Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăхăн чикки çук

06 апреля 2011 г.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пыни пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. Районти чылай предприятисемпе организацисем, учрежденисем унта активлă хутшăнаççĕ. Уйрăм çынсем те çук мар.

Çакна ăнланмалла та. Мĕншĕн тесен ыр кăмăллăхăн чикки çук. Чăннипех те пулăшу кирлисене, уйрăмах ачасене май пур таран пулăшни, вĕсем тĕлĕшпе тимлĕх уйăрни паянхи çăмăл мар вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ырă тума тăрăшакана вара яланах сăвап пулнă.

Çак вăхăта районĕпе марафон çÿпçине пĕтĕмпе 91 пин тенкĕ ытла укçа пухăннă ĕнтĕ. Вăл шутран 75 пин тенкĕ ытла кассăна укçан хывнă, 16 пин тенкĕне яхăн лицевой счет çине куçарса панă. Пысăк сумма куçарма май тупнисем хушшинче районти тĕп больница (16150 тенкĕ), район администрацийĕ (15 тенкĕне яхăн), РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ (5160 тенкĕ), Хорнуй ял тăрăхĕн администрацийĕ (3831 тенкĕ), райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ (3250 тенкĕ), Çатракасси шкулĕ (3210 тенкĕ), Юнкă шкулĕ (3250 тенкĕ) тата ыт. те.

Сăмах май мартăн 17-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм суммăран 59110 тенкине «Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш регион уйрăмне куçарнă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика