Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гагарина курма тÿр килчĕ

09 апреля 2011 г.

50 çул питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Эпĕ Энгельс хулинче çыхăну батальонĕнче службăра тăнă. Пысăк самолетсен çыхăнăвне йĕркелеттĕмĕр.

Çав кун, 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче пире, дежурствăран ирĕклисене, куçарса çÿремелли радиостанцисене çуллахи вăхăтра усă курма хатĕрлеме парка ячĕç. Кăнтăр вăхăчĕ çитеспе чаçе пĕр салтак чупса çитрĕ те космоса çын вĕçтерсе яни, ăна Юрий Гагарин тесе чĕнни пирки ТАСС пĕлтерни çинчен каларĕ. Салтаксен хăпартлану чикки пулман темелле. Эпир пурте космос карапне курас тесе тÿпене тинкеретпĕр. Хăшĕсем автомашинăсен лупасĕ çине хăпарса çĕлĕкĕсемпе суллашаççĕ, ура! кăшкăраççĕ.

Кăштах вăхăт иртрĕ. Аэродромри çынсем пĕр çĕрелле чупнине асăрхарăмăр (вăл пирĕнтен инçетрех марччĕ). Пирĕн патранах çар çыннисем ларнă автомашинăсем аэродром еннелле вĕçтерчĕç. Эпир те автомашина кузовĕ çине вырнаçса ларса вĕсем хыççăн çул тытрăмăр. Ку пĕтĕмпех çын космоса вĕçсе кайнипе çыхăннă тесе шутлатпăр.

Контрольпе пропуск пунктĕнче пире чарчĕç те эпир кая юлнă ĕнтĕ тесе пĕлтерчĕç, вĕсем иртсе кайнă иккен. Çавăн чухне кăна эпир космонавт Саратов çĕрĕ çине анса ларсан ăна вертолетпа пирĕн çар аэродромне илсе пыни пирки пĕлтĕмĕр. Ăна курса юлайманнишĕн пăшăрханмаллипех пăшăрхантăмăр.

Çапах та пирĕн ăнăçу та пулмарĕ мар. Столовăйне кайнă чухне космонавт пирĕн гарнизонра пулни пирки пĕлтĕмĕр. Кăнтăр апачĕ пирки манса кайса космонавт вырнаçнă 4 хутлă çурт патне вирхĕнтĕмĕр. Алăк умĕнче малтанах салтаксем нумаях марччĕ. Анчах чылай кĕтме лекрĕ. Каярахпа çар çыннисем йышлă пухăнса çитрĕç. Вĕрсе каламалли инструментсен гарнизонти оркестрĕ, кинооператорсемпе фотографсем, шурă халатлă медицина ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Пирĕн иккĕленÿ шухăшĕ сирĕлчĕ. Эпир, маларах килнĕ салтаксен ушкăнĕ, пĕр-пĕринпе юнашар тăрса алăк умĕнче çурма ункă туса хутăмăр.

Акă алăкран Ю. Гагарин космонавт курăнса кайрĕ. Вăл вăтам пÿллĕ, хитрескер, çара пуçăнахчĕ. Кăвак комбинезон тăхăннăччĕ. Сылтăм енче ăна алăран врач çавăтса пыратчĕ, сулахай енче – авиаци полковникĕ. Космонавт аллинче – чĕрĕ чечексем. Пурте эпир ура! ура! кăшкăрса ятăмăр. Оркестр уяв маршĕ выляса ячĕ. Фотографсемпе кинооператорсем ÿкереççĕ. Гагарин хавас кулăпа утатчĕ. Пирĕн патран вăл юнашар тенĕ пекех иртсе кайрĕ. Эпĕ çавна асăрхама ĕлкĕртĕм: Ю. Гагаринăн хĕпĕртенипе пулас куçĕсем шывланнăччĕ. Кайран вĕсем пухăннисем умĕпе иртсе автомашина çине ларса кайрĕç.

Каçхине пирĕн ротăра космонавт пирки кăна калаçу пулчĕ. Дежурствăран таврăннă салтаксем вĕсене те космос вĕçевĕ вăхăтĕнче радиоприемниксемпе передатчиксене космонавтăн ĕçлев частоти çине майлаштарма команда пани пирки каласа пачĕç. Манăн юлташ Оринин ялĕнчи Слава Васильев вара пеленгатор çинче дежурствăра пулнă, космонавт валли пеленгсем ярса тăнă.

Манăçми çак кун манăн асра яланлăхах юлчĕ. Ĕнер пулнă пекех вăл.

Ю. ИВАНОВ.

Муркаш ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика