02 апреля 2011 г.
Ултав серепине лекме йывăрах та мар. Халăха ултавлă тĕрлĕ тавар сĕнекен йышланчĕ. Биологиллĕ активлă хутăш (БАД) туянасси, сутасси анлă сарăлчĕ. Хăш чухне вара тавар туянакан аллине суррогат лекесси те иккĕлентермест. Шел пулин те сиплевпе анлăрах усă курас текенсем хушшинче инвалидсем ытларах тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та халăха асăрхаттарас тĕллевпе хаçат редакцине Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн тĕп эксперт специалистне Глафира Григорьевна Воробьевăна çÿлерех асăннă ыйту тавра калаçма чĕнтĕм.
– Чăнах та юлашки вăхăтра пирĕн пата та ку енĕпе шăнкăравлакан йышланчĕ. Халăх пирĕнтен тĕрлĕ сĕнÿ, информаци ыйтать. Шел пулин те ытларах чухне çакăн йышши препарата туянакан улталанать. Анчах та ултавлă, асамлă сиплев хăш чухне кĕсьене çÿхетсе кăна хăварать, усси вара иккĕленÿллĕ. Суррогат сĕнекен сутуçă тавара ытларах сутас тĕллевпе компенсаци тÿлевĕ шантарма пултарать. Ултавçă сĕнекен тавар пирки тулли те тĕрĕс информаци çук. Çавăнпа та тавар туянакан правине хÿтĕлеме те йывăр.
Суррогатлă биологиллĕ активлă хутăш çынна палăрмаллах пысăк сиен кÿрет, уйрăмах сывлăх енчен. Раççей Федерацийĕн «О мерах по упорядочению государственного регулирования цен (тарифов)» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн халăх усă куракан хăш-пĕр тавар хакне тĕрĕслемелли ятарлă перечень хатĕрленĕ. Анчах та ваккăн сутмалли пур тавар та çав перечене кĕмест, вăл шутра биологиллĕ активлă хутăш та.
Саккунпа килĕшÿллĕн ăна рекламăланă чухне хăш-пĕр йĕркене пăхăнма тивет. Рекламăра биологиллĕ активлă хутăш эмел пулнине ĕнентермелле мар. Çавăн пекех çак хутăша усă курнипе уйрăм çын сипленнине е унăн сывлăхĕ лайăх еннелле сулăннине тата вăл çавăншăн тав сăмахĕ каланине уйрăм тĕслĕхпе çирĕплетмелле мар. Реклама тексчĕ тĕрĕс апатлануран хăтăлма хĕтĕртмелле мар. Енчен те эсир биологиллĕ активлă хутăш пирки суя, пулма пултарайман тĕрлĕ реклама асăрхатăр пулсан антимонополи службин федераллă управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне (8352) 58-42-08 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Уйрăм çын шанчăкĕпе тата айванлăхĕпе усă курса вăл е ку тавара вăйпа сĕнни, туянма хистени вара саккунпа килĕшсе тăмасть. Енчен те сире çакăн йышши тĕслĕхсемпе тĕл пулма тÿр килсен хăвăр вăл е ку тавара туяннине çирĕплетекен документсемпе йĕрке хуралçисем патне пырăр е шăнкăравлăр. Биологиллĕ активлă хутăшпа усă куриччен врачпа канашлани кирлĕ.
Биологиллĕ активлă хутăша апатпа пĕрле организма тĕрлĕ витаминпа пуянлатма тата çирĕплетме, хăш-пĕр чир-чĕре пусарма, вар-хырăм микрофлорине йĕркелеме усă кураççĕ. Санитари правилипе килĕшÿллĕн БАД упаковки çинче унăн тулли ячĕ, ăна хатĕрлекенĕн тавар палли (пур пулсан),техника тата норматив докуменчĕн палăртăвĕ, ăна мĕнрен тата хăçан хатĕрлени, усă курмалли срокĕ тата мелĕ, ăçта хатĕрленин адресĕ, телефон номерĕ пулмалла. Патшалăх регистрацийĕ витĕр тухман, санитари правилипе килĕшсе тăман, усă курмалли срок тухнă, этикеткăсăр БАД сутлăха кăлармаççĕ. Вăл е ку йышши тавара туяннă чухне асăрхануллăрах тата тавар туянакана ултав, суяран хăтарас тĕллевпе Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн ĕçченĕсем тимлĕрех пулма асăрхаттараççĕ. Çанталăк ăшă еннелле сулăннă май вĕсем ялсене ытларах тухма пуçлĕç.
Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.