальте хастар пулчĕç. Вĕсем те дипломсемсĕр юлмарĕç.

Кăçалхи конкурсра Муркашри тата Юнкăри ветерансен хорĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: 1 тата 2 степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç.

Драма коллективĕсем те чăн-чăн артистсенчен кая маррине кăтартса пачĕç. Ку енĕпе Анаткассисене çитекенни пулмарĕ. Матьăксемпе Вăрманкассем (Ильинка ял тăрăхĕ) вара 2 тата 3 вырăнсене тухрĕç. Исетерккĕри драма ушкăнĕ те дипломпа халăхăн тав сăмахне тивĕçрĕ.

Халăх фольклор коллективĕсен те хăйсен çĕнтерÿçисем. Малти виçĕ вырăна Мăн Токшикри «Тăванлăх», Муркашри «Муркаш», Ярапайкассинчи «Екрем» ушкăнсем пайларĕç. Вăрманкассинчи «Сурăм» тата Ваçкассинчи «Шураппасем» те фестивальте халăха савăнтарнăшăн дипломлă пулчĕç.

Халăх вокалпа инструментсен ансамблĕсенчен Лилия Юрьевна Мăн Сĕнтĕрти «Картина» ушкăна, халăх эстрада ушкăнĕсенчен Муркашри «Расна» ушкăна дипломпа саламларĕ.

Районти мероприятисенче тĕрлĕрен эстрада ушкăнĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вĕсем те фестивальте питĕ хастар пулчĕç. Турайри «Турай», Тойкилтĕри «Хĕлхем», Çурлатринчи «Çеçпĕл» ушкăнсем малти виçĕ вырăн хуçисем пулчĕç пулсан, Катькассинчи «Ăраскал» пултарулăхне те асăрхарĕ жюри. Ку коллектива та хастарлăхшăн тата пултарулăхшăн диплома тивĕçлĕ тесе шутларĕ.

Пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç культура ĕçченĕсем, тунă çитĕ-нÿшĕн чысларĕç вĕсене. Халăх пултарулăхне аталантарас ĕçре хастар пулнăшăн Йÿçкасси, Турай, Хорнуй, Шетмĕпуç, Çатракасси, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем С.Н. Николаев, Н.А. Павлов, М.В. Колесникова, Н.П. Александров, Ю.А. Кожевников район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Культура ĕçченĕсене район шайĕнче çапла чысланине курса Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.А. Павлов та хăйсен ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсене сцена çинче чысларĕ, 1-шер пин тенкĕ укçа парса хавхалантарчĕ.

Культура ĕçченĕсен форумне «Расна» эстрада ушкăн репертуарти çĕнĕ юрăпа уçса пурне те çунат панă хыççăн чыса тивĕçнисене саламлама пĕрин хыççăн тепри Тренккăри пултарулăх ушкăнĕ, Матьăкри драма коллективĕ, Мăн Токшикри «Тăванлăх» халăх фольклор ушкăнĕ, ку тăрăхри Федоровсен çемье ансамблĕ, Йÿçкассинчи çамрăк юрăçă Саида Колдашова хăпарчĕç. Тÿрех каламалла, чăваш эстрада «çăлтăрĕсенчен» нумайăшĕ айккинче тăччăр пирĕн районти коллективсенчен. Ахальтен мар ĕнтĕ «Муркашри чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă обществин ертÿçи Н.Г. Ванеркин çапла каларĕ:

– Чăннипех те пирĕн районта культура çÿллĕ шайра. Чăннипех те маттур пирĕн пултарулăх коллективĕсем, – терĕ.

Николай Григорьевич «Тăванлăхри» чи кĕçĕн артиста, 6 çулхи Женя Иванова (сăн ÿкерчĕкре), укçан парне пачĕ.

– Малалла та çавăн пек атте-асаттесен йăлисене сыхласа хăварас юхăма çитĕнекен ăрăва явăçтарăр, – терĕ вăл культура ĕçченĕсене.

Парне тенĕрен, Николай Григорьевич залра ларакан кашни культура ĕçченĕ валли хатĕрленĕ ăна, вăл уяв спонсорĕ пулчĕ.

Культура ĕçченĕсене çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ М.А. Каликов, Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Н. Иванов, Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.А. Павлов, Нина Изедеркина сăвăç, Тренккăри Культура çурчĕн директорĕ Н.А. Чернова тата ыттисем саламларĕç.

«Кусем – сирĕн çитĕнÿсем»

Мĕн ятпа саламламалăх пур вара культура ĕçченĕсене. Иртнĕ çул Муркаш районĕ «Чăваш Республикинчи культура территорийĕ» пулса тăчĕ. Муркашсен икĕ проекчĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне çĕнсе илчĕ. Республикипе пĕтĕмпе çак чыса тивĕçнĕ 5 проектран 2-шĕ Муркашсен пулни хăех культура ĕçченĕсем чуна парса тăрăшнине кăтартса парать. Проектсене пурнăçа кĕртнĕ май пирĕн районта республика шайĕнчи пыл уявĕ иртрĕ, Ф.С. Васильев композиторăн музейĕ уçăлчĕ.

–Тавах сире чун çирĕплĕхĕшĕн тата чун илемĕшĕн, – терĕ хăйсен ĕçтешĕсене саламланă май районти культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева. – Çак çитĕнÿсем пирĕн, сирĕн çитĕнÿсем. Малалла та район аталанăвĕшĕн мĕн пур кăмăлтан тăрăшасчĕ.

Алевтина Евстафьевна нумай-нумай культура ĕçченне культура тата архив ĕçĕсен пайĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Чи пысăк наградăна çак кун Шетмĕпуçĕнчи В.В. Никитина библиотекарь тивĕçрĕ. РФ профсоюз организацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ вăл.

Тухса калаçакан культура ĕçĕн ветеранĕсем те хăйсем çак профессие суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнменнине палăртрĕç. М.В. Виноградова, Р.Е. Седатлова çамрăксене ăнăçусем сунчĕç.

Уяв вĕçленчĕ. Ытти çулсенче те хитре иртетчĕ культура ĕçченĕсен уявĕ. Кăçалхи пирки вара пурте:

– Кун пеккине курманччĕ-ха, – терĕç.

Эппин районта иртекен кашни мероприяти хыççăн Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансенчен çак сăмахсене илтмелле пултăрччĕ. Культура ĕçченĕсем вара çапла пултăр тесе тата та тăрăшарах ĕçлеме яланах хавас.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика