20 апреля 2011 г.
– Мĕнле пурăнатăр-ха, кинеми;
– Лайăх пурăнатăп. Тепĕр çакăн чухлĕ темле пурăнмалла, – ăшшăн кулса калаçса кĕтсе илчĕ 90 çулхи Е.В. Иванова. Москакассинчи нумай хваттерлĕ çурта куçни нумай пулмасть-ха унăн. Граждансене кивĕ авариллĕ лару-тăруран кăлармалли çинчен калакан программăпа килĕшÿллĕн тивĕçтерчĕ район администрацийĕ Елена Васильевнăна çĕнĕ хваттерпе. Апрелĕн 17-мĕшĕнче хăйĕн сумлă юбилейне çĕнĕ хваттерте паллă туса 10-мĕш теçеткене пĕр утăм турĕ вăл.
Етĕрне районĕнчи Кăмăккассинче нумай ачаллă çемьере çуралнă Евлен. Ашшĕ-амăшĕ ĕçчен пулнăран ачисем те мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ.
– Атте хурт-хăмăр тытатчĕ. 30 вĕллеччĕ пирĕн. Çĕлеме те ăстаччĕ вăл, – паянхи пек астăвать 90 çулхи кинемей ашшĕпе амăшне.
Çĕвĕ машинине ачисене тыттарасшăнах марччĕ ашшĕ. Анчах та 8 çулхи Евлен çĕлеме вĕренчĕ-вĕренчех. Килте никам çук чухне кĕрлеттеретчĕ çеç çĕвĕ машинине.12 çулта хăех çăпата туса тăхăнчĕ. Тепĕр икĕ çултан – 14-ра – ашшĕпе тан хăма çурма пуçларĕ. 12 çултах алла çава тытрĕ, утă çулма пуçларĕ. 15 çулта вара вăл аслисемпе танах çулатчĕ.
Çирĕп, ĕçчен çемьене инкек килсе çапать. Евлен 6 класра вĕреннĕ чухне вĕсем тĕпĕ-йĕрĕпех çунса каяççĕ. Çавăнпах хĕр ача Çухрари 7 класлă шкул хыççăн малалла вĕренме каяймасть. Шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ хăй.
Виçĕ пиччĕшĕ унăн учитель пулнă. Шăп пушар хыççăн пиччĕшĕ ăна хăй ĕçлекен гимназие илсе кайса кăтартнă.
– Пушарта тăхăнмалли те нимĕн те юлмарĕ. Урара пысăк пуçлă çăпата, сÿсленсе кайнă тăла пулнăран вăтанса гимнази патне пыма та намăслантăм, – аса илет паян кинемей.
Вĕренме кайма шутламарĕ вара хĕр ача. 7 класс хыççăн колхозра ĕçлеме пуçларĕ. Пултарулăхне кура ĕнтĕ ăна тÿрех столовăй заведующине лартаççĕ.
3 çул хыççăн вара вăл Советскинчи больницăна санитаркăна ĕçе кĕрет. Нумай та вăхăт иртмест, ăна медсестрана лартаççĕ. Шупашкарта медсестрасен 1 уйăхлăх курсне пĕтерет. 1943 çултан пуçласа 1949 çулччен инфекци уйрăмĕн медсестринче ĕçлет. Больница хыççăн колхоза ĕçлеме тухать.
1949 çулта хăйсенчен пĕр кил урлă пурăнакан çамрăка качча тухать. Федор ун чухне Нискассинче çул çинче ĕçлетчĕ. Унти больницăра вырăн çуккипе çамрăк арăм мăшăрĕпе пĕрле çул çинче ремонтер пулса ĕçлет. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех. 1962 çулта Москакассине куçса килеççĕ. Кунта çул тунă çĕрте ĕçлеççĕ.
Шăпа тени вăл вăхăтри пин-пин çын пекех Елена Васильевнăна та çирĕплĕх енчен тĕрĕслерĕ. Мăшăрĕнчен 6 ачапа тăрса юлчĕ вăл. Шăп 45 çул каялла çул çинче ĕçленĕ чухне инкекре Федор Ивановичăн пурнăçĕ татăлать. Аслă хĕрĕ Людмила та ун чухне 8 класра кăначчĕ-ха.
Пурнăçа саплаштарса пыма нумай ача амăшне шăпах çĕлеме-çыхма пĕлни пулăшнă. Ачисене тумтирне йăлтах хăй çĕлесе, çыхса, тĕртсе паратчĕ.
– Ачасене те лартса çав ĕçех тутараттăм, – тет паян Елена Васильевна. – Мĕншĕн-мĕншĕн те çакăншăн савăнатăп: ман ачасем хампа тавлашса курман. Йĕркеллĕ ачасем пулчĕç.
Аслă хĕрĕ Людмила Федоровна аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Москакасси шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ, 4 çул районти вĕрентÿ пайĕнче ĕçлерĕ. Унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствинче тĕп специалистра вăй хучĕ.
Иккĕмĕш хĕрĕ те аслă хĕрĕ çулĕпех кайрĕ, Эльвира Федоровна та вырăс чĕлхипе литературин учителĕн дипломне илчĕ. Москакасси шкулĕнче вожатăйра ĕçлерĕ малтан. Унтан вăл та аппăшĕ пекех карьера картлашкипе çÿлелле хăпарса кайрĕ: комсомол райкомĕнче ĕçлерĕ. Парти райкомĕнче инструктортан пай пуçлăхне çитрĕ, 3-мĕш секретарь таран ÿссе нумай çул унта ĕçлерĕ. Районти ачасен пултарулăх çуртне ертсе пычĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех район администрацийĕнче ĕçлерĕ.
Евлампия Федоровнăпа Тамара Федоровна пурнăç çулне стройкăпа çыхăнтарчĕç. Пĕри Шупашкарта ЖБК-ра контролер пулса ĕçлерĕ. Тамара та строительсен техникумĕ хыççăн унтах ĕмĕрлерĕ. Иккĕшĕ те паян тивĕçлĕ канура.
Кĕçĕннисенчен вара, йĕкĕрешсенчен, Галина Федоровна та хăй умĕнхи аппăшĕсем пекех стройкăра, унтан шкулта лаборанткăра ĕçлерĕ. Халĕ Яракра пурăнать. Кирилл Федорович вара – Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин системин пенсионерĕ.
6 ача çуратса ÿстернĕ 90 çулхи Елена Васильевнăн паян 6 мăнук тата 6 прамăнук. Паян вăл хаçат та вулать, телевизор та пăхать. Тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлес килет-çке.
– Кашни çÿппе лайăх куратăп, – тет вăл.
Çулне кура мар витĕр кураканскер паян та тĕртет, тĕрĕ тĕрлет.
Ĕçлеме те 76 çула çитичченех ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тепĕр 26 çул Муркашри хатĕрлев кантурĕнче хатĕрлевçĕ пулса тăрăшрĕ.
Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне вара Елена Васильевна çакăнта курать:
– Ĕçлемелле, çынна юратмалла, – тет вăл.
Вĕçĕнче хушса калани. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти солциаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова, районти ветерансен Канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова тата В.А. Любимова Е.В. Ивановăна 90 çулхи юбилейпа киле кайсах саламларĕç, ĕç ветеранне нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Л. ПАВЛОВА.