06 апреля 2011 г.
Пĕтĕм чир нервран пуçланать тенине илтме хăнăхнă эпир. Пăшăрхантаракан тĕслĕхсем вара паян тупăнсах тăраççĕ. Пурнăçри пур тĕрĕсмарлăхах çемьене, ачасене пырса çапать. Çакă сывлăх çинче тÿрремĕнех тарăн шăйрăк хăварать. Апла пулсан çыннăн сывлăхĕ мĕнле пуласси социаллă пурнăçпа экономика условийĕсенчен нумай килет. Çакă çынсен сывлăхне сыхлас ыйту çине те çĕнĕлле пăхма хистет. Çавăнпах сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенче медицинăпа социаллă пулăшу парасси те пурнăçа кĕме пуçларĕ. Тĕрĕсрех каласан ытти çулсенче те ĕçленĕ-ха медицина ĕçченĕсем ку ыйтупа. Кăçалтан пуçласа çак ĕç çине тата ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Пирĕн районти тĕп больницăра та пациентсене çак пулăшăва парассине малти вырăна хураççĕ.
Камсене параççĕ медицинăпа социаллă пулăшăва; Ку ĕç мĕнле пулса пырать; Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм эпĕ районти тĕп больницăн врач-психотерапевтĕнчен, наркологĕнчен Л.М. ИВАНОВĂРАН.
–Тĕпрен илсен медицинăпа социаллă пулăшу медицина тĕлĕшĕнчен тата социаллă проблемăсем пур категорине кĕрекенсене кирлĕ. Урăхла каласан вăрах вăхăт хушши тата час-час чирлекен ачасене, пурнăçра хăйсене тупайманнисене, тăлăх ачасемпе нумай ачаллă çемьесене, инвалидсене т.ыт. те. Медицина ĕçченĕсене хăйсене кăна ĕçлеме çăмăлах мар вĕсемпе. Мĕншĕн тесен çак ушкăна кĕрекенсен вăл е ку ыйтăвне татса панă чух пĕр медицина тĕлĕшĕнчен паракан пулăшу кăна çителĕксĕр пулса тухать. Вĕсен социаллă ыйтусемпе те ĕçлемелле. Социаллă ĕçченсене те медицина ĕçченĕсемсĕр вăл ыйтусемпе ĕçлеме кансĕр. Мĕншĕн тесен вĕсен клиенчĕсем хушшинче психика тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчи аталану енчен медицина пулăшăвĕ кирлĕ çынсем час-час тĕл пулаççĕ.
–Медицинăпа социаллă пулăшу панă чух мĕн енĕпе ытларах тимлеççĕ сывлăх хуралçисем;
–Чи пĕрремĕш тивĕç, паллах, медицина пулăшăвĕ парасси. Çавăн пекех вĕсем çемьесенчи чирлĕ çынсене пăхаççĕ. Тĕрлĕ ушкăна кĕрекен ачасемпе çул çитмен çамрăксем патне килĕсене кайса çÿреççĕ. Çемьесенче пулса санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Çавăн пекех вĕсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене медицинăпа социаллă пулăшу илмелли правасемпе паллаштараççĕ, вĕсене памалли йĕрке çинчен ăнлантараççĕ.
Медицинăпа социаллă пулăшу парассине вара икĕ пая уйăрма пулать: профилактика тата патогенетика пайĕсем. Профилактика пайне мĕн кĕрет-ха; Социаллă лару-тăруран килекен чирсенчен асăрхаттарасси, çынсене сывă пурнăç йĕркипе пурăнас çула кăтартасси, сывлăха упрама вĕрентекен информаци илме пулăшасси, ачасемпе çул çитмен çамрăксен прависене сывлăха сыхлас ыйтусем тĕлĕшĕнчен хÿтĕлесси т.ыт. те. Патогенетика пайне вара медицина тата социаллă пулăшу парасси, ку енĕпе экспертизăсем тăвасси, инвалидсене медицина тĕлĕшĕнчен, социаллă, профессиллĕ шайра реабилитацилесси т.ыт. те кĕрет.
– Лариса Меркурьевна, çыннăн сывлăхĕ мĕнле пуласси, вăл хăйне пурнăçра çирĕп туясси пирĕн йĕри-таврари пурнăç условийĕсенчен нумай килет терĕмĕр. Мĕн пĕлмелле-ха пирĕн хамăра, ашшĕ-амăшĕсене, килсе çапнă шăпа ачасене пырса ан çиттĕр тесен; Ачасене хамăртан телейлĕрех, сывлăхлăрах пултарас килет-çке.
– Ачан пурнăçĕ йĕркеллĕ пуласси ача амăшĕпе ачасем валли тивĕçлĕ условисем туса хунинчен нумай килет. Шăпах ача пурнăçĕн аталанăвĕн малтанхи тапхăрĕ мĕнле иртнинчен килет ача сывлăхĕ мĕн ĕмĕр тăршшĕпех мĕнле шайра пуласси. Практика çакна кăтартса парать: çитĕннĕ çыннăн сывлăх шайĕн никĕсĕ вăл амăшĕн хырăмĕнче тата кĕçĕн çулсенче чух йĕркеленет. Ача пĕчĕк чух ăна аталанмалли условисем кирлĕ пек пулманни, çавна пула вăл хăйĕн ÿсĕмне кура кирлĕ пек аталанайманни çыннăн организмăн биологи тĕлĕшĕнчи пуянлăх çине япăх витĕм кÿрет. Çапла вара сывлăхшăн ĕмĕр тăршшĕпех кирлĕ никĕсе хавшатса хăварать.
Амăшĕн варĕнчи ачан сывлăхĕшĕн вара амăшĕ кирлĕ таран тата витаминсемпе пуян апат çименни, амăшĕ йывăр çын чухне стрессене чăтса ирттерни, вăл пирус туртни, эрех ĕçни питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çаксем йăлтах ачан сывлăхне ĕмĕрлĕх хуçса хăварма пултараççĕ, ÿт-пÿ аталанăвĕ енчен те, интеллект енчен те.
Ашшĕ-амăшĕсем ачисене пулăшу кирлĕ чух тимлесе çитерейменни вара çакăн пек çитменлĕхсем патне илсе пырать: ача шкула кайма кирлĕ пек хатĕрленсе çитеймест, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайми пулать, хăйне тыткалассинче те проблемăсем тĕл пулма пуçлаççĕ. Çитĕнсе çитсен те кун пек ача хăйне ыттисенчен «катăк» туйма пултарать.
Кирлĕ пек апатланни, физкультурăпа туслă пулни, пирус туртманни вара сывлăхшăн питĕ усăлллă. Çак паха енсене ачасене ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартса памалла. Юлташĕсем çакăн пек пурнăç йĕркипе пурăнни те ачасем çине ырă витĕм кÿрет. Çавăн пекех вĕрентÿпе воспитани ача мĕнле çын пулса ÿсессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çакна та каласа хăварасах килет. Кăкăр ачи хăйĕн ÿсĕмне кура аталанайманни чĕрепе юн тымарĕсен тата сывлав системи, хырăмай парĕ тата пÿре кирлĕ пек аталанса ĕçлейменнипе çыхăннă. Ку вара ача çитĕннĕçемĕн тата ÿссе çитсен те тĕрлĕ чирпе чирлесси патне илсе пырать.
Çакăн пек хăрушлăх çити-çитми пурнăçпа пурăнакан çемьесенчи ачасене ытларах пырса тивет. Лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пулать: пĕрремĕш хут ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсемпе, ача амăшĕсемпе тата ачасемпе хĕрарăмсен консультацийĕнче, ача-пăча уйрăмĕнче профилактика калаçăвĕсене ирттермелле. Амбулаторипе поликлиника учрежденийĕсенче медицинăпа социаллă пулăшусем парассине пысăк тимлĕх уйăрни вара шăпах профилактика тата сиплев ĕçне лайăхлатма май парать.
Л. ПАВЛОВА калаçнă.