09 апреля 2011 г.
Çул-йĕр çинче хамăра хăрушсăрлăхра туяс тесен кашнинех йĕркене пăхăнмалла. Унсăрăн кĕтмен инкек ĕмĕрлĕхех куç хуптарма е суранлатса хăварма пултарать.
Акă апрелĕн 4-мĕшĕнче пирĕн район территорийĕнче иртекен М–7 федераллă автоçул çинче, Юнкăпуç çывăхĕнче, хăрушă инкек пулса иртнĕ.
Тутар Республикин çынни, УАЗ автомашинăпа пыраканскер, питĕ васканă курăнать. Хăйĕн умĕнче пыракан машинăсенчен иртес тесе çамрăк водитель хирĕç килекен машинăсен речĕ çине тухать. Самантрах УАЗ машина хирĕç килекен çăмăл машинăпа çапăнать. Трасса çинче транспорт чылай çÿренине шута илмен çав руль умĕнче ларакан. Унăн пассажирĕ – 50-ран иртнĕ арçын – авари вырăнĕнчех вилсе каять. УАЗ водительне те, хирĕç пынă машинăн водительне те йывăр сурансемпе больницăсене леçме тивнĕ.
Пур водителе те, çуран çÿрекенсене те çакăн пек инкексем сахалрах пулччăр тесе хамăрăн хăрушсăрлăх хамăр алăра пулни çинчен тата çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерес килет. Уйрăмах халĕ, ир-каç сывлăш температури улшăнса тăнă тапхăрта, питĕ тимлĕ пулăр.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн материалĕ тăрăх хатĕрленĕ.