13 апреля 2011 г.
Иртнĕ эрне кун районти хуçалăхсем çур акине тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес ыйтупа семинар-канашлăва Ильич яч. хис. хуçалăха пуçтарăнас умĕн хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсем районти хуçалăхсенче ку енĕпе лару-тăру епле пулнипе паллашрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах «Путь Ильича» АФ чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулчĕ.
– Çур аки ирттерме топливо, удобрени çитет. 59 тонна элитăллă вăрлăх туянтăмăр хальлĕхе, – пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи А.В. Воробьев. Ял хуçалăх машинисене юр ăшĕнчен кăларнă. Анчах та юсав ĕçĕсене пуçлаççĕ кăна.
– Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 4 сехетчен васкамасăр ĕçленипе малалла кайма йывăр, – ĕçе хăвăртлатмаллине, ĕç дисциплинине хытармаллине палăртсах каларĕ Юрий Александрович.
Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра механизаторсем юсав ĕçĕпе аппаланатчĕç.
– Хальлĕхе 8 тонна бензин, 7 тонна топливо пур. Ильич яч. хис. хуçалăхран элитăллă тырă вăрлăхне туянтăмăр, – паллаштарать хатĕрленÿ ĕçĕсемпе хуçалăх ертÿçи В.И. Семенов.
Виталий Иосифович каланă тăрăх механизаторсем çитменни ку çур акинче йывăрлăх кăларса тăратма кирлĕ мар. Вĕсене вĕрентсе хатĕрленĕ. «Халĕ çĕнĕ ДТ-150 трактор кирли пирки шутлама пуçларăмăр», - терĕ вăл. «Беларусь» тракторсене юсанă. Апла пулин те хуçалăх паян çур акине хатĕр тесе калама ир-ха.
Суворов яч. хис. хуçалăх вара паян тесен паян çур акине тухма хатĕр. Техника та ку хуçалăхра нумаях пулмасть илнĕскер, çĕнĕ. Машинăпа трактор паркĕнче йĕркелĕх хуçаланать. Ятарлă хурал системин специалисчĕсем кунти харпăрлăх хăй вырăнĕнче пулнишĕн яваплă.
– Çавăн пекех сĕт-çу фермине сыхлассине те хурал системин специалисчĕсем хăйсем çине илнĕ, - ăнлантарать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Г.Н. Албутова.
Сыхлав ĕçĕнче çеç мар, çĕре пăхса тăрассинче те çĕнĕлле ĕçлеççĕ ку хуçалăхра. Уйсенче плугпа усă курас вырăнне темиçе хут сÿрелессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакă вĕсене çум курăкпа кĕрешме те пулăшать.
Семинар-канашлăва килсе çитнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С.В. Павлов Юрий Александрович ертсе пыракан ушкăнпа чи малтан Чапаев яч. хис. хуçалăхра пулчĕ. Сергей Владимирович тÿрех хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсем пуррипе, çур акинче ĕçе миçе сменăпа йĕркеленипе интересленчĕ. Хуçалăх ертÿçи И.Ю. Захаров каланă тăрăх хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ: çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх туянас ĕç пырать. Ĕç условийĕсемпе те çур акине хутшăнакансене паллаштарнă. Дисциплинăна пăсмасан кунта механизаторсем çур аки вăхăтĕнче 17 – 18 пин тенкĕ ĕçлесе илме пултараççĕ. Унсăр пуçне кăнтăрла тата каçхине тÿлевсĕрех апат çитереççĕ. Натурăпа тÿлессине те пăхса хăварнă. Кăçал хуçалăх 30 гектар кукуруза акма палăртнă. Унта ĕçлемелли техника Ильич яч. хис. хуçалăхăн пур.
– Пĕрле ĕçлеме калаçса татăлтăмăр, – терĕ Игорь Юрьевич.
Министр ку пуçарăва ырларĕ.
Чкалов яч. хис. хуçалăхра та çур акине хатĕрленес ĕç малалла пырать. Сергей Владимирович кунта хуçалăх çĕр улми лартас ыйту çине епле пăхнипе кăсăкланчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» та лартма хатĕрленеççĕ хуçалăхра. Министр çитес вăхăтра республикăна çĕр улми вăрлăхне илсе килесси, хуçалăхсене те, уйрăм çынсене те ăна килограмне 24 тенкĕпе сутасси çинчен пĕлтерчĕ.
Ильич яч. хис. хуçалăхра семинар-канашлăва хутшăнакансем ял хуçалăхĕнче кирлĕ çĕнĕ техникăпа паллашрĕç. Паянхи кун ыйтакан çĕнĕ йышши техника туянассине районта мала хунине, хĕрÿ ĕççинче вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлессине министр ырларĕ. Çур акине кĕске вăхăтра – пĕр эрне хушшинче ирттермеллине палăртрĕ.
Л. ПАВЛОВА.