30 марта 2011 г.
Юр ирĕлме васкамасть пулин те чÿречерен ака уйăхĕ шаккать. Çĕр ĕçченĕ черетлĕ çур акине хатĕрленнĕ вăхăтра шкулта вĕренекенсем те – вунпĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсем – пĕрлехи патшалăх экзаменĕ пирки пуç ватаççĕ. Çав экзаменсем кашнинех пурнăçри черетлĕ çула суйласа илме пулăшаççĕ. Тăххăрмĕшсен, тĕслĕхрен, тăван шкултах вĕренмелле е профессиллĕ пĕлÿ паракан шкулсене, районта ĕçлекен лицее вĕренме çул тытмалла; Суйлавĕ ответлă: яш-кĕрĕмшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те.
Çамрăксен суйлав çулне çăмăллатма иртнĕ кунсенче «Муркаш лицейĕ» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн директорне Н.Е. СМИРНОВА калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Николай Евгеньевич, «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕ лицей пурнăçĕ çине мĕнле витĕм кÿчĕ; Çĕнĕлĕхсемпе тан пыратпăр тесе калайратăр-и;
– Пирĕн ĕç эпир мĕн каланинче мар, халăх пирĕн тăрăшулăха епле хакланинче. Муркаш лицейĕ приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕ ĕçленĕрен пирĕнпе çыхăну тытакансем юлашки çулсенче йышланчĕç кăна. Пĕрлехи тăрăшулăхпа пирĕн вĕренекенсен ытларах пайĕ лицей хыççăн аслă вĕренÿ заведенийĕсене бжюджетлă вырăнсене вĕренме кĕни те эпир тĕрĕс çул çинчине çирĕплетет.
Приоритетлă наци проектне тата вĕрентÿ процесне тивекен ĕçри çĕнĕлĕхсене илсен эпир нихăшĕнчен те айккинче юлмастпăр. Пурнăçпа тан пырса çĕнĕлĕхсен лавĕнчен ÿксе юлас мар тетпĕр. Пирĕн патра вĕренме кăмăл тунисен шухăш-кăмăлĕпе ĕмĕт-тĕллевĕсене шута илсе эпир вĕрентÿ процесне 3 енлĕ йĕркелесе пыратпăр. Пĕрремĕшĕ – гуманитари, иккĕмĕшĕ – естествăлла наука енĕ, виççĕмĕшĕ – кадетсен класĕ. Хамăр вĕрентĕве çак енсем çине пайланипе эпир лицеистсем хăйсем суйласа илнĕ профиллĕ предметсене тарăнрах ăша хывасса шанатпăр.
– Кăна вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе килĕшсе тăрать темелле. Анчах çав вăхăтрах лицей хупăнать, ăна урăх çĕре куçараççĕ текен сăмах та çÿрет.
– Кун пек каланисене эпир те илтнĕ. Çавна май çирĕплетсех калатăп: лицей хупăнмасть, хăйĕн вырăнне те вăл улăштармасть. Классен йышĕ те, вĕренекенсен хисепĕ те чакмасть. Паян пирĕн патăмăрта хамăр районтисемсĕр пуçне Элĕк, Етĕрне, Çĕрпÿ районĕсен яш-кĕрĕмĕ те ăс пухать. Иртнĕ çул лицей пĕтернисен 83 проценчĕ республикăри аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕни – пирĕн ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Çапла майпа пирĕн лицеистсем ашшĕ-амăшĕн çемье бюджетне те «уксахлаттармаççĕ».
– Тивĕçлĕ пĕлÿ илес ĕçре вĕрентÿ базин пуянлăхĕ пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Кун пирки пулас лицеистсене 2-3 сăмах каламăр-ши;
– Лицей хăйĕн вĕрентÿпе пурлăх базине тăтăш ÿстерсе пырать. Паян пирĕн хамăр вĕренекенĕмĕрсем валли 18 компьютер, интерактивлă 2 хăма, плазмăллă 3 экран, 2 проектор тата пуян медиатека пур. Кун çумне тĕрлĕ литературăпа тулли библиотека та вĕренÿре пысăк пулăшу параççĕ. Вĕрентекенсен йышĕ те пысăк квалификациллĕ специалистсенчен çеç тăрать.
– Лицей мĕн уçăлнăранпах аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленипе палăрса тăрать. Çак ырă пуçарăва çухатман-и-ха;
– Çухатман анчах мар, малалла аталантарнă. Унчченхи вăхăтра эпир Чăваш патшалăх университечĕпе çеç тачă çыхăнса ĕçлеттĕмĕр пулсан, халĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе те, Мускаври патшалăх уçă университетпа та туслă ĕçлесе пыратпăр.
– Вĕрентÿ ĕçĕнче сире камсем ытларах пулăшса пыраççĕ-ха, лицеистсем пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе кăмăлпа ăçта кайса çÿреççĕ;
– Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейпа, Раççейри наркотиксемпе кĕрешекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе, «Дети Отчизны – достойная смена» коммерциллĕ мар автономиллĕ организаципе, «Динамо» спорт обществипе, Шупашкарти «Патриот» клубпа, районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕпе, районти шалти ĕçсен пайĕпе, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕпе туслă çыхăну тытатпăр. Çак çул-йĕр пирĕн лицеистсен тавракурăмне анлăлатать, вĕсене патриотизм воспитанийĕ парать, профессие суйласа илме пулăшать.
– Лицее çитес вĕренÿ çулĕнче вĕренме килес текенсен паян мĕн пĕлмелле;
– Пирĕн патăмăра вĕренме килес текенсене эпир олимпиада кăтартăвĕсемпе йышăнатпăр. Тĕрĕслев вара ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче лицейра иртет. Унта гуманитари енĕпе каяс текенсен вырăс чĕлхипе тата Раççей историйĕпе, естествăлла наука çулне суйлакансен математикăпа тата физикăпа экзаменсем тытмалла. Кадет пулас текенсен физкультурăпа хăйсене кăтартмалла.
Асăннă экзаменсене хутшăнса пирĕн патăмăра вĕренме килес ĕмĕтлисен ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен ыйтса çырнине тата документсене памалла. Олимпиада 10 сехетре пуçланать. Лицей адресĕ: Муркаш сали, Октябре 50 çул урам, 34-мĕш çурт. Телефон: 62-1-49.
– Вĕренме кĕнисене мĕнле условисем кĕтеççĕ;
– Лицейра вĕсене хăйсен вăйне курса вĕренме, Интернета тухса ĕçлеме, компьютер умĕнче çителĕклĕ ларма май паракан пĕтĕм вĕрентÿ оборудованийĕ пур. Алă айĕнчех спорт çурчĕ, физкультурăпа спорт комплексĕ, районти тĕп библиотека пурри вĕрентÿ процесне анлăлатать кăна. Кĕскен каласан лицей малашлăха пăхакан яшсемпе хĕрсем валли тулли пĕлÿ парайрать тесе çирĕплететĕп.
А. БЕЛОВ
калаçнă.