22 февраля 2011 г.
Паян çакна çирĕплетсех калама пулать. Инкек вара ку хутĕнче те «симĕс çĕлен» тыткăнĕнче тымар янă. 2010 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ Муркаш район сучĕ пулни-иртни çине тулли хурав парса айăплă шутланакан тĕлĕшпе тивĕçлĕ приговор кăларнă. Ĕç-пуç вара суд алăкĕ патне çапла аталанса çитнĕ.
Тин çеç 28 çул тултарнă çамрăк манах пурнăçĕнче канлĕх тупма шутланă. Çапла вара Чăваш Республикинчи Канаш район сучĕн 2006 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнчи приговорĕпе виçĕ çул кирпĕч шутласа тухсан Павел Горинов Каршлăхри Александр Невский ячĕллĕ арçынсен мăнастирне послушник пулса вырнаçать. Хăйĕн ку таранчченхи çылăхĕсенчен кĕлĕсемпе тасалма шутлать хайхискер. Анчах... Турра ĕненессипе эрех ĕçесси тÿр килмеççĕ çав.
Мăнастир ытамĕнче канлĕх шыранă арçын вăрман сулхăнĕнче те симĕс шĕвек тыткăнĕнчен сирĕлеймен. Аншарли «вăй панипе» Канаш каччи мăнастирте пĕрле пурăнакан Р. Беловпа хирĕçсе каять. П. Горинов пĕрле пурăнакан послушникпе хăйĕн хушшинчи сăмахпа татса парайман ыйтăва çĕçĕ пулăшăвĕпе ансатлатма шутлать. Хăй саккуна пăснине пĕлсе тăрсах тата Р. Беловăн сывлăхне сиен кÿрес тесех Павел ĕнер çеç кĕлĕре пĕрле тăнă послушнике хăйĕн çумĕнче пулнă кухня çĕççипе 8 хутчен чикет.
Йĕрке пăсас çул çине тăнă арçын судра хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăнчĕ. Район сучĕ П. Горинова Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 111 статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тунă тесе айăпларĕ. Приговорпа килĕшÿллĕн вара район сучĕ Павел Владимировича çирĕп режимлă колонире виçĕ çул ирĕкрен хăтармалла йышăнчĕ. Кунпа пĕрлех унăн Р. Белова сыватма кайнă 2711 тенкĕ укçана 2-мĕш номерлĕ Муркаш район больницине саплаштарма тивет.
И. ВАСЮХИН,
следстви пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ.