Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кашнин хăй айăпне,тĕрĕсмарлăхне йышăнма пĕлмелле»

30 марта 2011 г.

Мартăн 24-мĕшĕнче черетлĕ профилактика кунĕ Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче иртрĕ. Ял тăрăхĕн калăпăшĕ пысăк пулнине кура ĕçлĕ çул çÿрев вăхăчĕ те самай тăсăлчĕ. Унта хутшăнакансем ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ялсенче, çемьесенче, учрежденисенче пулса пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Лару-тăру вара кунта лăпках тесе калаймăн.

Профилактика кунне хутшăнакансем преступлени туса учетра тăракансем патĕнче, сунарçăсен килĕсенче, йывăр çемьесенче пулчĕç. Суту-илÿ предприятийĕсемпе точкисене тата ытти хăш-пĕр объектсене тĕрĕслерĕç. Пĕтĕмпе вара административлă 42 протокол çырма тиврĕ çак кун. Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 10 протокол ытла, йытăсене саккун ыйтнă пек усраманшăн 9 протокол, килти хуçалăхран эрех сутакан тĕлĕшпе 2 протокол тата çул-йĕр çинчи йĕркене пăснăшăн 10 ытла протокол çырнă. 23 ăнăçсăр çемьере пулса унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Профилактика кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ ял тăрăхĕнче иртрĕ. Унта тĕрлĕ сăлтава пула йĕркене пăсас енне сулăннă çынсем тавра, кунта çĕнĕрен йĕркеленнĕ организацисене, учрежденисене ĕçлес текенсене ытларах явăçтарас пирки калаçу пулчĕ.

Çыннăн права пур, унран та пĕлтерĕшлĕреххи вара – тивĕç. Апла пулсан кирек камăн та хăй ĕç вырăнĕнче, çемьере ответлă пулмалла. Кашни ача вара шкулта вĕренме тивĕç. Анчах та кĕçех 16 çул тултаракан Дима пирки çакна калаймăн. Район шайĕнчи ĕçченсем, ял тăрăхĕн хисеплĕ çыннисем умĕнче саккăрмĕш класа çÿренĕ-çÿремен (вĕренет тесе асăнаймăн) ача вăтанма та пĕлеймерĕ пулас, пичĕ çинче кĕрен тĕс те палăрмарĕ. Ку эрнере миçе кун шкула кайрăн тесе ыйтсан «не знаю» терĕ, кирек епле ыйту çине те унăн пĕр хурав пулчĕ. Хутран-ситрен шкула кайкалакан ача урока эрех сыпса пыни те пулкаланă. Икĕ уйăх хушши Дима ăçта тата мĕн туса пурăннине никам та пĕлеймерĕ. Вăл асламăшĕпе пурăнать, ашшĕ-амăшĕ вара Мускава ĕçлеме çÿрет. Çавăнпа та ответлăха туйман ача тилхеперен вĕçерĕнме ĕлкĕрнĕ, сăмахпа каласа витерме ăна халĕ питĕ хĕн. Учительсем унпа сахал мар калаçнă, ăнлантарма тăрăшнă, Димăшăн вара ик айкки те тăвайкки. Шкул сумкине чиксе çÿреме унăн кĕнеке те çук, мĕншĕн тесен туянман. Çакăнта вара чи начарри – ача хăйĕн айăпне йышăнманни. Çитес вăхăтра ашшĕ Мускаври ĕçне пăрахса килме, ывăлĕн воспитанийĕпе ĕçлеме шантарчĕ. Йывăр лару-тăру ырă еннелле сулăнтăрччĕ кăна ĕнтĕ, унсăрăн вара умри тĕпсĕр çырма та тыткăнлĕ.

Ача ачалла хăтланать тетпĕр, алă çулсенчи хĕрарăм вара; Хĕрарăм – пурнăç парнелекен, çемье кĕтесне, вучахне упракан. Шел пулин те çакна 6 класра вĕренекен пĕр ача амăшĕ пирки калаймăн. Ĕçлĕ ушкăн ун хуçалăхне пынă самантра (паллах, кăнтăрла) ыйхи ытла тарăн пулнăран-ши, вăл ним сисейми çывăратчĕ, ăна икĕ çын аран вăратрĕ. Пушă вăхăтра унăн ачи пускилре ытларах пурăнать, мĕншĕн тесен унта хăтлă та меллĕ. Мăнтарăн хĕрарăмĕ ачана валли паракан укçа-тенкĕ алла лексенех эрех енне сулăнать. Эрех ĕçессинчен сипленме пĕрре мар сĕннĕ, анчах та пĕр хăнăхнă йăларан хăпма йывăр пулмалла. Малашне те лару-тăру çакăн йышшиех пулсан ача шăпи те иккĕлентерет.

– Çук, эпĕ эрех ĕçместĕп, яланах апат пĕçеретĕп, вут хутатăп, ман ача нихçан та япăх çÿремест, – тет хĕрарăм айăпа пачах та йышăнмасăр. Çапах та амăш туйăмĕ чĕре çумĕнчи пĕр хĕлĕхе туртăнтарчех пулас, хĕрарăм пичĕ тăрăх вĕри куççулĕ юхрĕ...

Эрех – куççуль, харкашу, ним айăпсăр таптаннă телей те юрату. Паллах, ĕçекен те айăплă, черкке сĕнекен те айăпсăр мар. Эпир пĕр хваттере пыриччен кăна пенси çулĕнчи хĕрарăм кĕске самантрах виçĕ кĕленче эрех сутма ĕлкĕрнĕ, услам укçине те аякках пытарайманччĕ. Пуçа минретекен шĕвек сыпма ĕлкĕрнĕ арçынна тата йĕрке хуралçисен ушкăнне курсан пенсионер çапах та айăпа йышăнма мехел çитерчĕ. Çапла вара сутуçă тĕлĕшпе икĕ протокол çырма тиврĕ, апла пулсан кунта икĕ айăплав пулчĕ. Туртса илнĕ эрехе ятарлă экспертизăна яраççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕнчен малашнехи ĕç-хĕл курăнĕ. Тĕрĕссипе ку таранччен çак сутуçă тĕлĕшпе пĕрре мар протокол çырнă, анчах та çакă ăса пырайман пулас, штраф калăпăшĕ те хăратмасть пулас уйăхсерен вунă пин тенкĕ пенси укçи илекен хĕрарăма. Чарăнмаллах ĕнтĕ унăн çын çемйине аркатма, куççуль парнелеме.

– Кун пекки урăх пулмĕ, текех эрех сутмастăп, сăмах паратăп, – терĕ ватă хĕрарăм пухăннисем умĕнче хăй айăпне туйнипе лайăхмарланса. Унăн панă сăмахĕ чăна килтĕрччĕ, эрех туянас текен кунти çул-йĕре мансан тем пекехчĕ.

Пĕр çул маларах кăна водитель прави илме ĕлкĕрнĕ йĕкĕте кам е мĕн хистенĕ-ши тата ÿсĕр пуçпа руль умне ларма; Çав айăппах ăна пĕр çул та вунă уйăхлăх праваран хăтарнă, халĕ вара чавса çывăх та çыртаймăн. Тĕрĕссипе çакăн йышши калаçăва малалла та тăсма пулать. Кашни тĕрĕсмарлăх, йĕркесĕрлĕх ăса пырсан тем пекехчĕ. Харпăр хăй йăнăшĕ çинче вĕренни ытла та хакла ларать вĕт.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В. Лаптев пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарчĕ, ĕçлес текенсем валли ĕç вырăнĕсем пуррине палăртрĕ. Апла пулсан эрех-сăраран аяккарах тăрса çанă тавăрса ĕçе пикенмелле кăна.

– Чăн та малалла пăхакан çыншăн Мускав тăрăхне каймасăрах районта та ĕç вырăнĕ пур. Ун чухне ача-пăча та яланах куç умĕнче, çемйĕрсенче те йĕркеллĕ пулĕ. Эрех-наркăмăшпа туслашса вара пурнăçăрсене тĕп ан тăвăр, çын пурнăçĕ пĕтет, эрех нихăçан та пĕтмест. Çапах та кашни çын хăй айăпне йышăнма, ăна тÿрлетме пĕлмелле, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Иванов пухăннисене тĕрĕс çул-йĕр çине тăма хистесе.

Пĕр шухăшлăн пулса вара малашне те çакăн пек профилактика ĕçне ирттерме, общественноçа ытларах явăçтарма палăртрĕç. Профилактика ыйтăвĕсемпе ĕçлесси ял тăрăх администрацийĕн кун йĕркинчен тухмалла мар ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика