Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиадăра – малтисен ретĕнче

13 апреля 2011 г.

 

Кашни вĕренÿ çулĕнчех вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиади иртет. Вăл тăватă тапхăрпа пулать: пĕрремĕш – шкулсенче, иккĕмĕш – район шайĕнче, виççĕмĕш – регион шайĕнче, тăваттăмĕш – Раççей шайĕнче.

Олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче пирĕн район вĕренекенĕсем призерсен шутне лекни пĕрремĕш çул мар. Ку савăнтарать паллах. Акă кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те Орининти вăтам шкулта вĕренекен Алена Алексеева право енĕпе республика шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулса Раççей шайĕнче призер пулса тăчĕ.

Районта нумайрах балл пухса малти вырăнсене йышăннă 99 вĕренекен çак олимпиадăн республика тапхăрне хутшăнчĕ. 17 вĕренекен малти вырăнсене йышăнма пултарчĕ.

Республика шайĕнчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсенчен малтанах олимпиадăна темиçе предметпа хутшăнса призер пулма тивĕçнисене палăртмалла. Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 11 класра вĕренекен Иван Петров ОБЖ предмечĕпе (учителĕ И.В. Семенов) 2-мĕш, биологипе (учителĕ А.И. Яшкина) 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илчĕ. Муркашри вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Егор Ярухин биологипе (учителĕ В.Н. Иванова) 3-мĕш, ОБЖ предмечĕпе (учителĕ В.Г. Львов) 3-мĕш вырăнсене тухрĕ. Муркашри вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Елена Михайлова обществознанипе (учителĕ Г.Н. Тимофеева) 3-мĕш, литературăпа (учителĕ Р.В. Николаева) 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ.

Республика шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнисем те пур. Вĕсем: Орининти вăтам шкулта вĕренекен Алена Алексеева (11 класс) тата Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Елена Ефремова (9 класс). Алена – право предмечĕпе (учителĕ В.И. Алексеева), Елена чăваш чĕлхипе литература енĕпе (учителĕ Е.К. Михайлова) çĕнтерчĕ.

Республикăра палăрнă ытти вĕренекенсен результачĕсемпе те паллашар. Вĕсем çапла: Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вĕренекен Изабелла Матвеева тата Павел Белов иккĕшĕ те ОБЖ предмечĕпе (учителĕ И.В. Семенов) 3-мĕш вырăнта; Йÿçкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Надежда Арсентьевăпа Алина Степанова обществознани предмечĕпе (учителĕ В.И. Тихонов) иккĕшĕ те 3-мĕш вырăнта; Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Олимпиада Федорова литературăпа (учителĕ Л.Ю. Краснова) 3-мĕш вырăнта; Орининти вăтам шкулта вĕренекен Ольга Егорова вырăс чĕлхипе (учителĕ В.В. Калинина) 3-мĕш вырăнта; Кашмашри тĕп шкулта вĕренекен Марта Ишакова экологи предмечĕпе (учителĕ Э.А. Васильева) 3-мĕш вырăнта; Калайкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Михаил Карандаев биологипе (учителĕ Г.В. Лебедева) 3-мĕш вырăнта; Турайри вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Герасимова (учителĕ А.Ю. Герасимова) технологи предмечĕпе 2-мĕш вырăнта.

Районти кашни вĕренекенĕн çак кăтартусем патне туртăнса ăслăлăх тĕнчинче палăрасчĕ.

А. ЛЕСКИНА,

районти вĕрентÿ пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика