06 апреля 2011 г.
Сарайсене çеç мар, выльăхсене хăйсене те хĕле хатĕрлемелли шухăша асра тытса «Ударник» федераллă патшалăх унитарлă предприяти ĕçченĕсем пĕлтĕр çулларан пуçласах хĕл кунĕсене çанă тавăрса хатĕрленчĕç. Йывăрлăх нумай, анчах вĕсене пĕрлехи ĕçпе, ыранхи куна шанса вăй хунипе çĕнме май пуррине те Йÿçкассисемпе Вăрманкассисем манмаççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем паян епле хĕл каçнипе интересленсе иртнĕ кунсенче асăннă хуçалăхăн ĕне фермисенче пулса куртăмăр.
– Хĕл перекетлĕх ыйтать, – пĕтĕмлетрĕ фермăсем тăрăх иртнĕ май хăйĕн калаçăвне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Т.А. Алексеева.
Фермăра ĕçлекенсемпе тата вырăнти специалистсемпе ирттернĕ пирĕн калаçу выльăхсене хĕл кунĕсенче апатпа тивĕçтересси тата продукци илессине ÿстересси тавра пулчĕ. Çанталăк ăшăтрĕ, çуркунне çитрĕ тенипех выльăх-чĕрлĕх валли апат-çимĕç килмест.
– Юр ирĕлме пуçларĕ пулин те выльăх пăхакансен ответлă тапхăрĕ вĕçленмен-ха. Унăн яваплăхĕ çав-çавах малти вырăнта. Çакна пирĕн ĕçченсем ăнланаççĕ. Выльăх апачĕ тĕлĕшпе иртсе пыракан хĕл кунĕсем питех те йывăр пулнăран вĕсенчен кашниех выльăх апатне перекетлесси пирки шухăшлать. Продуктивлăха ÿстерме урăхла çул çук, – терĕ пире Йÿçкассинчи ĕне ферминчи сĕт сивĕтмелли оборудовани патне илсе кĕнĕ май ферма заведующийĕ А. Петров Хăй ĕçне пĕлекен тата ответлăха туякан специалист вăл. 2-мĕш çул Йÿçкассинчи сĕт фермин коллективне ертсе пыракан Андриан Валерианович Петров кăçал иртнĕ çулхи ăмăрту условийĕсемпе килĕшÿллĕн «2010 çулхи чи лайăх ферма заведующийĕ» ята тивĕçрĕ. Вăл ертсе пыракан фермăра выльăхсене апатлантарас тата пăхас çĕрте малта пыракан технологисемпе анлă усă курса пĕтĕмĕшле сĕт сăвассине пĕлтĕр 18,8 процент ÿстернĕ. Фермипе пĕр ĕне пуçне 4093 килограмм сĕт суса пĕтĕмĕшле кăтартăва 1234,9 тоннăна çитернĕ. Кунта самăртма тăратнă выльăхсем те талăксерен вăтамран 660 грамм ÿт хушса 6,2 тонна аш панă.
Эпир ферма заведующийĕпе калаçса илнĕ хушăра район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Т.А. Алексеева ферма ĕçченĕсемпе ăнлантару-вĕрентÿ калаçăвĕ ирттерме те ĕлкĕрчĕ.
– Районтан килсе пире шута хуни, фермăра ĕçлекенсемпе тĕл пулусем ирттерсе паянхи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарни ферма ĕçченĕсене кун уттипе тан пыма пулăшать. Ку вара çĕнĕ ÿсĕмсем патне пымалли сукмак, – ĕç вырăнне тирпейленĕ май калаçать Вăрманкассинчи ĕне ферминче 2-мĕш çул ĕçлекен Н. Семенова ĕне сăвакан. Вĕсем пĕрле ĕçлекен В. Димитриевăпа иккĕшĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта хăйсен ушкăнĕнчи кашни ĕнерен 1012 килограмм сĕт сума пултарнă. Ку вăл хуçалăхри лайăх кăтартусенчен пĕри.
– Хуçалăх ертÿçисем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе апатпа тивĕçтерессипе çителĕклĕ ĕçлеççĕ теес килет. Çĕршер тонна апат туянчĕç ку хĕл кунĕсенче. Вĕсен тăрăшулăхне кура перекетлĕ пулса пирĕн те тухăçлăрах ĕçлемелле тесе шутлатпăр, – калаçăва хутшăнчĕ Н. Семенова.
Наталья Николаевна сăмахне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчи кăтартусемпе пăхатпăр та тăрăшулăх яр уççăн куç умне тухать. «Ударник» хуçалăх кĕркуннерен пуçласа 85 тонна утă, 252 тонна улăм, 361 тонна сенаж, 728 тонна силос, выльăхсем валли 230 тонна фуражлăх тырă туяннă. Ку ĕç паян та чарăнман-ха.
– Выльăхсене тулăх апатлантарма тăрăшнипе пĕрлех вĕсене вăхăтра уçă сывлăша кăларассине те кун йĕркинчен кăлармастпăр, – тет «Ударник» хуçалăхăн тĕп ветврачĕ, Йÿçкассинчи ветеринари участокĕн заведующийĕ Людмила Петровна Платонова. Йÿçкассинчи ĕне фермине çитсе пынă чух сенаж яминче ĕçлекен механизаторсем патĕнче чарăнтăмăр. Сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла: Йÿçкассинчи сĕт ферминче 20 çул сĕт оборудованийĕн операторĕ пулса вăй хуракан Андрей Абрамов, ашшĕн ĕçне малалла тăсса механизаторта вăй хуракан Владислав Алексеев, çур ĕмĕр хуçалăхра водительте ĕçлекен Петр Грачев, 47 çул ĕç стажлĕ водитель Виталий Семенов, специалистсене турттаракан Александр Анисимов водитель.
– Сарайсенче ĕçлекенсене хамăр енчен мĕн пулăшмаллине йăлтах вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр, – терĕ кĕске калаçура П. Грачев.
Хуçалăх ĕçĕнче пуян опыт пухнă Петр Ивановича хирĕçлеместĕп. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пĕрле ĕçлесен çеç малашлăх чиккисем уçăмланаççĕ. Çакна «Ударник» хуçалăхри фермăра вăй хуракан кашни ĕçчен туять. Ку çулпах аталансан кăçал та пĕтĕмĕшле кăтартусем пĕлтĕрхинчен кая пулмасса шанма пулать.
Иртнĕ çулхи шăрăх çу кунĕсене пула апат çителĕксĕрри малти вырăнта тăнăран мăйракаллă шултра выльăхсене самăртассипе те татса паман ыйтусем пур-ха. Анчах хуçалăх апат туянассипе тимлесех ĕçленĕрен кунти йывăрлăхсене те Йÿçкассисемпе Вăрманкассисем, Матьăксемпе Хурăнкассисем çĕнтерессе ĕненес килет. Хуçалăхра çитменлĕхсене маларах курни ĕçре тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туса производствăна ÿсĕм шайĕнче сыхласа хăварма пулăшасса шанатăп.
А. БЕЛОВ.