06 апреля 2011 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнче çуллахи вăхăтра ачасене хула тулашĕнчи лагерьсене канма ярас текенсенчен путевка туянма заявленисем йышăнма пуçларĕç.
Каникул вăхăтĕнче ачасен сывлăхне лагерьсенче çирĕплетес ĕçе пурнăçласси пĕлтĕртенпе муниципаллă районсен тата хула округĕсен администрацийĕсен тивĕçĕ пулса тăрать. Пирĕн район шайĕнче çак ĕçе пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайне çирĕплетнĕ. Çапла майпа çулла ачисене лагере ярас текен ашшĕ-амăшĕн е саккунлă представителĕсен заявление район администрацийĕн вĕрентÿ пайне çырса памалла. Кунти специалистсем вара заявленисем тăрăх путевка туянас текенсен базине йĕркелеççĕ. Путевкăсене черет мелĕпе заявлени çырнă куна пăхса парассине тĕпе хураççĕ.
2011 çулта хула тулашĕнчи ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсене кайма путевкăсем туянма пирĕн район валли 1706 пин те 700 тенкĕ уйăрса параççĕ. Çуллахи сменăра лагерьте канма пĕр путевкăн чи пысăк хакĕ 9270 тенкĕпе танлашать. Ашшĕ-амăшĕн путевка хакĕн 10 процентне – 927 тенкĕ – çеç тÿлеме тивĕ. Ытти 90 процентне район бюджетĕнчен куçараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн вара лагерьти смена пуçланнă хыççăн 5 кунран кая юлмасăр çак суммăна тÿлесе татмалла. Пĕтĕмпе кăçал района 204 путевка уйăрса панă.
Путевка туянма заявлени çырнă чухне ашшĕ-амăшĕн е ачан саккунлă представителĕн çак документсене те хăйпе пĕрле илмелле: ашшĕ-амăшĕн паспорчĕ, ача çурални çинчен калакан хут копийĕ, вĕрентÿ учрежденийĕнчен – ача унта вĕреннине çирĕплетекен справка. Заявленисене ашшĕ-амăшĕнчен е саккунлă представительсенчен йышăнас тапхăр майăн 27-мĕшĕччен тăсăлать. Апла пулин те ĕçе юлашки куна ан хăварăр.
Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем районти вĕрентÿ учрежденийĕсем çумĕнче те пулаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çакнашкал лагерьсен пĕр смени 21 кунпа танлашать, профильлĕ лагерьсенчи пĕр сменăра 10 кун. Шкул çумĕнчи лагерьсенче ачасене кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Кунне пĕр ачана апатлантарма 60 тенкĕ тăкакласси паллă. Çак тĕллевпе район бюджетĕнче 129,3 тенкĕ уйăрма палăртса хунă. Кашни шкулăн хăйĕн сумми пулать, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕ уйăрасси лагерьте миçе ача пулнипе çыхăннă.
Ачана шкулти лагере çÿреттерме ашшĕ-амăшĕн шкул администрацине заявлени çырса памалла. Шкулсенче те заявленисене майăн 27-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Лагерьсене санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвĕсем ирттернĕ хыççăн çеç уçма ирĕк пур.
14 çул тултарнă тата унран аслăраххисене валли çуллахи вăхăтра шкулсенче ĕç бригадисем йĕркелеме палăртнă. Çакна та каласа хăвармалла, йывăр лару-тăруллă çемьесенче ÿсекен ачасем çине тимлĕх ытти чухнехи пекех ытларах пулĕ.
Ыйтусем пулсан 62-0-92 е 62-4-33 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр.
Н. НИКОЛАЕВА.