Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лăпланма иртерех-ха

02 апреля 2011 г.

Çак кунсенче йĕркене пăсассине асăрхаттарас, наркотик сарăлассине хирĕç кĕрешес, йĕркепе тивĕçтерес ĕçсен комиссийĕсен пĕрлехи анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна комиссисен ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ. Лару чылай ыйтăва пăхса тухрĕ.

Йĕплĕ карта пултăр аякра

Йĕплĕ карта леш енне лекме ăс-тăн нумаях та кирлĕ мар. Анчах та маларах преступлени туса йĕплĕ карта леш енче пулнă çынна кулленхи пурнăç юхăмне кĕме тата ĕç вырăнĕ тупса малашнехи пурнăçа йĕркелеме çăмăлах та мар, енчен те хăй тăрăшмасть пулсан пушшех те. Ирĕке тухаççĕ-ха, анчах та тăван кĕтесрен аякра иртнĕ куна манма ĕлкĕреймеççĕ, каллех йĕркене пăсас çул çине тăма пикенеççĕ. Статистика кăтартăвĕ вара пачах та лăпкă мар, преступленисен ытларах пайне маларах йĕркене пăснă çынсемех тăваççĕ. Çак кăтарту районта палăрмаллах ÿсрĕ. Апла пулсан çакă профилактика ĕçне вăйлатмалли, ял тăрăх пуçлăхĕсен ответлăхне ÿстермелли тата общественноçăн пĕрлехи тăрăшулăхне çивĕчлетмелли пирки калать. Ку ĕçсем пирки обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн ертÿçи В.А.Григорьев тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

– Тин çеç ирĕке тухнă çынна пирĕн пĕрлехи тăрăшулăхпа çирĕп контроллесе тăма тивет, мĕншĕн тесен вĕсем каллех преступлени çулĕ çине çăмăллăнах тăма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене кулленхи ĕçе явăçтарма тăрăшмалла. Паянхи кун тĕлне вара ĕç вырăнĕсем ял хуçалăхĕнче сахал мар. Пурăнас текеншĕн ĕç вырăнĕ пур, – терĕ Юрий Александрович умра çур аки, хĕрÿ ĕç çи пуçланассине, апла пулсан çĕр ĕçĕнче вăй хума ĕçлекен алă ытларах кирлĕ пулнине палăртса.

Пурăнма районта тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илеймĕн, çавăнпа та Мускава ĕçлеме каятпăр тени çăлăнăç хуравĕ мар. Шыракан кирек ăçта та ĕç вырăнĕ тупать. Акă паянхи куна илсен Афанасьев фермер тата Васильев предприниматель учетра тăракан çынсене хăйсен ĕçне явăçтарма тăрăшаççĕ.

Çул çитмен çамрăксем

кулленхи тимлĕхре

Çамрăксем хăйсенчен аслăраххисемпе туслашни, вĕсен хăтланăвĕсене ăша хывни чылай чухне тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнма хистет. Кăçалхи икĕ уйăхра кăна çул çитмен çамрăксем тунă преступленисене иртнĕ çулхипе танлаштарсан ытларах регистрациленĕ. Çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен шайĕ районта 5,6 процентпа танлашать, республика кăтартăвĕ 4 процент. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕнче учетра 42 çамрăк тăрать. Çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе административлă 51 протокол çырма тивнĕ.

– Çул çитмен çамрăк куллен тимĕлх ыйтакан сий шутланать. Çавăнпа та пирĕн ĕçченсем ку тĕлĕшпе тăтăшах профилактика ĕçне ирттереççĕ. Анчах та йывăр лару-тăрăва йĕрке хуралçи вăйĕпе кăна çĕнтереймĕн. Кунта вара пурин тимлĕхĕ те витĕм кÿмелле. Икĕ уйăхра вĕрентÿ заведенийĕсенче право ыйтăвĕсемпе 23 лекци ирттернĕ, çул çитмен çамрăксем енĕпе ĕçлекен пайра учетра тăракан çамрăксемпе 11 калаçу ирттернĕ. 28 çамрăка хăйсем пурăннă вырăнта тĕрĕсленĕ. Çамрăксем хушшинчи преступленисен шайне чакарас мар тесе вĕсем йышлă пухăнакан вырăна тăтăшах рейдпа тухса çÿретпĕр, 17 тĕрĕслев ирттертĕмĕр, – терĕ обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн ертÿçи В.А.Григорьев çамрăксем тĕлĕшпе ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртса.

Эрехе çĕнтереймĕн, вăл...

Эрех авăрĕ тĕпсĕр, никама тиркемест, йăлт хăй патне илĕртет. Çавăнпа юлашки вăхăтра эрехпе айкашасси, вăл шутра хĕрарăмсем тата çамрăксем хушшинче ытла та хăвăрт ÿссе пырать. Эрех ĕçнĕ çын йĕркене пăсас, преступлени тăвас çул-йĕр çине çăмăллăнах тăрать. Икĕ уйăхра кăна ÿсĕрле 22 преступлени тунă, иртнĕ çулхи çак тапхăрта вара ку кăтарту 9 пулнă. Учета илменнисем тата миçе-ши; Эрех хĕтĕртнипех çемьере тăтăш харкашу та куççуль. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем эрехпе суту-илÿ тăвассине, обществăлла вырăнта ÿсĕрле йĕркене пăсассине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе япăх мар ĕçлеççĕ, çапах та усал йăла-йĕркене пĕр самантрах аркатаймăн çав. Эрех ĕçсе административлă майпа йĕркене пăснă 354 (349) преступлени тупса палăртнă. Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренишĕн, йĕркене пăснишĕн 337 (335) протокол çырма тивнĕ.

Эрех енне сулăннă çынсене общественноç умĕнче сÿтсе явни те усăллă пулассине шанас килет. Паянхи кун тĕлне шалти ĕçсен пайĕнче учетра 284 çын тăрать, вăл шутра маларах судпа айăпланнă хыççăн ирĕке тухнă 42 çын, срокчен условнă майпа ирĕке тухнисем 20, алкоголизм чирĕ шала кайнисем 30 çын, 6 наркоман.

Иртнĕ çул район больницинче алкоголизм чирĕ шала кайнипе 64 çынна сиплеме тивнĕ, 51 пациента республикăри наркологи диспансерне сиплеве ăсатнă. Хĕрарăм эрехпе хăвăртрах туслашать, анчах та ăна сиплеме йывăртарах та. Малашнехи пурнăç вара хĕрарăмран ытларах килет, çавăнпа та ача-пăча кун-çулне эрехпе ылмаштарни ырри патне илсе пыманни куç кĕрет.

– Эрех чирĕ шала кайнă çынна сахал мар сиплеме тивет пирĕн патра. Пĕр чирлĕ çыншăн кăна 1-2 эрне хушшинче 30-50 пин тенкĕ тăкаклама лекет хăш чухне. Енчен те çак укçа-тенкĕне ытти чирпе нушаланакан валли е ача-пăча уйрăмне хушма пулăшу уйăрнă пулсан вырăнлăрах пулнă пулĕччĕ, – терĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г.Данилов алкоголизм чирĕ чăн-чăн хăрушлăх пулнине тата унпа май пур таран пĕрлехи вăйпа кĕрешмеллине палăртса.

Ку енĕпе профилактика ĕçне медицина ĕçченĕсем, йĕрке хуралçисем тата ытти ĕçченсем ăнăçсăр çемьесенче, шкулсенче уйрăм калаçусем ирттереççĕ.

«Профилактика ĕçĕ

пĕлтерĕшлĕ, анчах та

унпа кăна çырлахмалла мар»

Ял тăрăхĕсенче профилактика ĕçне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Пĕрремĕш кварталта çак ĕç графикпа килĕшÿллĕн 11 ял тăрăхĕнче иртрĕ. Ăнăçсăр çемьесенче тăтăшах асăрхаттару, тĕрĕслев ĕçĕсем иртеççĕ. Ятарлă комисси çавăн йышши 156 çемьере пулнă, тĕрлĕ ыйтупа консультаци панă. Пурăнма питĕ йывăр условиллĕ йывăр çемьери 10 ачана Улатăр районĕнчи ятарлă санаторие вырнаçтарнă.

Административлă комиссие 69 административлă ĕç тăратнă, айăплисене явап тыттарнă. Хуçалăхсенче тирпей-илем йĕркине пăхăнманшăн 8 çын тĕлĕшпе ĕç тăратнă, вĕсенчен 5-не асăрхаттарнă, 2 çынна штраф тÿлеттернĕ. Йытăсене саккун ыйтнă пек тытман 52 çынна 26000 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. 27 ашшĕ-амăшне тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн 6750 тенкĕ штрафланă. Саккунпа килĕшÿллĕн 22 сехет хыççăн çул çитмен çамрăксен урама, обществăлла вырăна, клуба тухса çÿреме юрамасть, çакăншăн ашшĕ-амăшĕ ответлă. Ку тĕлĕшпе пĕр çынна асăрхаттарнă, 6-не штраф тÿлеттернĕ. Çул çитмен çамрăка клуба е ытти обществăлла вырăнта пулма ирĕк панă ертÿçĕне те пуçран шăлмаççĕ, 3-не 1 пиншер тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.

– Профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах та пирĕн унпа кăна çырлахса лармалла мар, çак ĕçе ытти ĕçченсене те явăçтармалла. Анчах та ĕçе ырă енне улăштарас пулсан ял тăрăхĕсенче куллен тимлемелле, – терĕ Ю.А. Иванов.

Çавăн пекех пĕрлехи ларура экстремистла акцисем, диверсипе террористла актсем пулассинчен сыхланас, обществăлла хăрушсăрлăха йĕркелес тĕлĕшпе тунă тата малашне тумалли ĕçсем пирки район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн ертÿçи Н.П. Милютин тухса калаçрĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объктсенче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче черетсĕр хушма тĕрĕслевсем ирттерни те питĕ вырăнлă пулмалла. Çакă тата ытти ыйту тавра калаçу пулчĕ анлă ларура.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика