Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок Мăн Сĕнтĕрсенчех юлчĕ

20 апреля 2011 г.

Районта спорт календарьне юлашки вăхăтра чылай çĕнĕ ăмăрту кĕчĕ. Март уйăхĕнче хĕрарăмсен командисем хушшинче волейболла выляса обществăпа патшалăх деятелĕн К.Л. Валицкаян парнисене çĕнсе илессишĕн пĕрремĕш хут ăмăрту иртрĕ. Иртнĕ шăмат кун вара «Сывлăх» ФСК спортзалне 50 çултан иртнĕ арçынсен командисем пуçтарăнчĕç. Çак ÿсĕмри арçынсен командисем хушшинче волейболла выляса районти тĕп больницăн тĕп врачĕн В.Г. Даниловăн парнисене çĕнсе илессишĕн кунта кăçалхипе 3-мĕш хут ăмăрту иртрĕ. Çак ăмăрту мĕнле йĕркеленсе кайнине Владислав Григорьевич ăмăртăва хаваслă лару-тăрура уçнă май çапла палăртрĕ:

– Пĕр спорт ăмăртăвĕнче пире хĕрарăмсем çапла каларĕç: «Сывлăхăра çирĕплетĕр, эсир пире питĕ кирлĕ» – терĕç. Çавăнпа пуçтарăнтăмăр та паян çакăнта. Хамăр хушăра çĕнтерÿçĕсене палăртасси мар, сывă пурнăç йĕркипе пурăнни сывлăха çирĕплетме, ĕмĕре тăсма пулăшнине кăтартса парасси пулса тăрать ăмăрту тĕллевĕ.

Владислав Григорьевич пурне те çывăх çынсене яланах кирлĕ телей сунчĕ.

Пуçтарăннисене спорт уявĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ, район администрацийĕн çак вăййа хутшăнакан командин членĕ Ю.А. Иванов саламларĕ.

– Паян çакăнта манпа пĕрле шкултан вĕренсе тухнисем пĕрремĕш хут ăмăртăва килни, çултан-çул çак ăмăртăва хутшăнакансем йышланса пыни савăнтарать, – терĕ вăл. Юрий Александрович çавăн пекех сывă пурнăç йĕркипе пурăнни ĕçлеме, пурăнма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнине палăртрĕ, пурне те çав çĕкленÿллĕ ырă туйăма ĕмĕр тăршшĕпех упрама ырлăх-сывлăх сунчĕ. Районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕн заведующине Г.М. Огурцова çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа парне пачĕ. Ăмăрту йĕркелÿçине вара В.Г. Данилова мечĕк парнелерĕ.

– Паянхи ăмăртăва пултăр ку, – терĕ.

Çавăн пекех пуçтарăннисене районти волейбол федерацийĕн ертÿçи, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ В.И. Вязов саламларĕ.

Çак кун ăмăртăва хутшăнакансем хушшинче 50 çултан кăна мар, 70 çултан иртнисем те пулчĕç. 8-мĕш теçеткене пĕр-икĕ утăм пуснă Иван Ильич Кабуркин хăйне паян та яш пек туйнине çапла ăнлантарать:

– Эпĕ 3 принциппа пурăнатăп. Хамăн иртсе пыракан çулсене шутламастăп. Ман çулсем – ман пуянлăх. Тата пурнăç интереслĕрех пултăр тесе чунра ачалăхри самантсене упратăп, – терĕ вăл.

Унтан шÿтлесе çапла хушса хучĕ:

– Муркаш районĕнче çынсем тарăна кайнă нихăçан сиплейми «чирпе» «чирлеме» пуçларĕç: туртмаççĕ, ĕçмеççĕ, эпир маттур, тесе кăкăр çапмаççĕ. Çак чире ыттисене «ертме» пуçларĕç, – терĕ.

Спорт ветеранĕ ăмăртура чун киленĕçне тупма сĕнчĕ пурне те.

– Сирĕнтен юлас килмест, кăçал эпĕ те волейбол командине пуçтарăп, - терĕ Муркашсене Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Г.В. Данилов.

Чун киленĕçне вара çак кун çĕнтерÿçĕсем кăна мар, вăййа хутшăнакансенчен пурте тупрĕç. В.Г. Даниловăн кубокне кăçалхипе 3-мĕш хут Мăн Сĕнтĕрсем хăйсенче хăварчĕç. Кăçал ку ял тăрăхĕн чысне ИП «Васильев» çĕклерĕ. Районти тĕп больница команди вара 2-мĕш, «Ударник» хуçалăхăн команди 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Уйрăм вылякансенчен те чи маттуррисене палăртрĕç. В.Г.Захаров (ИП «Васильев») «Чи лайăх тапăнакан», В.В. Мефодьев «Чи лайăх хÿтĕлекен» («Сорма»), И. Каргин («Муркашри тĕп больница») «Чи лайăх çыхăнтаракан» пулнине палăртрĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансенчен чи аслине И.И. Кабуркина асăнмалăх парне пачĕç. Командăсемшĕн чи вăйлă «чирленĕшĕн» те Л.Г.Ковалевăна (Чуманкасси ял тăрăхĕ) тата ыттисене те парнесемсĕр хăвармарĕç.

Вăййа хутшăнакансене пурне те асăнмалăх унта хутшăнакансен сăн ÿкерчĕкне, арçынсен çывлăхĕ çинчен калакан кĕнеке, сывă пурнăç йĕркин парнисемпе паллаштаракан буклетсем пачĕç.

Спорт уявĕнче спонсор пулнисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов тав тăвать. Вĕсем Л.Д. Дмитриев («Моргаушскавтотехсервис»), П.Т. Терентьев («Заря»), Н.С. Тимофеев (Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ), Б.В. Андреев (Муркаш райповĕ), А.В. Воробьев (Муркашри сĕт-çу завочĕ), Н.И. Никитин (ИП «Никита»).

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика