22 февраля 2011 г.
Ыран эпир кашниншĕнех питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те паллă уява – Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне – паллă тăватпăр. Çакă вăл салтак службине кайма хатĕрленекенсемшĕн те, службăра тăракансемшĕн е унтан таврăннисемшĕн те, тĕрлĕрен хĕрÿ точкăсенче хăйсен салтак тивĕçне пурнăçланă çар çыннисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ кун пулса тăрать. Апла пулин те ытларах эпир ăна чи малтанах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе, çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунисемпе, Аслă Çĕнтерÿ кунне тылра ырми-канми ĕçлесе çывхартма пулăшнисемпе çыхăнтарма хăнăхнă. Çавна май ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕпе Нина Пантелеевна ПЕТРОВĂПА тĕл пулнă май вăрçă участникĕсене патшалăх енчен пулăшупа тивĕçтересси районта епле пулса пыни пирки кăштах каласа пама ыйтрăм.
– Шел пулин те, вăхăт иртнĕ май вăрçă участникĕсен, ветеранĕсемпе инваличĕсен шучĕ чаксах пырать. Паянхи куна районта вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 104 çын пурăнать, тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă ветерансем 370-ĕн. Вăрçăра вилнĕ салтак мăшăрĕсем 396 çын.
Патшалăх вăрçă участникĕсемпе вилнĕ салтак мăшăрĕсене пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă пулăттăм. «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене уйăхсерен пенси çумне Пенси фончĕ урлă хушса тÿлеççĕ, соцпакетпа тивĕçтереççĕ. Соцпакетпа усă курма кăмăл туманнисене укçан хушса параççĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă та пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн уйăхсерен хушма тÿлевсем палăртнă.
Калăпăр, вăрçă инваличĕсем, инвалида тухнă вăрçă участникĕсем, вăрçă участникĕсем соцпакетпа усă кураççĕ пулсан уйăхсерен 2691 тенкĕ те 70 пуса, соцпакетпа усă курмаççĕ пулсан 3396 тенкĕ те 80 пуса, кунсăр пуçне социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă 345 тенкĕне тивĕçеççĕ. «Жителю блокадного Ленинграда» знак илнисене вара соцпакетпа усă куракансене 1163 тенкĕ те 80 пус, соцпакетпа усă курман чухне 1868 тенкĕ те 90 пус параççĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă – 345 тенкĕ.
Кунсăр пуçне ытти çăмăллăхсем те пăхса хунă. Акă юлашки вăхăтра патшалăх вăрçă участникĕсемпе тăлăх салтак арăмĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене тивĕçлĕ шая çитерессипе сахал мар тăрăшать. Чăннипех те тивĕçлисене хваттерсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерме пăхса хунă. Паянхи куна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе 196 çынна черете тăратнă. Вĕсенчен 147-шĕ свидетельствăсем, 134-шĕ хваттер уççисем илнĕ те ĕнтĕ.
Çавна та каласа хăварасшăн. Хваттерсемпе тивĕçтерни, укçа-тенкĕ тĕлĕшпе пулăшни питĕ лайăх. Чăннипех тивĕç вĕсем ăна. Анчах та вăрçă ветеранĕсем тĕлĕшпе хамăрăн кулленхи тимлĕх, ыр кăмăллăх, ăнланулăх, сăпайлăх пирки те манар мар. Хăш чухне вĕсене ырă сунса сăмах хушни те тем пекех паха.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.