13 апреля 2011 г.
Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче çур акине хатĕрленессипе пур енлĕн ĕçлеççĕ. Уйрăмах ял хуçалăх техникине хире юсавлă кăларасси пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать. Ку енпе пур хуçалăхра та çанă тавăрса ĕçлеççĕ.
Агрегатсем çурхи уй-хир ĕçне хатĕр. Çапла çирĕплетрĕç Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче. Сирĕн умра техникăна хире кăларма хатĕрлекен механизаторсем (сулахайран сылтăмалла): Валерий Егоров, Александр Александров, Алексей Петров. Вĕсем хăйсен пурнăçламалли ĕçĕсене те пĕлеççĕ ĕнтĕ.
Çулпа çул пĕр пек килменнине районти çĕр ĕçченĕсем кăçалхи çанталăк условийĕсенчен те кураççĕ. Хăйне евĕр йывăрлăхсем, унччен пулман ыйтусем кăларса тăратрĕç юрлă хĕл кунĕсем хресчен умне. Çакна кашниех ăнланса ĕçлесе пымалла пек туйăнать паян. Çурхи шыв-шур сассипе тулнă апрель уйăхне çĕр ĕçĕпе пурăнакан чăваш çынни ака уйăхĕ тесе ыт ахальтен каламан: хĕл ыйхинчен вăраннă тĕнче çур акине хатĕрленет. Çурхи ака-суха çулталăк тăрантаракан чи ответлă тапхăр пулни те çĕр ĕçĕпе пурăнакан кашни çыншăнах паллă. Хаклать ăна вăл. Хаклать те ир-каçа пăхмасăр çĕр-аннемĕр умĕнчи яваплăха туйса уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Епле пырать-ха çак хатĕрленÿ; Çак ыйту çине тулли хурав илессипе иртнĕ эрне кун, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ йĕркеленипе районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен инженерĕсемпе агрономĕсен çур аки умĕнхи йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ. Хăйне евĕрлĕрех пулчĕ вăл кăçал. Малтан ирлесе хуçалăхсен ертÿçисем, агрономĕсемпе инженерĕсем икĕ ушкăна пайланчĕç. Вĕсем кашни ял хуçалăх производство кооперативĕнчех çур акине хатĕрленес ĕçсем епле пынипе вырăна çитсе паллашрĕç. Пĕтĕмлетĕве вара пĕрле пухăнса Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче ирттерчĕç. Çур акине хатĕрленнĕ май калаçмалли, сÿтсе явмалли вара сахал мар.
ХИРЕ ТУХМА
ХАТĔРПЕ ПĔРЕХ
Ял хуçалăх производство кооперативĕсене çитес çур акине хатĕрленес ĕçсем епле пынипе паллашнă май пур çĕрте те хатĕрленÿ ĕçĕсем кал-кал пыни курăнчĕ. Çапах та вăрлăхпа сĕрмелли-çунтармалли материалсен ыйтăвне татса панисен техника юсавĕн хăвăртлăхне ÿстермелли курăнать. Е техника паркĕнче ĕç шавĕ тăрать пулсан та вăрлăх янтăлассипе ĕçсем уксахлаççĕ.
– Хресчен ĕçĕ çăмăл пулман. Темĕнле çĕнĕ технологи ĕçе кĕртсен те кунта çăмăл пулĕ тесе калаймăн, мĕншĕн тесен яваплăхĕ пысăк. Çавăнпа та хăвăрт ăшăтса пыракан кунсенче кашни çитменлĕхех шута илсе ăна ыранхи куна хăвариччен татса пама тăрăшмалла. Уй-хире тухакансене умра тăракан ĕç планĕпе тата ĕç условийĕсемпе паллаштарасси – паянхи тĕп тĕллев. Хуçалăх ертÿçисемпе агрономсен тата инженерсен çакăн пирки те манас марччĕ. Паянхи кашнин яваплăхĕ вăхăт иртнĕçемĕн ака-суха ăнăçăвне çаврăнĕ, кĕлет пуянлăхне ÿстерĕ. Çавăнпа та паянхи конференцирен çур аки пуçланчĕ тесе каласан та йăнăш пулас çук, – терĕ пĕтĕмлетÿре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ С. Павлов.
Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир район ĕçченĕсем çывхаракан çур акине хатĕрленнин саманчĕсене куратăр. Кашнин хăйĕн ĕçĕ, кашнин хăйĕн тĕллевĕ. Хуçалăхсем çур акине хатĕрленес ĕçсене контроллесех тăраççĕ. Тимлев пĕтĕмлетĕвĕ вара куç умĕнчех.
Инженерсемпе агрономсен конференцийĕ пынă кун Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем – трактористсемпе водительсем – хăйсем çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕррине пĕлтерчĕç. Ĕçсем çакнашкал кал-кал пынине шута илсех ĕнтĕ хуçалăх ертÿçи И. Николаев конференцие хутшăнакансене хуçалăх пĕтĕмĕшле çур акине хатĕрри пирки пĕлтерчĕ. Хуçалăх минераллă удобренисемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсен ытларах пайне туяннă, çитменнине туянма килĕшÿсем туса хунă, вăрлăхлăх культурăсене ака кондицине çитернĕ.
– Çĕнĕлĕхсене алла илекенсем хушшинче ытларах çамрăксем. Çур акине хутшăнакан тракторист-машинистсем ĕçе юратнинче, ĕç дисциплинине хăй еккипе яманнинче хуçалăх малашлăхне куратпăр. Пĕрле пулса çур акине те агротехникăпа пăхнă пек кĕске тапхăрта ирттерессе шанатпăр, – терĕ Игорь Васильевич.
КАЛАÇСА ТАТĂЛТĂМĂР
Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин уçрĕ. «Кун тăршшĕ вăрăмланнă май çанталăк ăшăтни çур аки кунсерен çывхарнине систерет. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттересси паян ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Унран пĕлтерĕшлĕреххи халĕ çĕр ĕçченĕшĕн çук»,– терĕ Владимир Аркадьевич.
Конференци Ваçкассинчи мехпаркра акара тухăçлă ĕçлемелли машинăсемпе тракторсене çур акине епле хатĕрленине пăхнинчен пуçланчĕ. Кунта район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ А. Павлов канашлăва килнисене çĕнĕ техникăн технологилле хăвачĕпе паллаштарчĕ. Техника çур акине епле хатĕр пулнинчен умри тĕллевсене туллин пурнăçласси килет.
Çитес çур акире районти хуçалăхсен 9,8 пин гектар çинче акса-лартса хăвармалла. Вăл шутран çурхи тĕш тырă культурисем 6,8 пин гектар, çĕр улми 1400 гектар, пахча çимĕç 120 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 1147 гектар, силослăх культурăсем 300 гектар йышăнмалла. Çавна валли паянхи куна хуçалăхсенче 2191 тонна (85 процент) ака кондицине юрăхлă вăрлăх пур. Вĕсенчен 14 проценчĕ – элитăллă вăрлăх, 51 проценчĕ – 1-4 репродукцилли. Вăрлăх янтăланипе пĕрлех хуçалăхсем паянхи куна 796 тонна (43 процент) минераллă удобрени туяннă. Удобренисем «ВТМ», «Путь Ильича», «Свобода», Суворов яч. хис. хуçалăхсенче хальлĕхе пачах та çук.
– Ял хуçалăх предприятийĕсенчи мехпарксенче çур акине епле хатĕрленнине пăхса тухни паян «Оринино», «Восток», «Свобода», «Герой», «Ударник», Суворов яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсем çур акине ыттисенчен хатĕртереххине кăтартса пачĕ. Çав вăхăтрах «Передовик», «Путь Ильича», Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче çур акине тухмалли техникăна юсас ĕçсем пуçланаççĕ кăна-ха. Мĕн кĕтеççĕ, мĕн шанаççĕ вĕсем – калама хĕн, – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх техника надзор инспекцийĕн ертÿçи В.П. Димитриев.
Ĕçлесен пурăнма та, аталанма та пулатех. Çакна иртнĕ çулхи ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ те кăтартса пачĕ. Шăрăх çанталăка пăхмасăрах агротехнологие пăхăнакансем япăх мар тухăç илме пултарчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен хуçалăхсем 1559 миллион тенкĕлĕх (2009 çулхин 83,4 проценчĕ) продукци туса илме мехел çитерчĕç.
Ял хуçалăх продукчĕсем туса илме кайнă тăкаксене анализ тусан эпир чылай чух çĕнĕ техникăпа технологисене çул паманни курăнать.
Пĕлтĕр районти хуçалăхсем 21,3 миллион тенкĕлĕх 38 единица ял хуçалăх техники çĕнĕрен туяннă. Машинăпа трактор паркне çĕнетессипе Ильич яч. хис., «ВаСем», «Ударник» хуçалăхсем ытларах тăрăшнă. Паянхи куна хуçалăхсенчи 212 трактортан 179-шĕ (84 процент) юсавлă. Ял хуçалăх машинисем ĕçе хатĕрри те 81-87 процентпа çеç танлашать.
Конференци лăпкă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Кун тăршшĕ 14 сехете çывхарни, хĕвел çÿлтен çÿле хăпарни, çут çанталăк кайăк юррипе тулни çур аки сехетпе мар, минутпа çывхарни пирки систерсех тăрать.
Анатолий БЕЛОВ.