Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тивĕçе океанра пурнăçларăмăр»

22 февраля 2011 г.

Çемьере арçын ача çуралсан ăна утьăкка сиктернĕ чух кашниех ăна сывлăх сунса салтак пулма сĕнет. Салтак вăл – мирлĕ пурнăç хÿтĕлевçи, малашлăх ĕмĕтсен шанчăкĕ. Çулсем иртнĕçемĕн, вăрçă вут-çулăмĕсене чăтса ирттернĕ май, кашни салтак паттăрлăхĕ общественноç умне туллин тухать. Вăхăт иртсен çеç çав паттăрсен ячĕсем ăруран ăрăва куçмаллине чунпа ăнланса илетпĕр. Эпир çакна чун хушнă пек тума пултаратпăр пулсан пирĕн ачасен чĕрисенче те паттăрлăх туйăмĕ иксĕлмĕ. Çакă сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплентĕр тесе паян эпĕ хаçат вулакансене ĕнер кăна-ха Тинĕс Çар флотĕнче службăра тăнă, тинĕсри тăварлă шывпа пиçĕхсе паян та хăйсене шаннă ĕçшĕн яваплăха туякансем пирки сăмах пуçарас терĕм.

«Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Куликов патĕнче Çĕмĕрлери районсем хушшинчи телекоммуникаци узелĕн пуçлăхне С. Ермолаева тĕл пултăм. Пĕрремĕш кун мар пĕлетĕп çак арçынсене, анчах... Александр Николаевичпа Сергей Николаевич ФСК директорĕ флотран туса таврăннă фотоальбома кăмăллă аса илÿсемпе пăхса ларнине курсан ман пĕлĕшсем иккĕшĕ те действительнăй çар службине Тинĕс Çар флотĕнче ирттернине ăнлантăм. Муркаш каччисем çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласа инçетри тинĕс-океан хумĕсене касса çÿрени пирĕн патриотизмла калаçăвăн вутне ÿстерчĕ кăна.

– Чылай хушă «Моргаушская» ПМКра тĕп инженерта ĕçленĕ атте, Николай Зосимович, Андрей шăллăмпа иксĕмĕре ачаллах чăн-чăн арçын пек хастар та тĕреклĕ пулма вĕрентетчĕ. Хăй Камчаткăра службăра тăни пирки каласа панисем пирĕншĕн чи кĕтнĕ калаçусемччĕ. Анчах ачалăхра пахча хыçĕнчи пĕчĕк пĕверен пысăкраххине курманран ÿссе çитсен хам моряк пулăп тесе ĕмĕтленмен те. Пурнăç вара йăлтах урăхла çавăрса кăларчĕ, – аса илÿ çăмхине салтрĕ Сергей Николаевич. Салтака ăсатнă чух амăшĕ, Маргарита Максимовна, 1 метр та 56 см çÿллĕш ывăлĕ моряк пулать тесе шÿтлени Сергей Канаша çитсенех пурнăçа кĕме пуçлать. Çапла çав, чĕлхе çине килни ума тăрать.

Североморск хулине çитсен пĕрремĕш пысăк карапа курсан хăй епле тĕлĕннине С. Ермолаев паян та пытараймасть. «Кунашкал карапсем вăл вăхăтра сахалччĕ, анчах манăн шăпах çавнашкаллисем çинче службăра тăма тиврĕ», – альбом çинчи крейсер сăн ÿкерчĕкĕ çине тĕллесе калаçать Сергей Николаевич. Карап çине матрос пулса ура ярса пуснă пирĕн ентеш икĕ çултан тăван киле 1-мĕш статья старшини пулса таврăнать.

– Мĕн пачĕ-ха сире флот; – ыйтатăп сăн ÿкерчĕксем пăхса ларнă май сăн-питрен ăшă кулă вĕçертмен юлташсенчен. Сергей Николаевичпа Александр Николаевич иккĕшĕ те пÿрне хуçса шутласа кайрĕç. «Нумай шутлаççĕ», – мĕлтлетрĕ шухăш. Анчах хурав чăн-чăн морякла пулчĕ:

– Флотри служба ответлăха туйма, юлташ хул пуççине тата команда вăйне туйма, пурнăçлама çук задачăсем пулманнине вĕрентрĕ. Тăрăшмалла кăна.

Службăна кайиччен çыхăну техникумне ăнăçлă пĕтернĕ Сергей флотран таврăнсан Муркашра «ВолгаТелеком» акционер обществинче монтер пулса ĕçлеме пуçлать. Ответлăха туякан çамрăк кунта та професси çулĕпе хăвăрт малалла каять.

– Морякăн чи юратнă çимĕçĕ мĕн-ха тата асрах-и вăл; – ыйтатăп калаçăва малалла тăсса. Кунта А. Куликов калаçăва хутшăнчĕ.

– Флотри макарона çитекенни çук! Пĕçернĕскерне какай фаршĕпе хутăштараççĕ те – çисе тăранаймастăн. Типĕтнĕ пахча çимĕçрен пĕçернĕ апат катара тăтăр. Хам Хура тинĕс флотĕнче службăра пулнă пулсан та, Муркашри апат-çимĕç комбинатĕнче хатĕрленĕ типĕтнĕ пахча çимĕç те лекетчĕ. Тăван ял сывлăшĕ пырса кĕнĕнех туйăнатчĕ çав самантсенче, – аса илчĕ вăл хăй 1988-1990 çулсенче Тинĕс Çар флотĕнче службăра пулнă вăхăта.

Тинĕс авиацийĕнче службăра тăнă пирĕн ентеш 2 çул хушшинче 3 хутчен вăрăм походсенче пулнă: Хура тинĕсре, Атлантика тата Инди океанĕсенче. Лăпкă океан хумĕсене те пĕр миль çеç касман. Чи вăрăм поход 3 уйăха тăсăлнă. Унтан таврăнсан умри тивĕçĕсене туллин пурнăçланăшăн 7 моряк хушшинче А. Куликов старшинана та «Флота шанчăклă пулнишĕн» Ушаков адмирал медалĕпе наградăланă.

– Салтак кайиччен моряк формиллĕ арçынсем çине ăмсанса пăхаттăм. Хамăн вара сывлăш-çар десантникĕ пулас килетчĕ. Анчах çĕр-шыв мана флотра усăллăрах пулатăн терĕ курăнать. Паян Тинĕс Çар флочĕ – манăн пурнăç. Унта службăра пулнисемпе, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе океанра пурнăçланисемпе паян эпир тачă çыхăну тытатпăр, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр, – терĕ «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче шыва кĕрекенсем çине ăшшăн пăхса илсе Александр Николаевич. Унăн ывăлĕ паян Пермьри çар юрисчĕсем хатĕрлекен институт курсанчĕ пулнăран Куликовсен çар династийĕ малалла тăсăлни курăнать.

Çамрăксем хăйсен çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне манăн паянхи пĕлĕшĕмсем пек ответлă пурнăçласан, присягăна шанчăклă пулсан, çĕр-шыв малашлăхне çирĕп алăра теме пулать. Салтак вутра пиçĕхсен, шывра тасалсан, çил çинче кушăрхасан, шартлама сивĕре уçăлсан кăна çĕр-шывăн паттăр хÿтĕлевçи пулса тăрать тени пĕлтерĕшне çухатман. Çухатмĕ те.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика