Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕх пуриншĕн те усăллă пулмалла

19 февраля 2011 г.

Февралĕн 15-мĕшĕнче районти медицина ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕçе тишкерсе малалла мĕнле ыйтусем çине тимлĕх ытларах уйăрса ĕçлемелли пирки пухăнса калаçрĕç.

В.Г. Даниловпа Л.И. Самушков тĕп врачсен сăмахĕнче те, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин тĕп эксперт специалисчĕ Л.Г. Ронжина тухса калаçнинче те модернизаци ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программи ĕçленипе кăçал тата малаллахи çулсенче мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ-ха пире;

Малтанах модернизаци виçĕ енлĕн пулса пынине каламалла. Пĕрремĕшĕ – сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăх базине пуянлатасси, çĕнетсе çирĕплетесси. Иккĕмĕшĕ информаци технологийĕсен енне пырса тивет. Виççĕмĕшĕ – медицина пулăшăвĕ памалли стандартсемпе ĕçлесси. Программăпа пăхса хунă çĕнĕлĕхсем ытларах хула больницисене тата районсем хушшинчи медицина центрĕсене ура çине çирĕпрех тăма май параççĕ. Апла пулин те модернизаци пирĕн района 22 миллион тенкĕ ытла «илсе килмелле».

Пурлăх бази пирки. Кăçал акă Мăн Сĕнтĕрти больницăн хирурги уйрăмĕ вырнаçнă çуртăн çивиттине çĕнетме хатĕрленеççĕ. Çакна Мăн Сĕнтĕрсем юсав ĕçĕн проектне вăхăтра тунипе тивĕçнĕ. Тепĕр майлă каласан модернизаци программи те тăрăшакансене кăмăллать. Малашне Муркаш районĕнче те маммографи тишкерĕвĕ ирттерме май пулĕ. Ăна валли ятарлă оборудовани пулать тесе Владислав Григорьевич çирĕппĕнех каларĕ. Онколог врач Н.А. Кожевников хĕрарăмсен сĕт парĕсене тĕрĕслесе шыçăна вăхăтра тупса палăртасси çивĕч тăнине пĕлтерчĕ. Чире, шел пулин те, ытларах чухне пуçламăш тапхăрта мар, вăрах вăхăтран çеç тупса палăртни ăна сиплессинче пысăк пăтăрмах кÿрет. Апла маммограф пулăшнипе, фельдшерсене те тĕрĕслев вăхăтĕнче çак чире тупса палăртма вĕрентни ĕçе уçăмлатма пулăшассине шанас килет. Кунсăр пуçне программа Муркашсене УЗИ аппарачĕсем, фибробронхоскоп туянма та пулăшĕ. Çĕнĕ тата хаклă йышши оборудовани чирсене вăхăтра тата тĕрĕс тупса палăртма май парĕ.

Хальхи информаци технологийĕсемпе ĕçлеме тытăнни вара врачпа пациент хушшинчи «кирлĕ мар» хут çырассине пĕтерме май парать. Больницăна пыракан çыннăн черетре тăмасăрах врач патне черете çырăнма пултарĕ. Медицина картти те электронлă майпа тулса пырĕ. Сăмахран, анализсен пĕтĕмлетĕвĕ те учрежденири электронлă çыхăну урлă çав карттă çине çырăнса пырĕ. Электронлă çыхăну район тата республика шайĕнчи больницăсене те çыхăнтарма тивĕç.

Электронлă карттă пулни вара кашни çыннах стандартпа сиплеме май парать. Стандартпа ĕçлесси диагностика тата сиплев процедури мĕнле пулмаллине çирĕплетет. Апла пулсан врачăн кашни çыннах пĕр пек сиплемелле, анчах çав вăхăтрах кашни çыннăн уйрăмлăхĕсене те шута илмелли куç кĕрет.

Паллах ĕç çĕнĕлĕх тавра кăна пулмĕ. Сывлăхпа çыхăннă районти тĕллевлĕ программăсенче палăртнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме палăртаççĕ медицина ĕçченĕсем. Ачасемпе çамрăксен сывлăхĕ çине те тимлĕх ытларах пулĕ. Çамрăксене акă кăçал диспансеризаци те кĕтет.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика