16 апреля 2011 г.
Мăн Сĕнтĕр райпо ĕçченĕсем район тата унăн тулашĕнчи халăх ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ: тавар хакĕсене вăтам шайра тытса тăраççĕ, сентресене тĕрлĕ таварпа çĕнетеççĕ, юсав ĕçĕсем туса лавккасене çĕнĕ сăн-сăпат кĕртеççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпĕ Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председательне Л.П. Майковăна калаçăва чĕнтĕм, ĕç кăтартăвĕсемпе тата малашнехи плансемпе паллаштарма ыйтрăм.
– Людмила Петровна, çулталăка та вĕçлерĕмĕр, 1 квартала та хыçа хăвартăмăр. Апла пулсан ĕç кăтартăвĕсем çинчен калаçмалли те пурах. Ĕçлес, пурăнас текен вара яланах малашлăхпа пурăнать, хăвăр ĕç-хĕлпе паллаштарăр-ха тархасшăн;
– Потребкооперацин пархатарлă тивĕçĕ – ял çыннисен пурнăçне çăмăллатма пулăшасси. Пирĕн ĕç коллективĕ пĕрлехи тăрăшулăхпа йывăрлăхсене çĕнтерсе умри тĕллевсене пурнăçларĕ, çакна ĕç кăтартăвĕ те çирĕплетет. Пĕрремĕш квартала вара япăх мар кăтартупа вĕçлерĕмĕр. Тавар çаврăнăшне палăрмаллах ÿстерме пултартăмăр, 124 процента çитертĕмĕр е çакă 60 миллион та 460 пин тенкĕ пулать, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12 миллион ытларах. Çак ÿсĕм вара çынсем тавар ытларах туяннипе кăна çыхăнман, хушма çĕнĕ суту-илÿ точкисем уçни те тавар çаврăнăш çине ырă витĕм кÿчĕ. Акă ял хуçалăх продукчĕсем сутакан лавккана, Шупуçĕнчи тата Мăн Хураçкари лавккасене çĕнетсе хута ятăмăр. Тренккăри куллен кирлĕ тавар лавккинче тĕплĕ юсав ĕçĕ ирттернĕ хыççăн «Союз» суту-илÿ центрĕ ĕçе пуçăнчĕ. Вĕсенчи ĕç условийĕсене лайăхлатрăмăр, çĕнĕ йышши оборудованисемпе пуянлатрăмăр. Пĕтĕмĕшле çĕнĕлĕх тавар çаврăнăшне хăпартма май пачĕ. Паянхи куна Мăн Сĕнтĕр райпо тытăмĕнче кооперативăн 26 участокĕ хăйсен ĕçне тĕрлĕ енлĕ пурнăçласа пырать. Ун тытăмĕнче 179 пайщик шутланса тăрать.
– Суту-илÿ точкисене самообслуживани мелĕ çине куçарассипе еплерех ĕçлесе пыратăр тата;
– Халĕ чылай лавккана самообслуживани мелĕ çине куçартăмăр. Маларах вара çак мел сутуçăсене те, тавар туянакансене те шиклентеретчĕ. Çак ĕç суту-илÿре питĕ меллĕ. Сентресем çине, сивĕтмĕш камерисене чĕркесе хунă, кăмăла кайнă тавара кĕске вăхăт хушшинчех суйласа илме пулать. Кирек епле тавар та куç умĕнчех. Лавккари тавар хисепĕ кăна мар, унти хăтлăхпа илемлĕх те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул суту-илÿ точкисене çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме, унта юсав ĕçĕсем ирттерме 18 миллиона яхăн укçа-тенкĕ тăкаклама тиврĕ.
Паянхи рынок тапхăрĕнче кирек епле организаци те конкуренцие çĕнтерме, ăна чăтса ирттерме пултармалла. Пирĕн вара лавккасене халăха тивĕçтерекен хакпа пуян ассортиментлă тавара кирлĕ чухлĕ кÿрсе килмелле. Туянакан вăл е ку тавара ытти çĕрте шыраса ан хăшкăлтăр.
– Сирĕн çăкăр завочĕ пĕçерсе хатĕрленĕ çăкăр-булка изделийĕсене кирек хăш лавккара та курма пулать, халăх хапăл туса йышăнать.
– Çăкăр завочĕ пысăк тупăшпа ĕçлет. Иртнĕ çул 34 миллион та 470 пин тенкĕлĕх çăкăр-булка изделийĕ туса кăларчĕ. Лимонад тăвассине те планпа пăхнинчен ÿстернĕ. Туянакан ыйтăвне тĕпе хурса ассортимента тăтăш пуянлатать. Кунта хатĕрленĕ продукцие тĕрлĕ курава илсе тухаççĕ, ăна туянакан умне ытларах кăларас тĕллевпе республика тулашĕнчи представительсемпе, предпринимательсемпе килĕшÿсем тăваççĕ. Паянхи кун тĕлне 85 килĕшÿ тунă. Пĕтĕмпе туслă коллектив 17 мероприятие хутшăннă. Кунта хатĕрленĕ макарон изделийĕсене те хапăл туса йышăнаççĕ, вĕсен пахалăхĕ пысăк фабрикăрисенчен пĕрре те кая мар. Иртнĕ çул 34 тонна макарон изделийĕ туса хатĕрленĕ. Çавăн пекех 1 миллион та 28 пин тенкĕлĕх техника оборудованийĕ вырнаçтарчĕç. «Поиск-240Ÿ02» маркăллă çут çанталăк газĕпе ĕçлекен 240 çăкăр пĕçермелли форма вырнаçакан хуран пĕр çулта 350 – 380 пин тенкĕ укçа перекетлеме май парать. Çăкăр заводĕнче 75 ĕçчен вăй хурать, вăтам ĕç укçи 10098 тенкĕпе танлашать.
– Кăçалхи хĕл кунĕ выльăх апачĕ енĕпе ял çыннине йывăрлăх кăларса тăратрĕ, ку енĕпе эсир халăха мĕнле пулăшма пултартăр;
– Халăх ыйтнине кура ытти тăрăхран утă, улăм чылай кÿрсе килетпĕр, çынсем ыйтсан вара хушма хуçалăхах çитерсе паратпăр. Çавăн пекех 20 тонна ытла тырă хывăхĕ, 5 тонна ытла комбикорм, 43 тонна ытла тĕш тырă кÿрсе килтĕмĕр, тĕрлĕ сортлă çĕр улмие 60 тонна ытла турттартăмăр. Ку енĕпе малашне те çине тăрсах ĕçлĕпĕр. Акă юлашки вăхăтра халăх вăрлăхлăх çĕр улми чылай ыйтать. Çÿлерех асăннă пур продукт та лавккасенче çителĕклĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакансем райпо тытăмĕ йывăрлăхра алă тăсса панишĕн кăмăллă пулнине палăртаççĕ.
Юлашки вăхăтра хатĕрлев пĕлтерĕшĕ чылай ÿсрĕ. Çакă ял çыннин пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Çавăнпа халăхран тĕрлĕ чĕр тавар, пахча çимĕç, какай, сĕт, ытти продукцие, эмел курăкĕсем пухассине анлăлатса пыма тăрăшаççĕ.
– Сентресем çинчи тавар хакĕсене тĕрлĕ тĕслĕ хутпа çырса çыпăçтарнă, мĕне пĕлтереççĕ-ха вĕсем;
– Лавккана кирек епле çын кĕрсен те сентре çинче мĕнле тавар вырнаçтарнине пĕлтерĕшне кура пĕр чăрмавсăрах уйăрса илме пултартăр. Сарă тĕспе социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен, симĕс тĕспе хамăр республикăра туса кăларнисен хакĕсене палăртнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене контроллесе тăрасси тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çăкăр-булка изделийĕсен хакĕсене пĕр шайрах тытса тăратпăр. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсем сутлăхра 20 процент ытларах йышăнаççĕ. Вăл таварсен хакĕсене чи пĕчĕк шайра йĕркелетпĕр. Çынсем вăл е ку тавара туянма пултараслăхĕ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Президент хушăвне тĕпе хурса халăх умне Чăваш Енре туса кăларнă продукцие ытларах та ытларах кăларма тăрăшатпăр. Етĕрнери тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕсемпе тÿрремĕнех ĕçлетпĕр, çакă халăха пысăк пахалăхлă тавар сĕнме май парать.
– Пирĕн район яллă территори, çавна май ял çыннин тăтăшах çурт-йĕре çĕнетме тивет. Ку енĕпе эсир халăха пулăшма пултаратăр-и;
– Райпо ĕçĕ-хĕлĕ ял çыннин пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Çавна май çурт-йĕр çĕклемелли материала кредит мелĕпе сĕнетпĕр. Унсăр пуçне теле- тата видеоаппаратурăна та кредитла туянакансем пур. Паллах, çакă халăхшăн питĕ меллĕ.
– Райпо тытăмĕнче обществăлла апатлану предприятийĕсем туллин ĕçлесе пыни куç кĕрет, халăх йышлă çÿрет, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăр-ха тата;
– Пĕтĕмĕшле илсен ку предприятисен ĕç-хĕлне тĕпрен улăштартăмăр, çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтартăмăр, хальхи йышши юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Ĕçе çĕнĕлле йĕркелени кĕске вăхăт хушшинче пысăк пахалăхлă апат-çимĕç хатĕрлеме тата тупăша ÿстерме май парать.
– Сирĕн ĕç-хĕле тишкернĕ май коллектив малаллах талпăнни куç кĕрет. Кунта тăрăшакансен шухăш-кăмăлĕ еплерех-ха;
– Çыннăн ĕç вырăнĕ пулсан тата тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлесен пурнăç та малаллах пырать. Çавăнпа та эпир ĕçлекен çынна хавхалантарма тăрăшатпăр. Хальлĕхе ĕç вырăнĕсем кĕскетнĕ тĕслĕхсем пулман-ха. Вăтам ĕç укçи калăпăшĕ 12 пине яхăн.
– Паянхи пурнăç тăтăш çĕнĕлĕхсем тума хистет...
– Çапла, малашнехи пурнăçра çĕнĕлĕхсемсĕр май çук. Пысăк коллектива ертсе пынă май тăтăш шыравра пулма тивет. Çынсем ыйтнине тĕпе хурса 2 – 3 çĕнĕ лавкка çĕклеме палăртатпăр.
Паянхи кун тĕлне пирĕн райпо тытăмĕнче повар, сутуçă, кондитер валли ĕç вырăнĕсем пур, кăмăл тăвакансене эпир хамăр пата ĕçлеме йыхравлатпăр. Çавăн пекех çÿлерех асăннă специальноçсене алла илме тÿлевсĕр вĕренме яратпăр, пĕлÿ илнĕ хыççăн вара пирĕн пата ĕçлеме килмелле.
Р. ИЛЛАРИОНОВА
калаçнă.