02 апреля 2011 г.
Янтти пыра лармĕ-и;
Чăнах та хăш чухне янтти пыра ларма пултарать. Çавăнпа та хăв тар юхтарса ĕçлесе тунине нимĕн те çитмест, анчах çакна пурте ăнкараймасть çав. Акă мартăн 22 – 23-мĕшĕсенче паллă мар çын Анат Хачăк ялĕнчи пĕр хуçалăхри котельнăй кантăкне çĕмĕрсе кĕнĕ. Унта вара тĕрлĕ çимелли куç тĕлне пулнă. Ытла та çиес килнĕ самантраепле чăтса тăрăн-ха; Çапла вара ют çыннăнне тиркемен «кукăр алă» 1 литр кĕрекен кĕленчĕри тип çу, 2 литр кĕрекен савăтри йÿçĕтнĕ купăста, 5 штук чăх çăмарти вăрласа тухнă. Халĕ ку тĕлĕшпе йĕрке хуралçисем ĕçлеççĕ, унта хăварнă пÿрне йĕрне ÿкерсе илнĕ те ĕнтĕ. Апла пулсан çитес вăхăтрах вăрă пирки ыттисем те пĕлĕç-ха.
20 метр тăршшĕ кабель
ăçталла тăсăлнă;
Ют çын пурлăхне вăрланипе мала каяймăн-ха. Анчах мĕншĕн-ха вăл хăй патне илĕртет-ши; Мартăн 26 – 28-мĕшĕсенче «Ударник» хуçалăхăн пĕр çуртне паллă мар çын кĕнĕ, унтан 20 метр тăршшĕ кабель вăрласа тухнă. Çапла вара ют пурлăха хапсăнакан хуçалăха 3312 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Çапах та ун хыççăн хăш-пĕр йĕр юлнах-ха. Халĕ ку тĕлĕшпе РФ УК 158 статйипе уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать. «Кукăр алăллă» çын малашлăх пирки шутланипе канлĕ ыйхăпа та çывăраймасть пулĕ-ха;
Çын çине алă çĕклекен хăй те ...
Икĕ пĕчĕкçĕ автан тытăннă ирех вăрçма паян, тет пĕр сăвăра. Ку тĕслĕхри Муркаш сали «автанĕсем» вара Москакассинчи «Илем» кафе умĕнче çĕрле çапăçма тытăннă. 1981 çулта çуралнă арçын хăйĕнчен аслăрах арçынна хĕненĕ. Мĕн хĕтĕртнĕ-ши вĕсене çапла майпа вăй виçме; Халĕ ку тĕлĕшпе РФ УК 116 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.
Пичете районти шалти ĕçсен
пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.