19 февраля 2011 г.
Иртнĕ юн кун, нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Муркашсем пĕрле пухăнса районăмăрăн черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче çĕнĕ тытăмра пĕрремĕш утăм тунă Муркаш ен паян чылай ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çапах кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те çук мар. Çакна районăмăр 67 çул тултарнине халалласа ирттернĕ пухура район пуçлăхĕ И. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов тунă докладсем та кăтартса пачĕç. Ку вара кашни çынра çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуратмалла.
Районăмăр кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă пуху кăçал район тулашĕнче мар, хамăр тăван килтех иртрĕ. Палăртнă вăхăта ĕç коллективĕсен делегацийĕсем район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пухăнса çитрĕç. Халăх йышлă çÿремелли вырăнсенче район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пайĕ йĕркеленĕ выставкăсем, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем пуçарнă суту-илÿ тата кунти техĕмлĕ кукăль шăрши уяв чапне ÿстерчĕç кăна.
Вăхăт çитнипе район пуçлăхĕ И. Николаев ларăва пуçласси пирки пĕлтерчĕ. Хыççăн Игорь Васильевич пухăннисене депутатсен районти Пухăвĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов хăйĕн докладĕнче район утса иртнĕ çул-йĕр, малта пыракансем тата кая юлмасăр малалла туртăнмалли коллективсем çинче чарăнса тăнă май Муркаш енĕн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă аталанăвăн утăмĕсене пĕтĕмлетрĕ.
– Раççей Президенчĕ Д. Медведев вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассине патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри тесе палăртрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăхăн граждансене çÿлти хушусене кĕтмесĕрех ытларах ыйтусене хăй тĕллĕн татса пама çул уçса памалла. Депутатсен районти Пухăвĕ хăйĕн ĕçне çак енпе йĕркелесе пырать те. Паян цифрăсем çинче чарăнса тăмастăп, анчах депутатсен тĕп ĕçĕ вăл – районăн экономикăпа социаллă аталанăвне пур енлĕ те ÿсĕмлĕ вăй илсе пыма тивĕçлĕ нормăпа право акчĕсем йышăнасси тата районта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатасси. Пирĕн тĕп тĕллев – федераллă тата республика саккунĕсене пăхăнакан тата эффективлă ĕçлекен системăна тытса пырасси. Çакă вăл паян 67 çул тултаракан районăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, – терĕ савăнăçлă пухăва уçнă май район пуçлăхĕ И. Николаев.
Район ял хуçалăх продукцине туса илессипе специализациленнĕрен иртнĕ çулхи кăтартусем шăрăх çанталăк условийĕсенчен тухса тăнине пытармалли çук. Районта пурăнакансем пĕлтĕр ял хуçалăх продукцине пĕтĕмпе 1 миллиард та 559 миллион тенкĕлĕх (унчченхи çулхинчен 83,4 процент) туса илнĕ.
Шăрăх çанталăка пула ял хуçалăх культурисем пĕтнипе çĕр ĕçченĕ 476,4 миллион тенкĕ тăкак тÿснĕ. Нумай хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлесси тивĕçлĕ шайра пулайман. Анчах çакна пăхмасăрах пур категориллĕ хуçалăхсене пĕрле шутласан районта 44,2 пин тонна сĕт, 6,2 пин тонна аш-какай туса илнĕ. Çаксем çинчен тата май пур çĕртех хăш-пĕр хуçалăхсем туса çитереймен ĕçсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов тĕплĕ доклад туса пачĕ.
2010 çулта «Передовик» хуçалăхăн Ахманери 200 пуç ĕне вырнаçмалăх сĕт фермине реконструкцилесе пĕтернĕ. «Оринино» хуçалăхра çĕнĕ сĕт пăрăхĕ ĕçлеме пуçланă тата ку енпе «Свобода» хуçалăхра та ĕçсем пуçăннă. «Муркашри чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество çăмарта туса илессине çулсеренех ÿстерсе пырать. Çакна валли пĕлтĕр кунта чăхсене нумай шайлă читлĕхсенче тытма 2 цеха модернизациленĕ. Çулталăк хушшинче фабрика ĕçченĕсем чăх какайне суту-илĕве кăлариччен тирпейлемелли цеха ĕçе кĕртнĕ. Çак çĕнĕлĕхсем фабрикăна ирнĕ çул çăмарта туса илессине унчченхи çулхинчен 1,8 процент ÿстерсе 58 миллион штука çитерме май панă.
Районти промышленность предприятийĕсем пĕлтĕр пĕтĕмĕшле 1188,4 миллион тенкĕлĕх (2009 çулхипе танлаштарсан 169 процент) тавар туса кăларнă тата промышленность услугисем панă. Çулталăк хушшинче «Сеспель» хупă акционерлă обществăра кунта ĕçлекен пĕр çын пуçне 2150 пин тенкĕлĕх (2009 çулта 848 пин тенкĕлĕх пулнă) продукци туса кăларнă. Ĕçлекенсен пултарулăхне кура «Муркашри кирпĕч завочĕ» уçă акционерлă общество та кризис тыткăнĕнчен тухрĕ. Халĕ асăннă предприятин производство аталанăвĕ 2009 çул шайне çитрĕ.
«Моргауши-Хлеб», «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсемпе «Моргаушимежрайгаз» филиал ĕçченĕсем те аталану çулĕпе мал туртăмлă утăмсем тăваççĕ. Ку савăнтарать кăна. Çав вăхăтрах «Моргаушкорм», «Вита» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсенче ĕçсен калăпăшне 27-63 процент, «Моргаушавтотехсервис» уçă акционерлă обществăра 40 процент чакарни пирĕн туса çитереймен ыйтусем те нумаййине кăтартать.
Муркаш ен пĕр вырăнта тăмасть. Рынока пысăк пахалăхлă таварсемпе тивĕçтерессинче, хушма ĕç вырăнĕсем туса хурассинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 132 пĕчĕк тата вăтам предприяти, 878 уйрăм предприниматель, 67 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, потребительсен тата кредит кооперативĕсем 16 регистрациленнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра пĕтĕмпе 2800 çын ĕçлет. Ку вăл район экономикинче вăй хуракансен 25 проценчĕ. Иртнĕ çул пĕчĕк формăллă çак предприятисем 304,6 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Урăхла каласан пĕтĕм калăпăшăн 26 проценчĕ.
Муниципаллă пĕрлешÿсенчи пĕчĕк предпринимательствăна аталанма пулăшассипе пăхнă программăсен конкурсне хутшăнса район иртнĕ çул 600 пин тенкĕлĕх грант выляса илчĕ. Кунсăр пуçне хăйсен ĕçне пуçăнассин тата производствăна анлăлатассин конкурсĕ витĕр тухса районти пĕчĕк предпринимательствăн 5 представителĕ 1200 пин тенкĕ выляса илме пултарчĕ.
Производство мал туртăмлă аталанни районта вĕрентÿпе спорт тытăмне те, халăх сывлăхне тивĕçлĕ пăхса тăрассине те çĕнĕ технологисен шайĕнче пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать. Çак ĕçре çамрăксем маттур пулни вĕсенчен уйрăмах хастаррисем Чăваш Республикин Президенчĕн стипендийĕсене тивĕçни çирĕплетет. Район кунĕнче вĕсем савăнăçлă лару-тăрура хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан Чăваш Республикин патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инспектор инженерĕ В.П. Димитриев аллинчен стипендиат пулнине çирĕплетекен хутсене тивĕçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов Муркаш районĕнчи предприятисем, организацисем тата учрежденисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтернисене çак ятпа дипломсем, укçан парнесем тата вымпелсем парса чысларĕ.
Çамрăксене ĕçре вĕрентсе пынăшăн, ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши ăнăçлă вăй хунăшăн тата район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Росгосстрах» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Чăваш Республикинчи филиалĕн Муркашри страхлакан пайĕн пуçлăхне Валерий Иванович Вязова, «АККОРтехпроект» проект институчĕ» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорне Геннадий Степанович Абросеева, Москакассинчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Светлана Федоровна Желтовăна, Чăваш АССР-ĕн К. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреатне, РСФСР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне, педагога тата композитора Федор Семенович Васильева унăн çемйи урлă «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса Муркаш районĕн Хисеп кĕнекине кĕртни те уявăн хăйне евĕрлĕхне çирĕплетрĕ кăна.
Район пуçлăхĕ И. Николаев тата район администрацийĕн ертÿçи Ю. Иванов тунă докладсене килнĕ хăнасем, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, мал туртăмлă çамрăксем, ятлă ветерансем анлăн сÿтсе яврĕç.