Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ кăткăс, анчах усси пысăк

16 апреля 2011 г.

1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче 1032-1 " «РСФСР-та ĕçпе тивĕçтересси çинчен» РСФСР Саккунне йышăннă май çынсене ĕç тупса парас, вăхăтлăх ĕçлеменнисене социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пĕрлехи патшалăх политикине тытса пыма кирлине палăртса Чăваш ССР Министрсен Канашĕн 1991 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çынсене ĕçпе тивĕçтерессин республикăри патшалăх службине туса хунă. Хыççăнах районта та ĕçпе тивĕçтерессин бюровĕ йĕркеленнĕ. 1991 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче ăна ертсе пыма Тамара Афанасьевна АНТОНОВĂНА çирĕплетнĕ. Паян кунчченех вăл çак ĕçре. Хăйсен професси уявĕ умĕн эпир ăна калаçăва чĕнтĕмĕр:

– Ĕçпе тивĕçтерекен службăна пыракансем сахал мар. Кусем вĕсем ĕç шыракансем, професси пĕлĕвĕ илес шухăшлисем, хăйсен ĕçне тытăнас текенсем т. ыт. те. Вĕсем – пирĕн район çыннисем. Манăн ĕç яланлăх тесе никам та калама пултараймасть. Рядовой çынсем кăна мар, администраци пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем те ĕçсĕр тăрса юлнă тĕслĕхсем сахал мар. Кунсăр пуçне юлашки вăхăтра ĕç шыракансем хушшинче професси паракан вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисем те ытларах та ытларах. 20 çул каялла – 1991 çулта ĕçсĕррисем тесе 3 çынна шута илнĕ пулсан, 2010 çулта – 601 çынна. Çулталăкĕпе вара пирĕн пата ĕçе вырнаçтарма пулăшу ыйтса 1354 çын килчĕ.

20 çул хушшинче кризис тапхăрĕсем сахал мар пулчĕç. Ĕçсĕррисене чи нумаййи 2009 çулта регистрациленĕ. Ун чухне вĕсем 737 çынна çитнĕччĕ. Вĕсен хисепĕ тата пысăкрах та пулма пултарнă. Ĕçсĕрлĕхе асăрхаттарассипе тĕрлĕ программăсем пурнăçа кĕртни ку енĕпе лару-тăрăва ытлашши кăткăслатмарĕ. Кусем вĕсем çынсене маларах çĕнĕ професси пĕлĕвĕ парасси, ĕçсĕр тăрса юлма пултаракансене урăх ĕçе вырнаçтарасси, хăйсен ĕçне пуçăнакансене тата предпринимательствăна пулăшни. Хамăршăн çĕнĕ çак программăсене эпир вăхăтра ĕçе кĕртме пултартăмăр, вĕсене пĕтĕмпе 2246 çын хутшăнчĕ.

Юлашки çулсенче экономикăра вăй хуракансен шучĕ чакрĕ. Вуншар предприятире çынсем тулли ĕç кунĕпе ĕçлемеççĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 2009 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса май уйăхĕччен 0,65 процентран 1,35 процента çитрĕ.

Апла пулин те районта кризиса чарса лартмалли мерăсем йышăннă май лару-тăрăва алла илтĕмĕр темелле. Квалификациллĕ рабочисем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем, «Стажировка» программăпа шкулсенчен вĕренсе тухакансем валли ĕç вырăнĕсем туса патăмăр. Ĕçлекенсене маларах тĕрлĕ профессисене вĕрентни, харпăр хăйĕн ĕçне тытăнма майсем туса пани пысăк тĕкĕ пулчĕ. Обществăлла ĕç вырăнĕсем те сахал мар йĕркеленĕ. Район ертÿçисем те ку ĕçсенче пулăшсах пычĕç.

Ĕç рынокĕнче Раççей шайĕнче те юлашки вăхăтра лару-тăру тăнăç. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби урлă кризиспа кĕрешмелли мероприятисене пурнăçа кĕртме çĕршер миллиард тенкĕ тăкакланă. Юлашки вăхăтра вара патшалăх инвалидсене, ача пăхмалли отпускра пулнă хыççăн ĕçе тухма хатĕрленекен амăшĕсене ĕçпе тивĕçтересси çине ытларах тимлĕх уйăрма палăртать. Хăйсен ĕçне пуçăнассин программине финансласси ÿсрĕ, çакăн усси те куç умĕнчех.

Район экономики аталанса пыма тивĕç. Çавна валли вара районта пур условисем те çителĕклĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕ ку енĕпе пысăк усă памалла.

Эпир унччен хăйсене лайăх енчен кăтартса панă программăсем тĕлĕшпе малашне те ĕçлесе пырăпăр. Кусем вĕсем стажировкăсем, обществăлла тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, профессисене маларах вĕрентесси, хăйсен ĕçне йĕркелекенсене пулăшасси, инвалидсене ĕçе явăçтарасси т. ыт. те. Кунсăр пуçне 2011 çултан тытăнса çĕнĕ программăсем те ĕçлеме пуçăнаççĕ. Вĕсем нумай ачаллă çемьесенчи, инвалид ачасене пăхса ÿстерекен ашшĕ-амăшне ĕçлеме майсем туса парассипе, ачана 3 çула çитиччен пăхакан отпускри амăшĕсене ĕç тупса парассипе çыхăннă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр умне лартнă задачăсене ăнăçлă татса парассишĕн пĕтĕм коллектив çине тăрса ĕçлет. Кунта вăй хуракансен профессионализм шайĕ те, ответлăх туйăмĕ те пысăк. Кулленхи ĕçпе коллектив патшалăх пулăшăвĕ парассин тĕнче стандарчĕсене тивĕçтерекен хальхи системăна туса хурас енĕпе çирĕппĕн утăмлани мана чăннипех те хăпартлантарать.

В. ШАПОШНИКОВ

çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика