22 февраля 2011 г.
Сакăр вунă çулта пулин те Отарккă ялĕнче пурăнакан Мария Николаевна Данилова çивĕч те правур. Çулла пулсан хурсемпе, хурт-хăмăрпа аппаланать, хĕлле те алран ĕç ямасть.
Çак ялти каччăпа Иван Даниловичпа вĕсем 1955 çулта пĕрлешнĕ. Çичĕ ача çуратнă Мария Николаевна, анчах та кĕçĕннисенчен пĕрне (вĕсем йĕкĕреш пулнă) тăватă уйăхрах Турри каялла илнĕ. Ку, паллах, пурнăçри чи пысăк та манăçми суран. «Йывăрлăхне вара пайтах тÿссе ирттернĕ, хурлăхсăр пурăнман. Хурлăхсăр пурăнсан çынна та паллайми пулатăн, хурлăх курсан çынна та яланах ăнланатăн», – тет кинемей. Шел, Владивостокра пурăннă Петĕр ывăлĕ те 38 çултах пурнăçран уйрăлнă. Ыттисем вара çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă.
Паян вара Мария Николаевна кĕçĕн хĕрĕпе Евдокийăпа тата Игорь мăнукĕпе пĕрле пурăнать. Игорь Раççей çарĕнче Ленинград облаçĕнче хĕсметре тăнă, контракт çырса тепĕр икĕ çуллăх унта юлнă. Мăнукĕн çак утăмне ырлать кукамăшĕ. «Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пулнă, Германинче хĕсметре тăнă хыççăн 1950 çулта киле таврăннă кукашшĕне шута хунăн туйăнать. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне мăнук та чăннипех хăйĕн уявĕ теме пултарать», – тет тăлăх арăм, пурнăçри ырă самантсемпе киленме пĕлекенскер.
Н. НИКОЛАЕВА.