Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç никĕсĕ калчаран пуçланать

19 февраля 2011 г.

Нарăс уйăхĕ вĕçленсе пынă май кун вăрăмланни те уçăмлăн палăрать. Апла пулсан сиссе те юлмăпăр – çурхи ака-суха, пахча ĕçĕсем пуçланĕç. Çак ответлă тапхăра тĕплĕ хатĕрленни çитес кĕр кунĕсем тулăх пулассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çакна шута илсе паян эпир хамăр тĕпеле Оринин ял тăрăхĕнчи Тереç ялĕнче пурăнакан пуян опытлă агроном-пахчаçăна Александр Матвеевич ШАРИКОВА чĕнтĕмĕр. Специалист каласа пани килти хушма хуçалăхра пахча çимĕç туса илессипе интересленекен кашни ял çыннишĕнех вырăнлă пулĕ.

– Александр Матвеевич, эсир пахча çимĕç туса илессипе пысăк опыт пухнă специалист. Çак ĕç вăрттăнлăхĕсене пĕлменнисене тата пахча çимĕç туса илессипе ĕçлеме тин кăна пуçăнакансене хĕлĕн юлашки кунĕсенче мĕн калайратăр;

– Пулас тухăç пирки паянах шутлама пуçланине питĕ ырлатăп. Куратăр ĕнтĕ, кун тăршшĕ 3 сехете майлă тăсăлчĕ. Паянхи сивĕсем кĕçех çуркуннехи ăшă кунсемпе ылмашăнĕç. Хĕвел ăшши те пахчасене юртан тасатĕ. Сад ăстисем йăрансем хатĕрлесе унта пахча çимĕç лартса тухĕç, пулас тухăçшăн вăй хурса ĕçлеме пуçлĕç.

ПОМИДОР ТУСА ИЛЕССИ

– Йăрансем çинче паянхи ял çынни вун-вун тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерме тăрăшать. Çак ĕçре вара кашни культурăн хăйне евĕр вăрттăнлăхсемпе ачашлăхсем пур. Çуркунне çитсен кашни килтех помидор лартасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Анчах тухăçĕ пурин те пĕрешкел пулмасть. Çак культурăна ăнăçлă туса илме мĕн пĕлмелле-ши;

– Помидор тухăçĕ калчаран пуçланать. Вăл ăнса пултăр тесен килти условисенче помидор калчи туса илекенĕн вăрлăха акас умĕн ăна имçамлама манмалла мар. Çавна валли эпĕ вăрлăха 1 процентлă марганцовка ирĕлчĕкĕнче 15-20 минутран кая мар тытатăп. Çакăн хыççăн тин вăрлăха лайăх пахалăхлă тăпра тултарнă ещĕксене 1,5 сантиметр тарăнăшне ретсенче 2-шер сантиметрта, ретсем хушшине 4-шар сантиметр хурса варăнтаратăп. Акмалли тăпрана ăшă шывпа шăваратăп. Вăрлăх тĕрĕс-тĕкел шăтса тухтăр тесе ещĕке полиэтиленпа витетĕп те ăшă вырăна вырнаçтаратăп. Вăрлăх шăтса тухнă май полиэтилена илетĕп те ещĕке кăнтăр енчи чÿрече умне хĕвел питне вырнаçтаратăп. Ÿснĕçемĕн калча пĕр еннелле ан сулăнтăр тесе ещĕке тăтăшах çавăрса тăратăп.

– Акмалли вăхăт пирки уйрăммăн каламăр-ши;

– Чи ир пулакан помидор калчине йăран çине кăларса лартиччен 65-70 кун маларах акмалла. Ку вăхăт нарăс уйăхĕн 10-25-мĕшĕсемпе тÿр килет. Çак майпа помидор туса илес текенсем малтанхи çимĕçсене çĕртме уйăхĕн вĕçĕнчех астивме пултараççĕ. Вĕсем çак çулпа кайса çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен кашни тăваткал метртан 3 – 4 килограмм помидор пуçтарма пултараççĕ. Çу каçа илекен пĕтĕмĕшле тухăç 7 – 8 килограма çитме те пултарать.

Калча тăвакан ака технологине пăхăнсан вăл 4 – 5 кунтан шăтса тухать. Калчана пиçĕхтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе кил хуçин эрнеренех калчана кăнтăрла 13 – 15 градусра, çĕрле 7 – 9 градус ăшăра тытассине йĕркелемелле.

18 – 20 кун иртсен, калчан 2-3 çулçă тухсан, ăна куçарса сайралатни вырăнлă. Çакна валли вĕсене 10х10 см калăпăшлă куршаксене куçарса лартмалла. Кун хыçăн çĕрлехи сывлăш температурине 11 – 14 градуса çити ÿстермелле.

– Шăварнă çĕрте вăрттăнлăхсем пур-и;

– Талăкра пĕр тăваткал метр пуçне 10-20 литр шыв кирлĕ пулать. Пĕр тăваткал метр çинчи калчана 2 – 3 хутчен 10 литр шыв çине 5 грамм аммиак селитри, 40 грамм суперфосфат, 15 грамм кÿкĕрт хушса тунă шĕвекпе апатлантармалла. 2 – 3-мĕш хут шăварнă чухне удобрени виçине 2 хут ÿстермелле.

ПĂРĂÇ – ПАХЧА ИЛЕМĔ

– Юлашки çулсенче кашни кил хуçи арăмех тутлă пăрăç лартса ÿстерме тăрăшать. Ăна валли те килтех калча туса илсен аван пулмалла. Кунта мĕнле сĕнÿсем парайратăр;

– Чăнах та хальхи вăхăтра тутлă пăрăç йăрансен илемĕ пулса кайрĕ. Çак культура пур пахчана куç илмесĕр пăхас килет. Ăна валли килти хушма хуçалăхрах калча тăвас тесен нарăс уйăхĕ вĕçлениччен тутлă пăрăç вăрлăхне акса хăварма тăрăшмалла. Çакна валли малтан акмалли çĕр хатĕрлемелле. Кунта çĕрĕк тăприпе улăхран илнĕ çĕре пĕр пек виçепе хутăштармалла. Пĕр витре хутăш çине çур литр йывăç кĕлĕ тата 1 кг юхан шыв хăйăрĕ хушмалла. Вăрлăха акиччен 1 процентлă марганцовка ирĕлчĕкĕнче тытмалла, ÿсме пулăшакан стимуляторта ислетмелле, сăмсалантармалла та ретсенчи хушăна 5 см хăварса акмалла. Вăхăт иртнĕ май вăйсăррисене иртмелле. Ака уйăхĕн иккĕмĕш çурринче калчана теплицăсене куçарса лартмалла. Уçă йăран çине вĕсене çу уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн кăларса лартма юрать.

Нумай çулхи сăнав çакна çирĕплетет. Теплицăсене куçарса лартнă хыççăн тымарсене кăшт амантса уçă йăран çине лартсан тутлă пăрăç лайăх аталанса каять, пысăк тухăç парать. Йăран çинче тутлă пăрăç речĕсем хушши 60 см, ретри калчасем хушши 40 см пулмалла. Лартас умĕн йăрансем çинчи шăтăксене 1 – 2 кг çĕрĕк тăпри тата кăштах йывăç кĕлĕ хумалла.

– Тутлă пăрăçăн сиплĕ енĕсем пирки мĕн те пулин калайратăр-и;

– Ытти пахча çимĕç пекех тутлă пăрăç та пирĕн организмшăн усăллă çимĕç. Вăл юн тымарĕсене çирĕплетет, организмран холестерин кăларать, аппетита лайăхлатать.

Калаçăва вĕçлесе çакна калас килет. Паянхи кунсемпе туллин усă курса çитес çурхи ĕçсем пирки тĕрлĕ кĕнекесемпе паллашни усăллă.

А. ПЕТРОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика