Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар»

30 марта 2011 г.

Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашне Алина Александровна Димитриева библиотекарь ертсе пырать. Ял тăрăхĕнче çамрăксем мĕнле пурăнаççĕ-ха, тесе ыйтсан калаçăва çамрăк специалист çапла пуçларĕ:

– Ялти çамрăксене пурне те пĕр вăхăтра пĕрле пухма çăмăл мар. Хуласенче вĕренекенсем кашни эрне вĕçĕнче яла килсе тăмаççĕ, Мускав стройкисене ĕçлеме çÿрекенсем те ялта нумай вăхăт тытăнса тăмаççĕ. Çавăнпа ял тăрăхĕнче ирттернĕ çамрăксен форумне те çамрăксем кĕтнĕ чухлĕ пухăнмарĕç. Татах та ытларах пухăннă пулсан лайăхрах пулмаллаччĕ.

– Апла çакăн пек лару-тăрура ял тăрăхĕнче çамрăксемпе ĕçлесе пыма та çăмăлах мар;

– Пытарма кирлĕ мар, пĕлтĕр эпир начартарах ĕçленин пĕр сăлтавĕ те çавă пулчĕ. Виçĕм çул вара пирĕн ĕç хастартарах пулса пынăччĕ. Çамрăксене пĕрле пуçтарса чылай мероприяти ирттернĕччĕ. Кăçал та форумра активлă пулма чĕнсе каларăмăр. Темĕнле вăхăт çук пулсан та пĕрле пухăнса хамăрăн пурнăçа интереслĕрех ирттерме май тупмаллах. Паллах, кашнин хăйĕн пурнăçĕ, анчах та «пĕри – арманта, тепри – вăрманта» тенĕ пек пулсан халăхăн аталанăвĕ те чаксах пырĕ. Çакна çамрăксен те ăнланма тăрăшмалла.

– Çамрăксене ытларах мĕнле мероприятисем кирлĕ-ши;

– Кашни мероприятирех сисетĕн: кирлĕ тема суйласа илтĕмĕр е çук. Сăмахран сывă пурнăç йĕрки пирки сăмах хускатнă чухне хăшĕ-пĕрин куçĕнче «эпир ăна тахçанах илтнĕ» тенине куратăн. Анчах та çак темăпа тăтăшах калаçнинчен усси пулатех тесе шутлатпăр. Пĕрмай эрех ĕçсе пирус туртса сывлăха хавшатакансем пирĕн куç умĕнчех-çке. Эпир пурте вĕсене куратпăр. Çавăнпа та тепĕр чух çакăн пирки тата тĕплĕнрех калаçни ытлашши мар. Пĕрле пухăнса сÿтсе явнă ыйтусем пуçран тÿрех тухса каймаççĕ. Пурпĕрех шухăшлаттараççĕ вĕсем çынна.

Çамрăксене ялта пурăнма майсем пурри пирки те çамрăксен пĕлмелле. Шел те, халĕ инçетри хуласенчи стройкăсенче ĕçлекенсем сахал укçапа пурăнма хăнăхман. Хăшĕсем укçа пухса пыраççĕ-ха, теприсем вара, шел те, тар тăкса ĕçлесе илнĕ укçапа тĕрĕс усă курманни пăшăрхантарать. Ялта пурăнса ялта ĕçлекенĕн вара пĕчĕк ĕç укçипе çырлахма тивет. Ялта ĕçлекенсене патшалăх енчен пулăшу пуррине те çамрăксене яланах аса илтеретпĕр.

Спорт ăмăртăвĕсене ирттерме тăрăшатпăр. Вĕсенче çамрăксем чăнах та хастар, активлă.

– Ял тăрăхĕнче активлă çамрăксем пулăшса пырсан ĕç палăрмаллах çăмăлланать. Çапла-и; Хастаррисем сахал мар пулĕ сирĕн канашра та.

– Тĕрĕсех, кашни ялтах пуçаруллă çамрăксем пур: вĕренекен çамрăксем, ĕçлекен çамрăксем, çамрăк мăшăрсем те. Акă Муркашри тĕп больницăра ĕçлекен Гриша Григорьев питĕ хастар. Çамрăксемпе яланах пĕр чĕлхе тупма пултарать, мероприятисене ирттернĕ чухне те унăн тÿпи пысăк. Марина Михайлова, Геннадий Димитриев, Петр Иванов активлăхпа палăрса тăраççĕ. Çемьесем пирки калас пулсан вара Валентинăпа Алексей Егоровсене, Ольгăпа Михаил Ивановсене ырăпа асăнмалла. Вĕсем пулăшса пынипе пирĕн ял тăрăхĕнчи çамрăксем обществăлла ĕçсене те хутшăнаççĕ.

Каçхине те сăмахран Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче иртекен мероприятисенче клуб ертÿçи Галина Васильевна çамрăксене асăрхасах тăрать. Клубра концертсем те, спектакльсем те пулаççĕ. Нумай пулмасть лартнă спектакль те çамрăксен ыйтăвĕсене айккинче хăвармарĕ. Интересленмелле, активлă пулмалла çамрăксен. Активлăх вăл ача чухнех аталанать. Çамрăксен вара паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар. Çакна ăнланса илмелле.

Н. АНДРЕЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика