Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунлă йышăнăва пурнăçламасан ...

13 апреля 2011 г.

Федераллă судсен, миравай судьясен саккунлă хушăвĕсене, ыйтăвĕсемпе чĕнĕвĕсене пурин те пурнăçламалла – патшалăх влаç органĕсенчен пуçласа граждансем таранах. Çакăн пирки «О судебной системе Российской Федерации» федераллă конституци саккунĕнче каланă.

Анчах та суд йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ административлă е уголовлă наказание айăпланнисен çурри ытла хăйсен ирĕкĕпе пурнăçламасть. Ытларах чухне административлă е уголовлă штраф пани çинчен, обязательнăй е тÿрленмелли ĕçсем тĕлĕшпе тунă йышăнусене пурнăçламаççĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн суд йышăнăвне пурнăçламаннишĕн явап тытмалла. Административлă штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн унăн калăпăшĕнчен икĕ хут пысăкрах штраф тÿлеме тивет. Е тата гражданина вун пилĕк кунччен арестлеме ирĕк пур.

Иртнĕ çул Муркаш районĕнчи 1 " суд участокĕн миравай судйи административлă штрафа 30 кун хушшинче тÿлемен вунă гражданина икĕ хут пысăкрах штраф тÿлеттерме, тăхăр гражданина арестлеме йышăнусем тунă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта вара штраф вăхăтра тÿлемен тăхăр гражданина явап тыттарнă: тăваттăшне штраф тÿлеттерме, пиллĕкĕшне арестлеме йышăннă.

Муркаш районĕнчи 2 " суд участокĕн миравай судйи судăн саккунлă йышăнăвне хăйсен ирĕкĕпе пурнăçламаншăн пĕлтĕр сакăр гражданина явап тыттарнă пулсан кăçалхи пĕрремĕш кварталта тăватă çынна явап тыттарма йышăнусем кăларнă.

Тĕслĕхрен, Çĕньял Апаш ялĕнче пурăнакан М. гражданина пассажирсене турттармалли йĕркене пăснăшăн январĕн 22-мĕшĕнче судпа айăпланă, 500 тенкĕ штраф тÿлеме йышăну тунă. Штрафа вăхăтра тÿлеменрен гражданин тĕлĕшпе тата тепĕр йышăну кăларнă: виçĕ талăклăх арест.

Теприне – Чуманкассинче пурăнакан Ф. гражданина – пĕлтĕр ноябрĕн 21-мĕшĕнче административлă йĕркене пăснă тесе çирĕплетнĕ. Вăл транспорт чарăнăвĕнчи йĕркене пăснă. Çакăншăн водителе суд 100 тенкĕ штраф пама йышăннă. Суд йышăнăвне пурнăçламанран тепĕр йышăну тума тивнĕ: 200 тенкĕ штраф пама.

Суд йышăнăвне пурнăçламаннине çак икĕ гражданин штраф пирки манса кайнипе ăнлантарнă.

Муркаш районĕнчи 1 " суд участокĕн миравай судйин пĕлтĕрхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Муркашра пурăнакан К. гражданкăна 3500 тенкĕ штраф пама çирĕплетнĕ. Анчах та хĕрарăм йышăнăва пурнăçлама та шутламан. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна 140 сехет тÿрленмелли ĕçсене явăçтарма йышăннă. Халĕ вăл Муркаш ял тăрăхĕнче çÿп-çап пуçтарать.

Çуткÿл ялĕнчи А. гражданина кăçал февралĕн 28-мĕшĕнче суд айăплава шута илсе виçĕ уйăх тÿрленмелли ĕçсене явăçтарма тата уйăхсерен ĕç укçин 15 процентне патшалăх хыснине пама йышăннă. Арçын ĕçлеме килĕшменрен малтанхи наказание пĕр уйăхлăх çирĕп йĕркеллĕ колоние ярассипе улăштарнă. Ку йышăнупа арçын суд залĕнчех килĕшнĕ.

Т. САЛДЫРКИНА, миравай судья.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика