19 февраля 2011 г.
«Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», вĕрентет ваттисен сăмахĕ. Çакна ачаллах ăша хывнисем паян ÿсĕмлĕ ĕçленине тата вĕсем çĕнсе илнĕ картлашкасене куратăн та ялта та тухăçлă ĕçлесе тĕреклĕ пурăнма май пуррине асăрхатăн.
Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Степановсен кил хуçалăхне кăнтăрла çитрĕмĕр. Кил хуçи – «Ударник» хуçалăхăн Вăрманкассинчи сысна фермин заведующийĕ Михаил Андреевич – ĕçреччĕ. Унăн мăшăрĕ эпир çитнĕ чух кил хушшинче хурсене апатлантаратчĕ.
– Шучĕ чылайччĕ-ха та пусса пĕтертĕмĕр. Кусем вара çитес çулхи хур кĕтĕвĕн никĕсĕ. Ялта хур-кăвакалпа выльăх-чĕрлĕх тытмасăр майĕ çук. Асатте-асаннесенчен пыракан çак йăлана эпир те пăрахмастпăр. Килти хушма хуçалăха аталантарсах çемье тупăшне ÿстеретпĕр, – шăкăл-шăкăл калаçать 50 çулхи Людмила Ивановна Степанова мăшăрĕ ĕçрен таврăнайманнине пĕлтерсе.
11 ачаллă çемьере ÿснĕ Людмила ачаллах выльăх-чĕрлĕхпе çывăх туслашнă. Амăшĕ дояркăра ĕçленĕрен хĕр пĕрчи 5 çултах ĕне сума вĕреннĕ. Нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ çемьене тăрантарса пурăнма ĕмĕрĕпех чылай выльăх усранă. Ĕç юратăвне ачисене те парса хăварнă.
– Паян эпĕ ĕçлемесĕр ларма пултараймастăп. Мăшăрăмпа иксĕмĕр ĕç пайламасăр пурне те вăхăтра туса пыма тăрăшатпăр. Пĕрлехи тимлĕхпе эпир паян сумалли икĕ ĕне, çулталăкри вăкăр, 3-4 сурăхпа 3-4 сысна, чăх-чĕппе хур-кăвакал тытатпăр. Тăрăшса ĕçлесен кашниех тупăш парать, – пÿрте кĕрсе диван çине вырнаçнă май калаçать Л. Степанова.
Кил хуçи хĕрарăмĕн сăмахĕнчен ĕçпе туслă мăшăр «Ударник» хуçалăхра вăй хурсах тата килти хушма хуçалăха аталантарсах тĕреклĕ пÿрт-çурт çавăрни курăнчĕ. Паян вĕсен кил-çурчĕ таврашĕнче урлă выртакан япалана кураймастăн та. Икĕ ывăлпа хĕрĕ те ĕçрен ютшăнманни – ашшĕпе амăшĕшĕн паян хăйне евĕр пурнăç парни. Людмила Ивановна кун пирки Снежанна кинĕ çине пăхса кăмăллăн пĕлтерчĕ.
Икĕ ĕне терĕмĕр те, Степановсем килти хушма хуçалăхри ытлашши сĕте пĕтĕмпех Муркаш райповĕн хатĕрлевçисене сутаççĕ. «Ку та çемье тĕкки», – терĕ калаçма ютшăнман хĕрарăм. Хам та килти хушма хуçалăх тытнăран çак сăмахсемпе пĕтĕмпех килĕшрĕм.
А. БЕЛОВ.