09 апреля 2011 г.
Апрелĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Григорьевич ДАНИЛОВ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе О.В. Макаровпа тĕл пулнă. Район хаçачĕн сотрудникĕ В.Л. ШАПОШНИКОВ Владислав Григорьевича тĕл пулура мĕн пирки сăмах пыни пирки кĕскен каласа пама ыйтнă.
– Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Хальхи вăхăтра кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем пирĕн районта та, кÿршĕллĕ Элĕк районĕнче те сахал мар пухăннă. Чылайăшĕ тĕлĕшпе вара Правительство пулăшăвĕсĕр те май çук.
Правительство ертÿçипе эпир чи малтанах çынсен сывлăхĕн ыйтăвĕсене тишкертĕмĕр. Ку тĕлĕшпе сиплевпе профилактика учрежденийĕсем тăвас, юхăннисене юсас ыйтусем пирки сăмах пычĕ. Кунпа пĕрлех Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем тăвасси-юсасси нумай ыйту кăларса тăратать. Ку ыйтăва та айккинче тăратса хăвармарăмăр.
Ивановка ялĕ патĕнче йăла каяшĕн полигонĕ иртнĕ çул хута кайрĕ. Апла пулин те кунта ĕçсем вĕçленмен-ха. Пĕр котлован кăна ĕçлет. Черетре вара тата виççĕ. Иккĕмĕш котлована хута ярасси, ку ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрасси пирки те калаçрăмăр.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту – тивĕçлипе ĕçлесе пенсие тухнă çынсене «Чăваш Республикин ĕç ветернĕ» ят парасси. Вăрттăнлăх мар, хальхи вăхăтра çак ята чăннипех тивĕçлисем сахал теместĕп. Апла пулин те вĕсем çăмăллăхсемпе усă кураймаççĕ. Тĕл пулура ку темăна та хускатрăмăр.
Тепри вăл – çул ыйтăвĕ. Муркаш тата Элĕк районĕсен территорийĕсенче 2008 çултах тума пуçăннă çулсем пур. Анчах та çак вăхăта çитсе те вĕсене хута ярса пĕтереймен. Ку объектсенчи ĕçсем тăсăлни йĕркеллĕ пулăм мар.
Ял çыннине паян хумхантаракан ыйту – сĕте сутăн илессин хакĕ чакса кайни пирки те сăмах пулчĕ. Килти хуçалăхра выльăх тытаканшăн ку чăннипех те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать.
Çынсене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессин ыйтăвне те манăçа кăларма юрамасть. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе вырăнсенче йĕркесĕрлĕх, татса парайман ыйтусем ытлашшипех. Ялсенче пурăнакансене чăннипех канăçсăрлантараççĕ вĕсем.
Кунсăр пуçне района инвесторсене явăçтарасси, инвестицисем хывма майсем туса парасси пирки те калаçрăмăр. Пĕтĕмлетсе вара çавна каласшăн. Ыйтусем чăннипех те пайтах. Çапах та Правительство пулăшăвĕпе эффективлă усă курса вĕсенчен чылайăшне çывăх вăхăтрах татса пама майсем пур. Тĕл пулура ку енĕпе конкретлă сĕнÿсене пăхса тухрăмăр.