Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнас текен малалла пăхать

12 февраля 2011 г.

Çулсеренех Муркаш райповĕ район çыннисене хăйĕн ĕç-хĕлĕпе савăнтарать: халăх ыйтăвне тивĕçтерет, çĕнĕ суту-илÿ точкисем уçать, сентресене тĕрлĕ продуктсемпе пуянлатать.

Çак кунсенче Муркаш райпо канашĕн уполномоченнăйсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, малаллахи плансене палăртса хăварчĕç. Çавна май эпĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕпе Б.В.Андреевпа калаçрăм, ĕç кăтартăвĕсемпе тата малашнехи плансемпе паллаштарма ыйтрăм.

– Борис Васильевич, 2010 çула вĕçлерĕмĕр ĕнтĕ, çак тапхăр сирĕн ĕçре мĕнлерех палăрса юлчĕ, тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме май килчĕ-и;

– Пĕтĕмĕшле илсен иртнĕ çул никамшăн та çăмăлах пулмарĕ, тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Пур пĕрех тăрăшрăмăр, пĕрлехи вăйпа малаллах талпăнтăмăр. Ĕçе тĕллевлĕрех пурнăçлама ятарлă программа йышăнтăмăр, ăна вăя кĕртме пултартăмăр. Çулталăка вара япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр.

– Сирĕн çитĕнĕвĕрсене республика шайĕнче те ырăпа палăртса хăварчĕç.

– Пирĕн коллектив кăтартăвĕсене пысăк хак пани, республика шайĕнче малтисен шутĕнче пулни пире савăнтарать, малашне вара татах та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Пирĕн ĕçченсем ял халăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлени ĕç кăтартăвĕ çине пысăк витĕм кÿрет. Халăхран аш-пăш, сĕт пухса хатĕрлес енĕпе пирĕн райпо коллективĕ 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ, пуян ассортиментлă çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерсе хатĕрлес тĕлĕшпе 3-мĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илтĕмĕр.

– Хăвăр коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăр-ха кĕскен, тархасшăн.

– Паянхи куна райпо тытăмĕнче кооперативăн 45 участокĕ хăйсен ĕçне тĕрлĕ енлĕ пурнăçласа пырать. Çак участоксенче 347 пайщик шутланса тăрать. «Моргауши-Хлеб», «Универмаг», «Торговый центр» пĕрлешÿсене йĕркелесе ĕçлеттерме пултартăмăр.

Пирĕн тĕп тĕллев ял çыннисемпе тачăрах çыхăнса ĕçлесси тата вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси пулса тăрать. Çапла вара иртнĕ çул эпир тавар çаврăнăшне палăрмаллах ÿстерме пултартăмăр, 116,1 процента çитертĕмĕр. Таса тупăш илесси 35,9 процент ÿсрĕ. Çак ÿсĕм кăтартăвĕ халăх тавар ытларах туяннипе кăна çыхăнман. Çĕнĕ суту-илÿ точкисем уçни те тавар çаврăнăш çине пысăк витĕм кÿчĕ. Акă Йуçкассинче «Вĕри çăкăр» лавкка уçрăмăр, ĕç условийĕсене лайăхлатрăмăр, оборудованисемпе пуянлатрăмăр. Çапла вара унта тавар çаврăнăшĕ 70 процент чухлĕ ÿсрĕ. Нискассинче самообслуживани лавкки çĕклерĕмĕр, оборудованисене çĕнетрĕмĕр. Çĕнĕ мел, тăрăшулăх вара тавар çаврăнăшне 240 процента çити ÿстерме май пачĕ.

Самообслуживани лавккисем тавар туянакансемшĕн питех те меллĕ, сентресем çине, сивĕтмĕш камерисене чĕркесе хунă тавара кĕске вăхăт хушшинчех суйласа илме пулать. Пĕтĕм тавар куç умĕнче. Çавăн пекех тавара банк карттисемпе те туянма пулать. Халăха паян сентре çинчи тавар ассортименчĕ кăна илĕртмест. Унти хăтлăхпа илемлĕх те туянаканшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул лавккасене çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме, юсав ĕçĕсем ирттерме 8051 пин тенкĕ тăкакланă.

Пирĕн икĕ пекарня халăха çăкăр-булка изделийĕсемпе тивĕçтерет, вĕсем те пысăк тупăшпа ĕçлеççĕ. Район çыннисем валли 643 тонна çăкăр пĕçерсе хатĕрленĕ. Çĕвĕ цехĕн тупăшĕ 2 миллион та 172 пин тенкĕпе танлашать. Унта тĕрлĕ япала çĕлесе хамăр лавккасене сутма паратпăр.

– Иртнĕ çул ял халăхĕшĕн выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăласси пысăк йывăрлăх пулса тăчĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ халăхра, симĕс курăк çине тухиччен вара вăхăт самай-ха. Ку енĕпе эсир пулăшма пултаратăр-и ял халăхне;

– Ял халăхĕ валли эпир 415 тонна тырă, 203 тонна çăнăх кÿрсе килтĕмĕр. Çавăн пекех халăх ыйтăвне тĕпе хурса утă, улăм, тырă хывăхĕ, комбикорм кÿрсе килетпĕр. Выльăх апатне халăх хапăлласах йышăнать. Епле те пулин пĕрлехи вăйпа выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварма, вĕсене тĕрĕс-тĕкел çăва кăларма тăрăшмаллах. Ку енĕпе эпир малашне те çине тăрсах ĕçлеме палăртатпăр. Акă çынсем ыйтнипе халĕ шултра тата вăрлăхлăх çĕр улми турттарассипе ĕç-летпĕр, вĕсем кашни лавккарах сутлăх пур.

– Лавккари таварсен хакĕсем тăтăшах ÿссе пыраççĕ, вĕсен ÿсĕмĕ камран килет;

– Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене эпир тата район администрацийĕн хаксем енĕпе ĕçлекен комиссийĕ ытлашши ÿстерсе яма тăрăшмастпăр. Акă çăкăр хакнех илер. Ăна пĕçернĕ, турттарса килнĕ тата ытти тăкаксене шутлас пулсан çăкăр сутнинчен таса тупăш тухмасть те. Çав хушăрах çутă, газ, сĕрмелли-çунтармалли материалсен хакĕсем ÿссех пыраççĕ. Çапла вара хăш-пĕр хаксене ÿстермех тивет. Çăкăр-булка изделийĕсен хакĕсене пĕр шайрах тытма тăрăшатпăр. Социаллă пĕлте-рĕшлĕ таварсем сутлăхра 59,5 процент чухлĕ йышăнаççĕ. Çак таварсен суту-илÿ наценкисене чи пĕчĕк шайра тытса тăратпăр. Халăх вăл е ку тавара туянма пултараслăх пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă «Цивильный» сортлă çăкăр, «Простой» сортлă батон, «Кухарка» сортлă тип çу, селедка пулă хакĕсене пĕчĕк шайрах тытса тăратпăр. Етĕрне тата Вăрнар аш-пăш комбиначĕсемпе тÿрремĕн ĕçлени те тавар хакĕсене пĕр шайра тытма, халăха пысăк пахалăхлă тавар сĕнме май парать.

– Чылай чухне вăл е ку тавара туянма укçа-тенкĕ çитмест. Çурт-йĕр çĕкленĕ тапхăрта вара материал çитерме йывăр, кун пек чухне кредитла туянма май пур-и;

– Хамăр суту-илÿ ĕçĕнче эпир халăх кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе тăрăшатпăр. Лавккасенче кредит мелĕпе çурт-йĕр çĕклемелли материал, теле- тата видеоаппаратура туянма пулать. Ку тĕлĕшри тавар çаврăнăшĕ 112,8 процентпа танлашать.

– Аптека сечĕ ĕçлени халăхшăн питĕ меллĕ. Унта тавар туянакан яланах йышлă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тата еплерех;

– Медицина препарачĕсем сутса тунă тавар çаврăнăш 124 процентпа танлашать. Халăх ыйтнине тĕпе хурса Ярапайкассинче аптека пункчĕ уçма палăртатпăр.

– Обществăлла апатлану предприятийĕсенчи çĕнĕлĕх те куç кĕрет.

– Обществăлла апатлану предприятийĕсенче çĕ-нĕ оборудовани вырнаçтарни кĕске вăхăт хушшинче пысăк пахалăхлă апат-çимĕç хатĕрлеме май пачĕ. Çавна май тупăш шайĕ 116,1 процентпа танлашрĕ, ассортимент та самай ÿсрĕ. Хамăр патра туса кăларнă продукцие 72 процент чухлĕ усă курнă.

– Хатĕрлев ĕçĕ-хĕлĕ самай аталанни пирки асăнтăр-ха, çавна май ял çыннин тупăшĕ те палăрмаллах ÿсмелле пек курăнать.

– Чăнах та ĕçлес, пурăнас текен çын тупăш илмелли çăл куç тупатех. Акă райпо лавккисем урлă икĕ пин ытла çын чĕр тавар хатĕрлесе çемье бюджетне 44 миллион та 341 пин тенкĕ чухлĕ пуянлатнă. Ял çынни 3343 тонна сĕт продукцийĕ панă, тупăш калăпăшĕ 33 миллион та 589 пин тенкĕпе танлашнă. Çапла ĕçлесе пыни пуриншĕн те аван вĕт.

– Вăрттăнлăх мар пулсан тен ĕç укçи калăпăшне те асăнăр.

– Паллах вăрттăнлăх мар. Райпо тытăмĕнче 393 çын ĕçлет. Ĕç укçи калăпăшĕ 26 процент чухлĕ ÿсрĕ. Вăтам ĕç укçи шайĕ 13 пин тенкĕпе танлашрĕ.

– Тавар çаврăнăшне татах та ÿстерес, халăх ыйтăвне тĕпе хурса суту-илÿ точкисем çĕнĕрен çĕклес шухăш-кăмăлсем еплерех тата;

– Халăх шухăш-кăмăлне тĕпе хурса ĕçлени вырăнлă. Чапаев урамĕнче 500 çын пурăннине, çынсем ыйтнине пурнăçлас тесе кăçал çĕнĕ лавкка тума палăртатпăр. Çавăн пекех Заводская урамра та суту-илÿ точки кирлĕ. Паянхи пурнăç тăтăшах çĕнĕлĕхсем шырама, вĕсене вăя кĕртме хистет, ĕмĕтĕмсем вара пысăк.

Р. ИЛЛАРИОНОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика