13 апреля 2011 г.
Апрелĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче канашлу иртрĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хăйсен кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕн итогĕсене тишкерсе хакларĕç, умри малашнехи задачăсене уçăмлатрĕç. Канашлу ĕçне ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Ю.В. Шаповалов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, район прокурорĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.М. Семенов, район сучĕн председателĕ Э.Л. Тарасова, уголовлă исполнительнăй инспекци пуçлăхĕ В.В. Кожевников, суд приставĕсен службин представителĕ С.П. Шарапов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Районти шалти ĕçсен пайĕн кăçалхи январь–март уйăхĕсенчи оперативлă ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă май шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е.И. Плечов çавна палăртрĕ. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 109 преступлени регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 2,7 процент сахалрах. Преступленисене уçса парасси 5,6 процент ÿснĕ, 93,8 процентпа танлашнă. Уйрăм çынсенчен килнĕ заявленисемпе пĕлтернисене 984 регистрациленĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 12,6 процент нумайрах.
«Апла пулсан çынсем пире шанасси ÿссе пырать, вĕсем пулăшу ыйтма пирĕн пата килеççĕ. Шалти ĕçсен пайĕ вара вĕсене яланах пулăшма хатĕр»,– терĕ Евгений Иванович.
Шалти ĕçсен пайĕ юлашки вăхăтра уйрăм çынсене хирĕç тăвакан преступленисене асăрхаттарас тата вăхăтра уçса парас ыйтусем çине тимлĕрех пăхать. Евгений Иванович палăртнă тăрăх кун пек преступленисене отчетлă тапхăрта пурне те уçса панă.
Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ çавăн пекех «Шырав» тата çийĕнчех ĕçе тытăнакан ушкăнсен ĕçне ырă енчен палăртрĕ. «Шырав» ушкăн тăрăшнипе преступлени тунисене тытса чарнă тĕслĕхсем 5 пулнă, 5 преступленине те уçса панă. Çийĕнчех ĕçе тытăнакан ушкăн вăйĕпе айăплисене 7 тытса чарнă, вĕсене пурне те уçса панă.
Евгений Иванович çавăн пекех тунă преступленисене тĕпчес тата уçса парас, шырав мероприятийĕсем, обществăлла йĕркелĕхе тата обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерес, çул çитменнисем хушшинче преступленисем тăвассине чакарас ыйтусем çинче те тĕплĕ чарăнчĕ, правăна пăсассин профилактикин, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене хускатрĕ. Кунсăр пуçне экстремистла пулăмсене асăрхаттарасси, преступленисене йĕркеленсе тăвассипе, хĕç-пăшалпа саккунсăр майпа усă курассипе, наркотиксемпе, алкоголь продукцине йĕркене пăсса сутнипе кĕрешесси те – паянхи кун ыйтăвĕсемех. Çул çитменнисем преступлени тăвас çул çине тăрасси, ÿсĕрле тăвакан преступленисен шучĕ ÿссе пыни, унччен преступлени тунисем çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумасăр каллех суд тенкелĕ çине лекессин шайĕ чакманни шухăшлаттармаллипех шухăшлаттарать, ку тĕлĕшпе ытларах ĕçлемеллине пĕлтерет.
Канашлура çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М.М. Мясников та тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх ют çын пурлăхне çаратнă-вăрланă тĕслĕхсем кăçал чакнă. Наркотиксем сутнă-туяннă тĕслĕхсене палăртман.
Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ В.А. Григорьев профилактика ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Иртнĕ виçĕ уйăх хушшинче тĕрлĕрен 20 мероприяти, вăл шутра операцисемпе рейдсем т. ыт. те ирттернĕ. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче профилактика кунĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак вăхăта вĕсем 12 ял тăрăхĕн территорийĕнче иртнĕ те ĕнтĕ.
Канашлура çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕн ытти сотрудникĕсем те тухса калаçрĕç.
Район прокурорĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.М. Семенов тата район сучĕн председателĕ Э.Л. Тарасова хăйсен сăмахĕнче саккунлăхпа право йĕркелĕхне тивĕçтересси пирки чарăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов канашлура тухса калаçнă май çавна палăртрĕ. Преступленисене асăрхаттарас, право йĕркелĕхне тивĕçтерес тĕлĕшпе пур структурăсем те пĕрле çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Енчен те районта çирĕп йĕркелĕх пулать пулсан çынсен культури те ÿсет. Ун чухне хамăрăн умри нумай ыйтусене те ăнăçлăрах татса пама май килĕ»,– терĕ Юрий Александрович. Вырăнсенче право йĕркелĕхĕн шайĕ епле пуласси вара хамăртанах килнине палăртрĕ вăл.
Канашлу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Ю.В. Шаповалов кулленхи профилактика ĕçне анлăлатса пыма кирлине палăртрĕ. Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен вырăнсенче ял çыннисем тĕлĕшпе активлăрах ĕçлес пулать. Граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассин пĕлтерĕшĕ пирки те манма юрамасть. Пĕтĕмĕшле вара районти шалти ĕçсен пайĕн кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçне «вăтам» хак памалла тесе палăртрĕ Юрий Владимирович.
В. ШАПОШНИКОВ.