Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Усал йăлапа ан туслашăр»

12 февраля 2011 г.

Районта ял тăрăхĕсене тухса унти ĕç-хĕлпе паллашасси ырă йăлана кĕчĕ. Ĕçе çакăн пек йĕркелени халăх пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явма май парать. Кĕçнерни кунхи черетлĕ профилактика кунĕ Оринин ял тăрăхĕнче пулса иртрĕ. Кунта район администрацийĕн тата районти шалти ĕçсен пайĕсен специалисчĕсем, хăй тытăмлăх органĕсен, социаллă сфера учрежденийĕсен ĕçченĕсем, ытти активлă çынсем пухăнчĕç. Чи малтанах вĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашрĕç, йывăр шăпаллă, ăнăçсăр çемьесенче пулса курчĕç. Профилактика кунĕн ĕçне Оринин шкулĕн залĕнче пĕтĕмлетрĕç, ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е.Андреева ертсе пычĕ.

– Кашни çын хăй вырăнĕнче ответлă пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле. Вĕсен пушă вăхăтне ахаль ирттерме памалла мар, вĕсене кирлĕ ĕçе явăçтарма тăрăшмалла. Йывăр çемьесене, çул çитмен çамрăксене вара куçран вĕçертмелле мар, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшмаллах пирĕн, – терĕ район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ертÿçи Алевтина Евстафьевна йĕркене пăсассинчен сыхланма ыйтса.

Оринин ял тăрăхĕ 14 яла пĕрлештерет, 2 пин ытла çын пурăнать. Йывăр шăпаллă 9 çемьене, 2 çамрăка учета илнĕ. Профилактика ĕçĕ вăхăтĕнче çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ, тĕрĕслев вăхăтĕнче 3 протокол çырма тивнĕ. Ку тăрăхра хĕç-пăшал упракан 19 çынна регистрациленĕ, вĕсен хуçисемпе калаçу ирттернĕ.

Преступлени тăвассинчен сыхланма пулăшакан мероприятисенче милицин участокри уполномоченнăйĕ А.В.Прокопьев пысăк пулăшу парать.

– Пирĕн тĕп тĕллев обществăлла йĕркелĕхе упрасси, преступлени тăвассине сирсе ярасси пулса тăрать. Çул çитмен çамрăксем эрех-сăрапа, пируспа, наркотикпа туслашассинчен асăрханмалла. Вĕсем пушă вăхăта ăçта ирттернине аслисен пĕлмелле, – терĕ Александр Владимирович малашне те пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлессе шанса.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем çак вăхăтра учетра тăракан çынсемпе тĕл пулчĕç, профилактика калаçăвне, тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслев ĕçĕсене ирттерчĕç. Эрех ĕçсе машина рулĕ умне ларни водительшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те пысăк хăрушлăх пулса тăрать. Шел пулин те хăшĕ-пĕришĕн усал йăла-йĕркепе сыв пуллашасси йывăррăн килет çав. Пĕр çамрăка ÿсĕр пуçпа руль умне ларнăшăн икĕ хутчен водитель правинчен хăтарма тивнĕ. Йĕркене пăсас çул çине тăнă çамрăк профилактика канашĕнче хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртрĕ. Çавăн пекех ку ял тăрăхĕнче водитель правинчен сакăр хут хăтарнă тĕслĕх те пур.

– Милици ĕçченĕсем паллах кашни çын патне пĕр харăссăн çитме пултараймаççĕ. Çавăнпа та кашнин ответлăха туймалла, йĕркене пăсакансене асăрхаттармалла, курнине курмăш тумалла мар. Пирĕн пата шăнкăравлама та именмелле мар. Хăш чухне вара преступлени çулĕ çине тăма пикенекенсене ялти çын асăрхаттарни те питĕ вырăнлă, – терĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци ертÿçи М.А.Конузина пурне те асăрхануллăрах, тимлĕрех пулма ыйтса.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика