26 февраля 2011 г.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртнĕренпе тăватă уйăх çитрĕ ĕнтĕ. Ултă ял тăрăхĕнчи суйлавçăсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулма унччен çак ĕçпе çыхăнман çынсене шаннăччĕ. Вĕсенчен пĕри – Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Витальевич ФОМИН. Унпа тĕл пулнă май çĕнĕ ĕçпе çыхăннă малтанхи пĕтĕмлетÿсене тума, малашлăхри ĕçсене епле курни пирки каласа пама ыйтрăм.
– Валерий Витальевич, тăватă уйăх пысăк тапхăрах мар тейĕпĕр. Çĕнĕ ĕçе хăнăхса кăна пыратăр. Апла пулин те малтанхи хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсем тума, малашлăхри ĕçсене палăртма, ĕçре мĕнле принципсем çине таянмаллине уçăмлатма пултаратăрах пулĕ;
– Чăвашсем авалах çапла каланине пурте ас тăваççĕ пулĕ: пĕччен суран – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ те халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлессипе, вĕсене пĕрлехи ĕçе явăçтарма пултарассипе, кулленхи ĕçре вĕсен интересĕсене малти вырăна кăларассипе тачă çыхăннă. Ку енĕпе вара манăн опыт тени çук теместĕп. Ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланиччен 1989 çултанпа Юнкă шкулĕнче вăй хунă. 1995 çулта заочно майпа Чул хулари педагогика университетне вĕренсе пĕтернĕ. Шкулта технологи, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ.
Сăмах май халĕ те манăн шкулта уроксем пур. Ял çыннисемшĕн эпĕ хама курман-илтмен çĕнĕ çын тесе шутламастăп. Учительте ĕçленĕ май вĕренекенсемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе те тăтăшах хутшăнма, тĕрлĕрен ыйтусене пĕрле канашласа татса пама тивнĕ.
– Эсир мĕн каланине ăнланмалла. Çапах та çавна пĕлес килет. Пур чухне те ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пулать-и, пĕрлехи ĕç пĕлтерĕшне пурте ăнланаççĕ-и;
– Вăрттăнлăх мар, хальлĕхе çавна туса парăр, ку е вăл кирлĕ тесе кăна пакăлтатма хăнăхнисем те çук мар-ха. Вĕсене çавна каланă пулăттăм. Ĕлĕкхи пурнăç иртсе кайрĕ пулĕ. Çĕнĕлле шухăшлама, пурăнма хăнăхас пулать. Вырăнти ыйтусенчен ытларахăшне хамăрăнах, хамăрăн пĕрлехи вăйпах татса пама тивет. Çÿлтен пăрахса парасса кĕтсе лараймăпăр. Аякран килсе никам та нимĕн те туса парас çук. Телее, çак чăнлăха ăнланакансем пирĕн хушăра ытларах. Апла пулсан ыйтусене те малашне ăнăçлăрах татса пама майсем пуласси куç кĕрет.
– Пĕччен хулă хуçăлать теççĕ. Хăвăр умăрти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе камсем çине ытларах шанăç хуратăр; Камсем сире кулленхи ĕçре пулăшса пыраççĕ-ха;
– Çук мар вĕсем. Депутатсенчен, старостăсенчен ытларахăшĕ хăйсене ял çыннисем шаннине тÿрре кăларассишĕн çине тăрать. Кунта чи малтанах Пĕрремĕш Май выççăлккин старостине Олег Аргандеева, Çармăçкассинчи депутата, çамрăксен канашĕн председательне Валентина Красновăна, Кăпасри депутата Людмила Кудряшовăна, Культура çурчĕн художество ертÿçине Меркурий Ягунова ырăпа асăннă пулăттăм. Кунпа пĕрлех район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия Тарасова, хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ Владислав Семенов, шкул директорĕ Владимир Федоров, «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Валерий Кондратьев та вырăнти ыйтусене татса панин пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланаççĕ. Ял тăрăхĕ умĕнче тăракан задачăсене хăйсен мар, ют тесе шутламаççĕ. Тав сăмахĕ кăна калама пултаратăп вĕсем тĕлĕшпе.
– Валерий Витальевич, вырăнсенче ытларах чухне шыв ыйтăвĕ çивĕч тăни куç кĕрет. Сирĕн патра та ку енĕпе лару-тăру ытлашши улшăнса тăмасть пулĕ;
– Çаплах. Шыв пăрăхĕсем вуншар çул маларах хурса хăварнисем-çке. Чылай çĕрте вĕсем çĕрĕшсе шăтса пĕтнĕ ĕнтĕ. Пĕр çĕрте саплатăн – тепĕр çĕрте шăтса каять. Нимĕн тума та çук, шыв пăрăхĕсем çĕнĕрен хурассипе республика пулăшăвĕ килме тытăниччен çаплипех хальлĕхе саплашкаласа пурăнма тивет.
Акă тата Юнкăна пырса кĕнĕ çĕрте шыв башнин насусĕ çĕр айне пулнă, кăларма май çук. Проектсем çĕнĕрен хатĕрлесе çĕнĕ скважина чавасси, урăх вырăнта башня вырнаçтарасси вара питех те хакла кайса ларать. Апла пулсан киввинех юсаса йĕркене кĕртме тивет.
Кунсăр пуçне тата çăлсем чавассипе ытларах тимлемелле пулать. Çывăх вăхăтрах Коминтерн выççăлккинче çăл чавма палăртатпăр, Çармăçкассинче юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Юнкăпуçĕнче çăл валли тимĕр-бетон ункăсене кÿрсе килнĕ ĕнтĕ, ĕçе йĕркелемелле кăна.
Пĕвесем пирки те чарăнса тăнă пулăттăм. Чылай çĕрте вĕсем е татса кайнă, е юшкăнпа тулса ларнă. Майĕпен вĕсене те йĕркене кĕртес пулать.
– Çурхи кунсем çитсе килеççĕ. Юр ирĕлнĕ май вара çуллен тĕрлĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр çиеле тухать.
– Çакă та пĕлтерĕшлĕ ыйту. Тĕрĕссипе ку енĕпе татăклă улшăну пулмалла пек ĕнтĕ. Ивановка çывăхĕнче пĕлтĕр йăла каяшĕсен ятарлă полигонĕ хута кайрĕ. Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе килĕшÿ туса каяша унта турттарассине йĕркеленĕ. Хальлĕхе çакăнпа çыхăннă тăкаксене те хамăр администраци шучĕпе саплаштарнă. Апла пулин те çÿп-çапа ăçта килчĕ унта кайса тăкакансем çук мар. Вĕсемшĕн пулсан хăйĕн кил таврашĕ таса пултăр, ытти харама тенĕ пек. Тĕрĕссипе тавралăхĕ хамăршăнах вĕт-ха. Çапла вара иртнĕ çул Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнчен КамАЗ автомашинăпа экскаватор чĕнсе илсе Пĕрремĕш Май выççăлкки тата Кăпас ялĕсем çывăхĕнчи санкцилемен икĕ свалкăри каяша тиесе тухрăмăр. Малашне кун пек йĕркесĕрлĕх ан пултăр тесе ытларах çине тăма тивет.
– Ыйтусен ыйтăвĕ вăл – бюджет хĕсĕкки, яланах укçа-тенкĕ çитменни. Ку йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре мĕнре куратăр;
– Чи малтанах çĕр, пурлăх налукĕсене пухассине 100 проценчĕпех пурнăçлас пулать. Хушма укçа-тенкĕ илмелли майсене те шырамалла. Акă пирĕн патра аптека, суту-илÿ киоскĕ, кредит кооперативĕ пÿлĕмсем арендăна илнĕ. Ку та хушма укçа-тенкĕ çăл куçĕ пулса тăрать. Тÿлевлĕ тĕрлĕ мероприятисем ирттерессине те практикăламалла. Çапах та чи пĕрремĕшĕ вăл – вырăнти производствăна аталантарасси. Акă Сергей Григорьев «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă общество йĕркелерĕ. Халĕ вăл арендăна илнĕ фермăра хурсем, кăвакалсем, индокăвакалсем, чăх-чĕп ĕрчетет. Çывăхрах пĕве пĕвелеттересшĕн. Вăт çавăн пек çынсем ытларах пулсан тем пекехчĕ.
Юлашкинчен татах тепĕр саманта та палăртса хăварнă пулăттăм. Хамăрăн авалхи несĕлсен пурнăç мелĕсене те манма юрамасть. Ун чухне халăхпа пурнăçламалли пысăк ĕçсене ытларах чухне укçалла мар, ниме шучĕпе тÿлевсĕр тунă. Мĕншĕн тесен ăнланнă: çакă вăл такам валли мар, хăйсемшĕнех. Пирĕн те çакна ăнланма вăхăт.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.