16 апреля 2011 г.
АВТОРТАН. Çÿлтен çÿле хăпаракан хĕвел ăшшипе юр васкаса ирĕлет. Хĕл ыйхинчен вăранакан уй-хирсемпе пахча-анкартисем хресчене хăйсем патне йыхравлаççĕ. Умра – черетлĕ çур аки. Кайăк юррипе тулса пыракан ăшă кун. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин хурт-хăмăр агентствин Муркаш районĕнчи хатĕрлев кантурĕнче 62 çулхи арçынпа тĕл пултăм. Хатĕрлевçĕ зоотехник П. Семенова паллаштарнă тăрăх ку вăл Муркаш енпе тачă çыхăнура ĕçлекен утарçă, ĕçне ăста пĕлекен пахчаçă Александр Порфирьевич ЯШТЫКОВ. Ирттернĕ калаçу вулакансемшĕн те кăсăклă пуласса шанса унпа паллашма сĕнетĕп.
– Полина Витальевна паллаштарнă тăрăх эсир пирĕн районсем мар, анчах Муркаш енпе тачă çыхăну тытса ĕçлетĕр. Мĕнре çак çыхăну вăрттăнлăхĕ;
– Эпĕ Çармăс Республикин Туçи районĕнчи Кузнецово салинче çуралса ÿснĕ. Паян та хамăн килти хушма хуçалăха унтах тытса пыратăп. Анчах манăн хамăрăн калаçăва инçет вырăнсемпе çыхăнтарас килмест. Çĕнĕ Шупашкарти хими промышленноçĕнче 28 çул вăй хунă май эпĕ унтах хваттер илтĕм. Çакна шутласан халĕ эпĕ Чăваш Республикин çынни. 50 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан атте-анне килне таврăнса хушма хуçалăха аталантарма пуçларăм. Паян манăн хамăн хурт-хăмăр, сад, пахча. Вĕлле хурчĕ ĕрчетме пуçласан хурт-хăмăр агентствин сирĕн районти хатĕрлев пункчĕпе çыхăну йĕркелерĕм. Килĕшет мана кунта. Полина Витальевна хатĕрлевçĕ зоотехник та пирĕн ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн тимлет. Вăхăт перекетлекен утарçăшăн урăх мĕн кирлĕ. Çапла вара нумай çул Муркаша киле çÿренĕ пек çÿретĕп.
– Утарçă пулма çăмăл мар пулĕ;
– Çăмăллăх ĕçлесен çеç пулать. Çакна ăнланса эпĕ иртен пуçласа таврана каç сĕмĕ пусичченех пахчара. Паян вĕллесене юртан тасататăп, чечексем лартнă вырăнсене юртан уçатăп, кĕрхи культурăсем епле хĕл каçнипе интересленетĕп. Кунпа пĕрлех çурхи пахчари ĕçсен планне йĕркелетĕп. Пĕр сăмахпа каласан хĕвел ăшши пĕр вырăнта лартмасть.
Яла пурăнма таврăнсан çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхне çăмăллăх кÿрес тесе пыл хурчĕсем ĕрчетме шутларăм. Çак ĕçченсем мар-и-ха ÿсен-тăрана шăркалантараççĕ, пулас тухăç никĕсне хываççĕ; Ку ĕмĕтпе эпĕ хамăн хуçалăха пыл хурчĕ илсе килтĕм. Тĕрĕс утăм турăм тесе шутлатăп. Паян манăн утарта 20 яхăн вĕлле. Çу кунĕсенче вĕсем тулли хăватпа ĕçлеччĕр тесен утарçăн Турă кайăкĕсене тирпейлĕ хĕле кĕртмелле, перекетлĕ хĕл каçармалла, технологие пăхăнса çăва кăлармалла. Çак ĕçсемшĕн кашниншĕнех ответлăха туйса эпĕ пĕр ĕçе те ыранхи куна хăвармастăп. Çултан-çул çапла. Çавăнпах ĕнтĕ пĕлтĕрхи шăрăх çу кунĕсенче те вĕлле пуçне 45 килограма яхăн пыл илме мехел çитертĕм. Тавах Турă кайăкĕсене манăн ĕçĕме шута хунăшăн.
– Тав туни лайăх та-ха, анчах утарçăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Кашнин хăйĕн йĕрки пур, çапла вĕт;
– Манăн кун йĕркинче ĕç дневникĕ çырса пырасси тĕп вырăнта. Унти кăтартусене пăхса умри тĕллевсене палăртатăп, çанталăк условийĕсем епле пулассипе кăсăкланатăп. Кунпа пĕрлех иртнĕ ĕçсене çырса пыни çĕннисене йĕркелеме, тунă йăнăшсенчен пăрăнса иртме пулăшать. Утарçăсем вĕллесене контроллĕ виçев туни практикăра вăрттăнлăх мар. Çак кăтартусене те тăтăш çырса пыни вĕллери хуртсем епле пурăннипе интересленме пулăшать. Хăш çемье вăйсăрланнă, камăн пыл хушăннă, вĕлле хурчĕсем мĕнле культура çинчен ытларах пыл пуçтарчĕç, унчченхи çулсенчи кăтартусем еплерех, мĕн кĕтме пулать т. ыт. те. Çырса пынă кăтартусенчен ятарлă график тăватăп та хăш вăхăтра тата мĕнле культура çинчен Турă кайăкĕсем ытларах пыл пуçтарни алă тупанĕ çинчи пекех куç умне тухать.
– Сирĕн графика пăхсан утарсем таврашĕнче пыл илмелли культурăсене хăçан акмалли те яр уççăн курăнать.
– Тĕрĕс асăрхарăр. Тĕрĕслевлĕ виçевсене шута хурса тунă графикпа çĕртме уйăхĕнче вĕлле хурчĕсем пыл илеймесĕр аптăраççĕ. Утарсем çывăхĕнче шăп çак вăхăтра çурăлакан фацели, шурă горчица, хăяр курăкĕ аксан ку тапхăрта пыл илесси уксахланинчен пăрăнса иртме пулать. Ку культурăсене ака уйăхĕн вĕçĕнче акмалла. Вĕсем 35-40 кунтан çурăлаççĕ, пыл хурчĕсене ĕçлемелли чи меллĕ вырăнсем пулса тăраççĕ. Хамăн дневникра эпĕ сывлăш температурине, кун пĕлĕтлĕ е уяр пулнине, çумăр çунипе çуманнине те çырса пыратăп. Мĕн чуль нÿрĕк ÿкнине, хăш культурăна нÿрĕк мĕнле кирлине паллă туни те пахчари ĕçсене йĕркелесе пыма пулăшать.
– Халĕ каланине эсир хăвăр пахчара тытса пыратăр-и;
– Урăхла пулма та пултараймасть. Çынсене те çавнах сĕнетĕп. 60 сотка çĕр çинче манăн фацели те, шурă горчица та, хăяр курăкĕ те ÿсеççĕ. Вĕсем вĕлле хурчĕсемшĕн пыл пухмалли çук вăхăтра питĕ меллĕ. Çавăнпа та манăн вĕллесем нихăш çул та пылсăр лармаççĕ.
– Эсир пахчари çĕре пĕрре те сухалаттарман тетĕр. Мĕнле йĕркелетĕр-ха хăвăрăн çĕр ĕçне;
– Кунта ял çынни çĕр ĕçне епле юратни малта тăрать тесе шутлатăп эпĕ. Çапла, манăн пахчана 1992 çултанпа трактор кĕрсе суха туман. Анчах çак хушăра эпĕ тупăш илессипе те намăс курман. Пахчари ĕçсене пĕтĕмпех алăпа тăватăп. Йăрансене кĕркунне çулçăсемпе, тислĕкпе, курăкпа, тĕрлĕ çеçкĕпе самай хулăн витсе хуратăп. Кĕрхи çумăрсемпе унта ăмансем самай ĕçлеççĕ, хунă органикăна çĕре кĕртсе гумус виçине ÿстереççĕ. Çуркунне те çав тĕлте ăмансем маларах ĕçлеме пуçлаççĕ. Эпĕ вара йăран çинчи тислĕк хутăшне тураса илсе йăрансем хушшине хуратăп. Тасалнă йăрана çивĕч кĕреплепе тарăннăн (9-10 см) кăпкалататăп. Кĕреçепе пусмасăрах пахча çимĕç лартма йăран хатĕр те. Çумсене те алăпа çумламастăп, хам тунă алăпа ĕçлемелли плоскорезпа касатăп. Ăна хулăн пралука мăлатукпа çапса çÿхетсе хатĕрлерĕм. Пахчаçăшăн питĕ меллĕ ĕç хатĕрĕ пулса тăчĕ. Куратăр вĕт, пахчаран тупăш илме нумай ĕçлемелле.
– Сирĕн сăнавсемпе кăçал хресчен хăçан çурхи ака-суха ĕçне пуçăнасси пирки калама пулать-и;
– Пултаратăп. Манăн пахчара юр хулăнăшне виçмелли линейка ларать. Ăна пăхса пынипе юлашки кунсенче юр талăксерен 3-4 сантиметр ирĕлчĕ. Кун пек хăвăртлăхпа пырсан Мăн кун эрнинче уй-хирте юр юлмасть. Çĕр-шыв типме пĕр эрне вăхăт иртсен те çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хресченĕн хире тухма хатĕр пулмалла. Тÿрлетсе калатăп, çанталăк паянхи пек пулсан.
– Вĕлле хурчĕсем патнех таврăнар-ха. Пĕр вĕллере мĕн чуль-ха çак ĕçченсем;
– Пĕр килограмм çыхăра вăтамран 10000 вĕлле хурчĕ. Лайăх пăхнă вĕлле хурчĕн çемйи çу кунĕсенче 6 килограмм таять. Ку вăл 60000 вĕлле хурчĕ. Вĕсене пыл илмелли хушма лаптăксем акса памасăр тулли хăватпа ĕçлеттерме çук. Çакна çур акине тухакан çĕр ĕçченĕн шута илесчĕ. Çавăн чух çеç кĕр кунĕсенче ял çыннин сĕтелĕ пыл чейĕнчен катăк пулмĕ.
А. БЕЛОВ калаçнă.