Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн чун ыратăвне туйсан тем пекехчĕ»

23 апреля 2011 г.

Апрелĕн 20-мĕшĕнче районта черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В.П. Димитриев ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ Турай ял тăрăхне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ, паянхи çивĕч ыйтусем тавра калаçу ирттерчĕ. Ял çыннисемпе сÿтсе явмалли чăн та сахал мар: Чăваш Республикинче сывлăха сыхлассине модернизацилессин 2011 – 2012 çулсенчи программи çинчен, Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парасси çинчен» Саккунне вăя кĕртес пирки, ялсене тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусем те.

Турай ял тăрăхĕ 11 яла пĕрлештерет, 903 хуçалăхра 2272 çын пурăнать. Чи малтанах ял тăрăхĕн администрацийĕнче культура тата ытти ĕçченсемпе тĕл пулу пулчĕ. Пухăннисем хăйсене кулленех хумхантаракан ыйтусене тапратмасăр хăвармарĕç. Вĕсене Етĕрне районĕ еннелле тăсăлакан республика пĕлтерĕшлĕ асфальт çул тăвасси, хăш-пĕр ялсенчи çулсене йĕркене кĕртесси, урамсене шывпа тивĕçтересси канăçсăрлантарать. Çаксенчен те çивĕчреххи тата пăшăрхантараканни вара – Турайри сиплев учрежденийĕн малашнехи шăпи. Хăй вăхăтĕнче кунта пĕр харăсах 35 – 40 çын сипленме пултарнă, тĕрлĕ сăлтавсене пула çулсерен ку хисеп чакнă. Халĕ вара кунта пĕтĕмпе 9 койка вырăн: 5-шĕ талăкĕпех сипленмелли, 4-шĕ кăнтăрлахи. Кунта вăй хуракан медицина ĕçченĕсем çынсен ыйтăвĕсене кура ялсене те тăтăшах тухса çÿреççĕ.

– Çапах та чир-чĕр аптăратма пуçличчен сывлăх пирки чылай маларах шутламалла, профилактика ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Сывлăх çирĕп пуласси чи малтан çынран хăйĕнчен килет, шел пулин те хăш чухне эрехпе иртĕхекенсем хăйсене пĕр шелсĕр хавшатаççĕ, – терĕ В.В. Толстов врач сывлăх çирĕплĕхĕ медицинăран 15 процент кăна килнине палăртса.

Ватă çынсен пăшăрханăвĕ вара ытларах та палăрчĕ.

– Çÿлти шайри ĕçченсем ял çине ытларах тимлĕх уйăрмалли пирки калаççĕ-ха. Тепĕр тесен сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилесси çинчен те калаçаççĕ, апла пулсан Муркаш больници аякра вырнаçнине шута илсе Турай больницине сыхласах хăварасчĕ. Пирĕн чун ыратăвне ответлă ĕçченсем туйсан тем пекехчĕ, – терĕç пĕр шухăшлăн Турай ял тăрăхĕнчи ватă çынсем.

Кунта ытти тăрăхрисем те сипленме килеççĕ. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн унта реконструкци ĕçĕсем пулса иртмелле.

– Ял тăрăхĕ çак программăна кĕни кунта пурăнакансемшĕн пысăк малашлăхлă. Çавна май эпир ялсене, хăш-пĕр учрежденисене хăт кĕртессипе ытларах ĕçлеме палăртатпăр. Шыв пăрăхĕсем хурас, çул-йĕре юсас, çĕнетес ĕç валли проектсем хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех ĕнтĕ, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.А. Павлов малашне те çынсемпе пĕрле килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлемеллине палăртса.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне хумхантаракан ыйту вара чылай. Уйрăмах ăна ĕçлемесĕр пурăнакан, эрехпе иртĕхсе çÿрекен çынсем канăçсăрлантараççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кунта ятарлă рейд ирттереççĕ.

– Юр ирĕлсе пĕтнĕ май пур çĕрте те тасамарлăх куç умне тухса выртрĕ. Çавăнпа та тавралăха тирпей-илем кĕртес, урамсемпе ялсене, обществăлла вырăнсене тасатас ĕç пуринчен мала тухать. Мăн кун умĕн апрелĕн 22 – 23 мĕшĕсенче районта пĕтĕмĕшле санитарипе экологи тасалăхĕн кунĕсене ирттерме палăртнă. Апла пулсан никамăн та аякра юлас марччĕ çак ĕçрен, – терĕ социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Петрова пурне те çак кун кăна мар, кулленех хамăр тавралăх тирпейлĕхĕшĕн хамăрах яваплă пулнине палăртса.

Çуркунне çитни ял çыннишĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен умра ответлă ĕç – çур аки. Вăхăтпа туллин усă курса çĕре вăрлăхпа шуратса хăвармалла вĕт, чылайăшне вара уйрăмах çĕр улми вăрлăхĕ çителĕксĕрри пăшăрхантарать.

– Ку енĕпе сире, ял ĕçченĕсем, Чăваш Республикин «Апат-çимĕç фончĕ» пулăшма хатĕр. Ял тăрăхĕпе çыхăнса пысăк пахалăхлă вăрлăх туянма пултаратăр, – терĕ пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме килнĕ В.П. Димитриев акас-лартас çĕре пушă хăвармалла маррине палăртса.

Çавăн пекех ĕç ушкăнĕ ытти ыйтусене те тишкерчĕ, малашне пурнăçламалли ĕç-хĕл тавра калаçу ирттерчĕ.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика