22 февраля 2011 г.
Февралĕн саккăрмĕшĕнче Кашмашри Культура çуртĕнче ял халăхĕ йышлă пухăнчĕ: художество пултарулăх ушкăнĕсен смотр-конкурсĕ-çке. Куракансем вара Ятмансен, Çурлатрисен, Кашмашсен пултарулăхĕпе киленме пултарчĕç кăна мар: кунта ал ĕç выставки те ĕçлерĕ, халăхпа тĕл пулса калаçма районти шалти ĕçсен пайĕнчен те килсе çитрĕç.
Пай пуçлăхĕ Е.И. Плечов район территорийĕнче, вăл шутра Çатракасси ял тăрăхĕнче те, йĕркене пăснин тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлрех пулнипе паллаштарчĕ. Саккуна камсем ытларах пăсни çинчен кăна мар, вăл е ку лару-тăрура çынсен хăйсене мĕнле тытмаллине, харпăр хăйне мĕнле пулăшмаллине те ăнлантарса пачĕ.
Мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Полици çинчен» федераллă саккун вăя кĕрет. Калаçу çак çĕнĕлĕх тавра та пулчĕ. Ку саккун малашне йĕрке сыхлакан органсен ĕçне çирĕппĕнрех палăртать: вĕсем пĕр-пĕрин ĕçне тумĕç. Саккун тăрăх шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем аттестаци тĕрĕслевĕ витĕр те тухĕç. Коррупцие тата преступленисене хирĕç кĕрешесси хальхи пекех пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри пулса юлать. Çĕнĕ саккун сотрудниксене эффективлă ĕçлеме пысăкрах майсем туса парать: вĕсен прависемпе тивĕçĕсем çинчен унта туллин çырса панă.
Саккунта палăртнипе полиципе общество хушшинче тачă çыхăну йĕркеленмелле. Хальлĕхе вара реформа пынă май районти шалти ĕçсен пайĕнче штат татах та чакасси паллă. Анчах та тивĕçсен калăпăшĕ чакмасть. Çакна шута илсе ял çыннисен хăйсен те милици сотрудникĕсемпе тачă çыхăну тытсан аван. Çапла вара хамăра пулăшас ĕçе те лайăх витĕм кÿме пултаратпăр. Апла йĕркелĕх тĕлĕшпе çитменлĕхсем асăрхасан милицие шăнкăравлама е кĕрсе тухма ÿркенмелле мар. Преступление çийĕнчех уçса парасси çакăнтан та нумай килнине аса илтерчĕ Евгений Иванович.
Районти çулсем çинче аварисем сахал мар пулса иртеççĕ. ГИБДД инспекторĕ С. Иванов хăрушă инкексене аса илсе цифрăсемпе паллаштарчĕ. Çул çинче пурне те тимлĕ пулма ыйтнипе пĕрлех ашшĕ-амăшĕсене те, учительсене те ачасене хăрушсăрлăх пирки тăтăшах аса илтермеллине каларĕ вăл.
Çатракасси ял тăрăхĕнчи милицин участокри уполномоченнăйĕ В. Бирюков ял тăрăхĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕрне хускатрĕ: çамрăксем çар ретне тăрассинчен пăрăнса тарса çÿрени пăшăрхантарать. «Таркăнсем» пирки çитес вăхăтрах тивĕçлĕ мерăсем йышăнассине пĕлтерсе общество енчен çамрăксене тимлĕх ытларах кирлине палăртрĕ.
Хамăрăн хăрушсăрлăх çÿллĕрех шайра пуласси апла хамăрăн алăрах. Çакна кашни çыннăн ăнланмалла.
Ял халăхĕшĕн усăллă калаçу хыççăн пурте юрă-ташă курса хавасланчĕç. Кăмăл хăпарчĕ.
И. МАЙКОВ.