02 апреля 2011 г.
Ял çыннисем килти хушма хуçалăхсене анлă аталантарнă май кулленех район территорийĕнчи пасарсене выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран продукцийĕ йышлă тухать. Ку лайăх, анчах çакăн хыçĕнче халăх сывлăхне сиен кÿме пултаракан хăрушлăх та пытанса тăрать. Çакна сутма тухаканăн та, тавар туянма пыраканăн та асрах тытмалла.
Саккунпа килĕшÿллĕн пасарсене тухакан пĕтĕм апат-çимĕç продукцийĕн санитари тĕлĕшĕнчен пахалăхлă пулнине çирĕплетме обязательнăй тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Килти хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата ял хуçалăх производство кооперативĕсенче выльăх продукчĕсемпе суту-илÿ калăпăшĕ пысăк пулнăран кашни ял тăрăхĕнчех патшалăх ветеринари участокĕсем пур. Апат-çимĕç пахалăхне пăхса тăма ветеринари учрежденийĕсен специалисчĕсене хушнă. Район территорийĕнче икĕ пасар ĕçлет: Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте. Кунти продуктсен пахалăхне выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветврачĕсем тата Мăн Сĕнтĕрти ветлечебница ертÿçи пăхса тăраççĕ.
Пасарсенче апат-çимĕç продукчĕсем сутма çак йĕркене пăхăнмалла:
– промышленноçра кăларнă ашран тунă хатĕр изделисемпе, сĕт тата сĕт продукчĕсемпе, консервăсемпе, чăх çăмартисемпе тата ыттисемпе сутă тума çав продуктсен пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документсем пулмалла;
– килти хушма хуçалăхран пусса тирпейлесе тухнă аш тĕлĕшпе выльăхăн сывлăхĕ епле пулнине çирĕплетекен ветеринари справки е клемеленин свидетельстви кирлĕ;
– килти хушма хуçалăхран е фермер (хресчен) хуçалăхĕнчен илсе тухнă сĕт тата унран хатĕрленĕ продукци тĕлĕшпе выльăхăн сывлăхĕ епле пулнине тата вырăнти эпизоотиллĕ лару-тăрăва çирĕплетекен ветеринари справки кирлĕ. Сутуçăн çумра çирĕплетнĕ йĕркепе панă медицина кĕнеки пулмалла;
– килти хушма хуçалăхран е фермер (хресчен) хуçалăхĕнчен илсе тухнă чăх çăмарти тĕлĕшпе чăхсен сывлăхĕ епле пулнине тата вырăнти эпизоотиллĕ лару-тăрăва кăтартакан ветеринари справки е свидетельстви кирлĕ;
– хушма хуçалăхсенчен пасарсене илсе тухакан пыл валли вара ветсправкăпа пĕрлех утар тĕлĕшпе паспорт та кирлĕ;
– пулăпа сутă тума çумра ветеринари свидетельстви (справки) пулмалла;
– пасара кăларакан çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла, типĕтнĕ улма-çырла, мăйăр, типĕтнĕ кăмпа тĕлĕшпе вырăнти патшалăх ветлабораторийĕнчен ветеринарипе санитари экспертизи кирлĕ;
– килти хушма хуçалăхран е хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи теплицăсенчен пасара суту-илÿ тума илсе тухнă ÿсен-тăран продукцийĕн ветеринари тĕрĕслевĕ пулмалла. Кирлех пулсан лаборатори тĕрĕслевĕ те;
– тип çупа (промышленноçра хатĕрлени пулмасан) акмасăр çитĕнекен çимĕçсене, çырласене, чĕрĕ кăмпасене сутма пасарсенчи лабораторисенче илнĕ ветеринарипе санитари пĕтĕмлетĕвĕ пулмалла;
– тăварланă-йÿçĕтнĕ, маринадланă çимĕçсем валли суту-илÿ правилисене пăхăннипе пĕрлех пасарсенчи лабораторисенче илнĕ ветеринарипе санитари пĕтĕмлетĕвĕ пулмалла;
– таса михĕсене тултарнă е ытти савăтсенчи тырăсемпе кĕрпене, çăнăха сутма пасарсенчи лабораторисенче илнĕ ветеринарипе санитари пĕтĕмлетĕвĕ кирлĕ.
Обязательнăй йĕркепе сертификат кирлĕ продукцие çав сертификатсен копийĕсемпе те сутма юрать.
Паян ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе пĕрлех килти хушма хуçалăхсем те утă-улăм нумай туянаççĕ. Кун пек чух сутакансен çумĕнче асăннă продукцин ветеринари хăрушсăрлăхĕ пирки 4-мĕш номерлĕ справка е 3-мĕш номерлĕ ветсвидетельство пулмалла.
Н. ЕГОРОВА,
районти ветврач.