16 апреля 2011 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа республикăра «Сывлăхлă Чăваш Ен» видеоконференци иртрĕ. Ку мероприятие Чăваш республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану тата Спорт министерствисем, муниципалитет йĕркелĕвĕсен канашĕ ирттерчĕ.
Чи малтанах пухăннисене ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине, çавна май ăна упрамаллине, обществăра профилактика хутлăхĕн пĕрлехи модельне йĕркелемеллине палăртрĕ.
– Халăх сывлăхĕ стратеги потенциалĕшĕн, наци хăрушсăрлăх факторĕшĕн, общество тĕреклĕхĕшĕн тата тăнăçлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине пирĕн йышăнма тивет, – терĕ вăл.
Ял хăлăхĕн сывлăхне республикăра 500 яхăн пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ тĕрĕслесе тăрать. Унсăр пуçне сывлăх шкулĕсене те çынсен сывлăхĕшĕнех йĕркеленĕ. Чăваш Республики 2004 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн Европăри «Регионсем – сывлăхшăн» тытăмĕн тулли праваллă членĕ шутланать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар «Сывлăхлă хуласем» тытăмĕн аккредитациленĕ членĕсем пулса тăраççĕ.
Районта та вара ку енĕпе тимлемелли ĕç сахал мар, сывлăха çирĕплетме май паракан ĕç-хĕле халăха ытларах явăçтарма тăрăшмалла. Сывлăх пирки хавшасан кăна мар, унччен чылай маларах тимлемелле тата упрамалла. Ÿт-пĕве çирĕплетмелли, пиçĕхтермелли майсем чылай. Кăмăл тăвакансем валли ялсенче спорт стадионĕсем ĕçлеççĕ, Муркашри сывлăха çирĕплетмелли комплексра та тĕрлĕ майсем пур, ÿркенмелле мар кăна. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Аслă ăрури çынсем çакăнта хапăл туса çÿреççĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
– Спорт вăййисене, ăмăртăвĕсене çÿрессинче чи малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен ырă тĕслĕх кăтартмалла, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме пĕлмелле. Çапла майпа ÿсекен ăрури те, аслă çулсенчи те сывлăх чи хаклă тупра пулнине туйма пултартăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Александрович Иванов пурне те сывлăха упрама, спортпа туслă пулма йыхравласа.
Р. ИЛЛАРИОНОВА.