09 апреля 2011 г.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăннине тĕрĕслес ĕçре патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем фотофиксаци мелĕпе анлăн усă кураççĕ. Çак мелпе ĕçленĕ чухне хăш-пĕр транспортăн патшалăх регистраци паллисене вулама-курма май çукки палăрать. Апла пулсан вĕсене патшалăх стандарчĕсене пăхăнмасăр туни куç кĕрет. Е тата вĕсем – суя паллăсем çеç.
Сăмахран, кăçалхи виçĕ уйăхра республика территорийĕнчи çулсем çинче иртнĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче йĕркене çакăн пек майпа пăснă 579 тĕслĕх тупса палăртнă. Пур водителе те административлă майпа явап тыттарнă. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти 13 водителе те.
Çÿлерех асăннă цифра пĕчĕк марри йĕркелĕхе сыхлас ĕçре витĕмлĕ утăмсем тума хистет. Вĕсенчен пĕри – апрелĕн 6-мĕшĕнче «Регистраци палли» ятпа иртнĕ ятарлă рейд.
Водительсене транспортăн курăнман-вуланман регистраци паллисене вăхăтра улăштармалли пирки аса илтеретпĕр. Çула тухас умĕн машинăн регистраци палли таса пулнине те шута илмелле.
Ку рейдсăр пуçне çитес вăхăтра район территорийĕнче çак рейдсем ирттерме палăртнă: «Ачасем» – апрелĕн 14-мĕшĕнче, «Çуран çÿрекенсен çул урлă каçмалли вырăнĕ» – апрелĕн 18-мĕшĕнче, «Автобус» – апрелĕн 21-мĕшĕнче, «Парăмçă» – апрелĕн 25-мĕшĕнче, «Чукун çул урлă иртекен çул» – апрелĕн 29-мĕшĕнче.
А. ЩЕРБАКОВ, ГИБДД инспекторĕ.