Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ хĕл хыçа юлать

26 февраля 2011 г.

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕрлехи кунĕ иртрĕ. Район администрацийĕн ответлă специалисчĕсем çак кун кашни хуçалăхри фермăнах çитсе курма тăрăшрĕç. Ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕпе А. Павловпа выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен зоотехникĕ И. Михайлова çак кун «Свобода» тата «Герой» хуçалăхсенчи сĕт фермисенче пулса курчĕç.

Иртнĕ çулхи çу кунĕсенчи шăрăх ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене паян та канăç памасть. Ялсенче пурăнакан тата килти хушма хуçалăха тытса пыракан уйрăм граждансемпе пĕрлех пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсем умĕнче те паян выльăх апачĕн çителĕксĕрлĕхĕ çивĕч тăрать. Çавна пулах производство та уксахлать. Муркаш енри ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ытти харпăрлăх формисем район администрацийĕн ял хуçалăх пайне талăксеренхи сăвăм пирки оперативлă тăратнă кăтартусемпе нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче районти вăтам сăвăм пĕр ĕне пуçне кăçал пĕлтĕрхинчен пĕр килограмм сахалрах пулнă: 10,7 килограмм. Çав вăхăтрах вăл Е. Андреев яч. хис., Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис., «Передовик» хуçалăхсенче ÿснĕ: 0,7 килограмран пуçласа 5,3 килограмм таран.

– Хамăр тăрăшулăх çумне патшалăх пулăшăвне хушсан аталану çулне алăран вĕçертместпĕрех. Иртнĕ çу кунĕсенче тăрăшсах выльăх апачĕ янтăларăмăр. Çĕнĕлĕхсене алла илсе пĕлтĕр нумай сарайĕнче юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Нумаях пулмасть сĕт пахалăхĕшĕн тăрăшсах çĕнĕ сĕт линине хута ятăмăр. Çакă йăлтах хуçалăх ĕçченĕсен ĕç кăтартăвĕ. Куншăн эпир савăнатпăр, – терĕ ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводăн ертÿçи В. Ананьев.

Кашмашри ĕне ферминче хĕле хатĕрленсе юсав ĕçĕсем ирттерни тата сĕт линине çĕнĕрен вырнаçтарнипе ĕçлени тÿрех курăнчĕ. Кунпа пĕрлех фермăра вăй хуракансен те ĕçлес туйăмĕ начар мар.

Ферма заведующийĕ Ю. Петровский сăмахĕнчен выльăхсене çăва кăларма апат çитмелле. Сумалли 147 пуç ĕне патĕнче паян пурĕ 4 доярка ĕçлет. Ĕçсем кал-кал пыччăр тесе хуçалăх хамăр республикăран та, Чул хула облаçĕпе Алтай крайĕнчен те утă, тырă, комбикорм нумай туяннă. Выльăхсене хĕл каçарассипе тата продуктивлăха тивĕçлĕ шайра тытассипе тĕллевлĕ ĕçлени Çатракассинчи ĕне ферминче те куç умĕнчен каймарĕ.

Кашмашсемпе Çатракассисем хăйсен ĕçĕ пынипе пĕрлех кÿршĕсен хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ. Паян кунтан Ильич яч. хис., «Герой» хуçалăхсем улăм турттараççĕ.

– Кашмашсем пире улăм сутма килĕшни выльăх апачĕ шыраса инçе çула кăлармарĕ. Кунпа пĕрлех эпир утăна Владимир, Рязань облаçĕсемпе Тутарстан Республикинчен самай туянтăмăр, – терĕç «Герой» хуçалăхăн Çĕньял Шурчари сĕт фермине çитсен. «Ĕмĕчĕсем пур-ха, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме ĕçлес пулать», – сăмах хушрĕç «Свобода» хуçалăха улăм преслама тухса кайма хатĕрленнĕ уй-хир бригадин ĕçченĕсем.

...Кашнийĕнех хăйĕн ыйтăвĕсем, ĕмĕчĕсем. Вĕсене вара пĕрле пулсан çеç татса пама май пуррине те хуçалăхсенче паян кашниех курса-пĕлсе тăрать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика