20 апреля 2011 г.
«Врач сĕнет» рубрикăра мастопати чирĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн. Вăл мĕншĕн пуçланать; Чир пуррине мĕнле пĕлмелле;»
Редакцие шăнкăравланинчен.
Вулаканăн ыйтăвĕсене Муркашри тĕп больницăн акушер-гинекологĕ Н.А. ЛОБАЧЕВА аслă квалификациллĕ врач хуравлать:
– Мастопати (фиброзно-кистозная болезнь) – хĕрарăмсен сĕт парĕн тĕртĕмĕнчи усал мар ылмашĕвĕсем. Кăкăрта хытă вырăн пулнипе, вăл чире пула ытлашши ÿснипе палăрать. Çак чир ытларах 30–50 çулхи хĕрарăмсен пулма пултарать. Маларах чире аслă ăрури хĕрарăмсен чирĕ тесе палăртнă пулсан паян вăл, шел пулин те, хĕр ачасен те тĕл пулать.
Мастопатипе чирлени кăкăр ыратнипе, унта хытă вырăнсем пуррипе, чĕчĕ тăрринчен лăймакаллă шĕвек е юнлă лăймака тухнипе палăрать.
Мастопати мĕншĕн пуçланма пултарать-ха; Çакăн сăлтавĕ нумай. Вĕсем генетика енĕпе те, çут çанталăкпа та, хĕрарăмăн пурнăçĕпе те çыхăннă. Çапах та тĕп сăлтавсене çаксене палăртмалла: амăш енчи тăвансенчен сĕт парĕн чирĕсемпе чирлекен пурри; амалăх хушăмĕсен (придатки матки), щит евĕрлĕ парăн, пÿре тата ват хăмпин чирĕсем пурри; диабет, самăрланни, юн тымарĕсем йĕркеллĕ марри; организмра йод çитменни; стрессемпе депрессисем, ар çыхăнăвĕ пĕр тикĕс пулманни; аборт туни, сĕт парĕсене суранлатни, эрех-сăра ĕçни, пирус туртни, радиаци; çие юлманни е пĕрремĕш хут çие юласси каярах пулни, ачана кăкăр çитерес тапхăр кĕске вăхăт пыни; менструаци ир пуçланни тата кая юлса пĕтни.
Мастопати пуррине мĕнле пĕлмелле; Хĕрарăм хăйĕн кăкăрне тытса пăхсан сĕт парĕнче хытă вырăнсем е тĕрлĕ «çыхăсем» пулнине хăй те палăртма пултарать. Чĕчĕ тăрринчен шĕвек тухни сайрарах тĕл пулать. «Çыхăсемпе» хытă вырăнсем хĕрарăма ытлашшиех кансĕрлемеççĕ. Кăкăр ыратни менструаци пуçланиччен темиçе кун маларах пуçланать те менструаци пуçлансан ыратма чарăнать. Анчах та нумай хĕрарăм маммолог е акушер-гинеколог патне пырса канашлама васкамасть.
Сĕт парĕсене тĕрĕслессине менструаци пуçланнă хыççăн 6–12-мĕш кунсенче ирттермелле. Кăкăр формине, ÿтне тата чĕчĕ тăррисене пăхса тухмалла. Алăсене çÿлелле çĕклесе кăкăра малтан та, икĕ енчен те тимлĕн пăхмалла. Кăкăра варринчи виçĕ пÿрнепе тытса пусмалла (хăвăрăн ура çинче тăмалла), сехет йĕппи куçнă майпа йĕри таврах тĕрĕслемелле. Хыççăн чĕчĕ тăррине пысăк тата шĕвĕр пÿрнесемпе пăчăртаса шĕвек тухнипе тухманнине пăхмалла. Кăкăра пÿрнесемпе пусса вырăн çинче выртса та тĕрĕслесе пăхмалла. Хул хушшинчи лимф çыхăнăвĕсене те тишкермелле.
Сĕт парĕсене тĕрĕсленĕ чухне чĕчĕ тăрри хытă пулнине, хĕрелсе е шыçса тăракан вырăнсене, ÿт туртăнса е усăнса тăнине тата шĕвек тухнине куçран вĕçертмелле мар.
Çÿлерех асăннă сăлтавсенчен пĕрне те пулин сисрĕр пулсан тÿрех гинеколог патне кайма васкăр.
Хăвăр диагноз ан лартăр, тÿрех хăрушши пирки ан шутлăр. Мĕншĕн тесен тупса палăртнă шыçăсенчен ытларахăшĕ усал маррисен шутне кĕрет.
Диагноз лартма вара УЗИ аппарачĕпе (20-40 çулхи хĕрарăмсенне) тата маммографи тĕрĕслевĕпе (40-рен иртнисенне) усă кураççĕ.
Хăвăрăн сывлăха яланах мала хурăр!