12 февраля 2011 г.
Районти пĕр ялта пурăнакан Боров гражданин малтан та пĕрре мар судпа айăпланнă. Пур пĕр «кукăр алă» тÿрленеймен.
Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл, ниçта та ĕçлеменскер, эрех ĕçес тесех ялти Сидоров пенсионер патне çитет. Ватă çыннăн ĕçе каяс çук. Килĕшет. Юн çăралса каясран юрать тет. Борова шурă эрех илсе килме укçа парса ярать.
Лавккаран ĕçмелли туянса тухнă арçынна шăпах ялти икĕ пĕлĕшĕ Петĕрпе Ваççа кураççĕ. 50 грамм ĕçтеретĕн ĕнтĕ тесе вăйпах хăнана пыраççĕ çаксем. «Пенси старикĕ» патĕнче кĕленчене тăваттăн часах пушатаççĕ.
Ку таранччен ăс-тăн енĕпе аптăраман Боров эрех янă чухне сĕтел çине витнĕ клеенка мăкăрăлса тăнине асăрхать. Ыттисен сĕтел çине пăхма шухăш пулманнине туйсан ăшĕнче хытă савăнать. Унта ăпăр-тапăр выртманнине тÿрех чухласа илет вăл.
Сĕтел хушшинчен тухма ĕлкĕрейменскерсем чÿречерен почтальон утнине асăрхаççĕ. Ак тамаша! Вĕсем пухăннă пÿрте кĕрет иккен вăл. Петĕрпе Ваççа тÿрех кăмака хыçне чăмаççĕ. Кил хуçи çывăрнă пек тăвас тесе вырăн çине выртать. Боров çак самантпа усă курса аллине клеенка айне чикет. Çапла, мĕн шутланиех выртать иккен унта. Укçана хăвăрт кĕсьене пытарса чикет те вăл та кăмака хыçнех пырса хĕсĕнсе ларать.
Почтальон пÿрте кĕрсенех кăмака хыçĕнчи Ваççан телефонĕ шăнкăртатса ярать. Эх! вăхăтлă мар. Почтальон пытаннă çынна тухма ыйтать. Боров çухалса каймасть. Судпа айпланнă çын пÿртре пытанма пултарнинчен почтальон ытлашши тĕлĕнмĕ тесе Ваççан телефонне хăйпе пĕрле илсе тухать.
– Намăс та мар-и вара сана ватă çыннăн укçипе эрех ĕçме; – тет почтальон сĕтел çинчи савăтсене асăрхаса.
Чăвашсен «ырă» йăли – пĕр черккепе ĕçесси – пулăшать çаксене. Пÿртре урăх кам та пулин пулассине кĕтмен хăна шутлама та пултарман, паллах...
Çав каçах Боров Петĕр патне хăнана каять. Унта вăл кăнтăрла пенсионерăнне укçа вăрланине каласа парать. Вăрланă укçапа икĕ арçын каллех эрех илеççĕ, сăра, пирус. Çĕрле вара çаксен эрех пĕтет. Яланах тавçăруллă Боровăн пуçĕ ку хутĕнче те çухалса каймасть: район тăрăх такси сахал çÿрет-и; Пĕрин патне телефонпа шăнкăравласа эрех-сăра, пирус илсе килме ыйтаççĕ. Укçаран ыйту çук, теççĕ. Таксиста вара укçа, паллах, чăрмантармасть. Каланă – тунă. Вăрланă укçа савăнăçлă каç йĕркелеме çитнĕ арçынсене...
Судра Боров ватă çыннăн укçине вăрланине, хăйĕн айăпĕ пуррине хирĕçлемерĕ.
Миравай суд Борова айăплă тесе йышăнчĕ, саккунпа пăхнă айăплава çирĕплетрĕ.
(Ред.: пичете хатĕрленĕ чухне ятсене улăштарнă.)
Т. САЛДЫРКИНА,
Муркаш районĕнчи 1 " суд участокĕн миравай судйи.