Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнсе малалла пăхаççĕ

16 апреля 2011 г.

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативне çитсе куртăмăр. Фермăсенче ĕçлекенсемпе, зооветспециалистсемпе тата хуçалăх ертÿçипе тĕл пулсан вĕсем хăйсем кăçал епле хĕл каçнинчен тĕлĕннине ăнланма пулать. Пĕлтĕр хуçалăхăн пĕтĕмĕшле таса тупăшĕ 3,5 млн тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран выльăх-чĕрлĕх отраслĕ 2,2 млн тенкĕ тупăш панă. Анчах пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула хĕл каçа хуçалăх 5,3 млн тенкĕлĕх выльăх апачĕ туяннă. Мĕнле йывăрлăх тăрать çакăн хыçĕнче; Ăна Ваçкассисемпе Купăрлясем çеç лайăх ăнланаççĕ.

– Кĕркунне пуçламăшĕнче выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварассине тĕп тĕллеве лартса хĕле кĕтĕмĕр. Паллах нумай çухату тÿсме тиврĕ, анчах чăтрăмăр. Хуçалăхăн иртнĕ çулхи выльăх апачĕ хĕл пуçланнă тĕле вĕçленчĕ пулсан та алă усмарăмăр. Çакăнта манăн хуçалăхри специалистсене, хăйсен ĕç вырăнĕсене пăрахман выльăх пăхакансене тав сăмахĕ калас килет. Ырă сăмаха «Свобода» хуçалăх ĕçченĕсемпе вĕсен ертÿçи В. Ананьев та ти-вĕçлĕ. Вĕсем пире вăхăтра сутнă улăмпа 3 уйăх пĕр сăмахсăрах пурăнтăмăр. Ыранхи кунпа пурăнса выльăх апатне хамăр районта шыранипе çеç лăпланмарăмăр. Хĕл каçа Чул хула облаçĕнчен 237 тонна утă, республикăри кăнтăр районĕсемпе Чул хула облаçĕнчен татах 450 тонна улăм, апат-çимĕç фондĕнчен 100 тонна тырă туянса хĕл кунĕсене хыçа хăварса пыратпăр. Çапла вара пĕрлехи тăрăшулăхпа выльăхсен кĕтĕвне сыхласа хăвартăмăрах. Тавах уншăн пурне те! – хăйĕн чун ыратăвне палăртса калаçать хуçалăх ертÿçи тата район пуçлăхĕ И. Николаев.

Игорь Васильевич хуçалăхри ĕç-хĕлпе пĕрлех районти лару-тăрăва та алăра тытни курăнчĕ. Унăн сăмахĕнчен районти хуçалăхсем иртнĕ хĕл кунĕсенче выльăх кĕтĕвне упраса хăварассипе пĕтĕмпе 44 млн тенкĕлĕх выльăх апачĕ туяннă. Çакă мар-и-ха вăл район сăн-сăпачĕ, вăл ыранхи кунпа ĕçлени;

– Хуçалăх ертÿçипе специалистсем тăрăшнипе пăрусем умĕнче паян утти те, сенажĕ те, çăнăхĕпе комбикормĕ те çителĕклĕ. Пур апатпа перекетлĕ пуласси вара – пирĕн тивĕç, – терĕç пăру пăхакансем.

Выльăхсене вăхăтра апат паракансем, тислĕк тухассине пăхса тăракансем те хăйсен ответлăхне туйса ĕçлеççĕ. Ирех вĕсем хăйсен ĕç вырăнĕнче. А. Федоров, В. Петров, В. Федоров хăйсен тăрăшулăхĕ хуçалăх экономикишĕн пулнине ăнланаççĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика