Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх; Ача-пăча сасси лайăх», –

12 февраля 2011 г.

тесе шăрантараççĕ халăх юрринче. Чăн та ашшĕ-амăшĕ çемье телейне тĕрĕс-тĕкел ÿссе аталанакан ача-пăчара курать. Апла пулсан телей курма килнĕ шăпăрлан кун çути парнелекенсен ăшшине, хÿтлĕхне тивĕçех пулĕ. Анчах та никамшăн та вăрттăнлăх мар, хăй ачи-пăчине пăхассинчен пăрăнакансем тата вĕсене усрама укçа-тенкĕ (алимент) уйăрса паманнисем те сахалах мар пирĕн районта. Хăшĕсене вара тен ятран асăнсан та ытлашши пулмĕ. Ку тĕлĕшри лару-тăрупа паллашма район прокурорĕн çумне, юстици советникне Ю.М. Семенова калаçăва чĕнтĕм.

– Юрий Мефодьевич, районта алимент тÿлессинчен пăрăнакансен йышĕ еплерех;

– Çирĕп çемье – çĕр-шыв пуласлăхĕ тата тĕрекĕ. Килĕшÿллĕ çемьере кăна ача-пăча хăйне телейлĕ туйма, тĕрĕс аталанма пултарать. Çемье ăшшине, тĕпелне тем тесен те хĕрарăмăн упрамалла. Арçыннăн вара çемьене тăрантараканĕ тата унăн тĕрекĕ пулмалла. Анчах та яваплăха туйма пултарайман ашшĕ-амăшĕ ачана йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Вăл йĕркеллĕ апатланма, вĕренме пултараймасть. Пĕтĕмĕшле каласан вара ачана тĕрĕс аталанма кирлĕ пек пурнăç условийĕ çук, çавăн пекех вĕсем алимент тÿлессинчен те пăрăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕнче вара ачана пăхасси ашшĕ-амăшĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри тесе палăртнă.

Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламан алимент парăмçисене районти прокуратура, суд приставĕн, шалти ĕçсен пайĕн, опека органĕн ĕçченĕсем контроллесех тăраççĕ. Иртнĕ çулта хăйсен ирĕкĕпе алимент тÿлеме килĕшменнисем тĕлĕшпе исполнительнăй 369 ĕç пуçарма тивнĕ. 2009 çулта вара ку кăтарту 354 пулнă. Çапла вара 23 парăмçă алимента хăй ирĕкĕпех тÿлеме килĕшнĕ. 21 парăмçă шыравра пулнă, йĕрке хуралçисем 8 парăмçăна шыраса тупнă. Алимент тÿлеме килĕшмен 48 çынна административлă майпа явап тыттарнă, 20 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ.

– Хăйсен ирĕкĕпе алимент тÿлеме килĕшменнисен ячĕсене асăнсан тен ытлашши пулмĕ.

– Манăн кунта Тереç ялĕнчи А.В.Аристархов ятне асăнас килет. Вăл 2002 çулта çуралнă Кирилл ывăлĕ тĕлĕшпе алимент укçи 2008 çултанпа тÿлемен. Тĕрĕссипе вара ун пирки ăна пĕрре мар аса илтернĕ, уйăхсерен ĕç укçин е ытти тупăшăн пĕрре тăваттăмĕш пайне ача валли тĕрлĕ япала туянма памалла пулнă. Хăйĕн тивĕçĕнчен пăрăнакан ашшĕне суд приставĕсен асăрхаттарăвĕ те, уголовлă майпа явап тыттарасси те витермен. Çапла вара алимент парăмĕ 90544 тенкĕ те 89 пус чухлĕ пухăннă. Ывăлĕ валли вăл нимĕнле апат-çимĕç те, вылямалли теттесем те, парнесем те илсе паман. Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, пурнăç кустăрми малаллах кусать вĕт. Кирилл халĕ пĕчĕк-ха, тумтирĕ те, ытти те сахал мар кирлĕ.

Андрей Витальевича Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 157 статйин 1 пайĕпе айăплă тесе йышăнаççĕ, 120 сехетлĕх обязательнăй ĕçе явăçтараççĕ.

– Ача амăшĕ пур пĕрех яваплăха ытларах туять пулĕ, вĕсем тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарнисем пур-и;

– Шел пулин те кун çути парнеленĕ амăшĕ хăй тĕпренчĕкне айккине тĕртсе хăварма пултараймастех темелле, анчах та çук иккен. Акă Йĕпреç районĕнче 1969 çулта çуралнă, Муркаш районĕнчи Пиккикасси ялĕнче регистрациленнĕ, маларах судпа айăпланнă Галина Владимировна Барановăна асăнас килет. Тăтăшах эрех ĕçнĕшĕн, 1992 çулта çуралнă Надеждăна воспитани парассинчен пăрăннăшăн ăна тата мăшăрне 2002 çулта ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă. Çавăнпа та хĕр ачан Пăрачкаври ятарлă шкулта вĕренме тÿр килнĕ, кил ăшшинчен аякра, амăшĕн тăван аппăшĕ патĕнче пурăнать. Амăшĕ «Оринино» хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтра алимент калăпăшне ĕç укçинчен тытса пынă пулнă. Алимент парăмĕ 169522 тенкĕ те 43 пуса çитнĕ. Парăмçă нарколог патĕнче учетра тăрать. Ăна 120 сехетлĕх ĕçлесе юсанмалла тунă.

Валентина Николаевна Яриковăна та асăнса хăварам. Вăл 1987 çулта çуралнăскер Уйкас Хачăкра пропискăра тăрать, çул çитмен икĕ ача пур. Ачасем вара мăшăрсем пĕрлешичченех çут тĕнчене телей курма килнĕ. Аслисен пурнăçĕ ăнманнишĕн ача-пăча айăплă мар вĕт. Кĕçĕн ачи пĕр çул тултарайман чухне эрехпе тăтăшах айкашнă тата пĕрлехи пурнăç малашлăхĕ çук пирки упăшки унран уйрăлнă. Çапла вара ашшĕ ачисене хăй хÿтлĕхне илнĕ. Яваплăха туйман амăшĕн тупăшăн пĕрре виççĕмĕш пайне уйăхсерен ачасем валли уйăрса памалла пулнă. Малтанхи 2-3 уйăхра ĕç укçинчен алимент тÿленĕ. Кайран вара хĕрарăм вĕсем пирки пачах та маннă, ăна Мускав тăрăхĕнчи ирĕк пурнăç ытларах та ытларах илĕртнĕ. Юрать-ха ашшĕ ачасен малашлăхĕ çинчен шухăшлама пултарнă. 2009 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа алимент парăмĕ 86525 тенкĕне çитнĕ. Ирĕк пурнăçа кăмăллакан хĕрарăма 120 сехетлĕх ĕçлесе юсанмалла тунă.

Тепĕр парăмçă вăл Екатерина Владимировна Маноль. Вăл 1982 çулта Шаптакра çуралнă, Муркаш салинче пропискăра тăнă, мăшăрланăва регистрацилемен чухне 2002 çулта çуралнă Ульяна çут тĕнчене килнĕ. Тимлĕх çитменнипе пĕчĕкскерне ача садне çÿретме пăрахнă. 2009 çулта ăна амăш правинчен хăтарнă. Юрать-ха пĕчĕкскерне тăванĕсем аякка тĕртсе хăварман. Хĕрарăм вара халĕ ирĕклĕ юлать, ача-пăча ăна кансĕрлемест, савăк пурнăçа малалла тăсма пулать. Кулленхи тупăш çук пирки вара алимент укçи те тÿленеймест. Çапах та укçа çукки ача пурнăçĕпе пачах та интересленмелле маррине пĕлтермест-çке. 2010 çулхи июнĕн 18-мĕшĕ тĕлне алимент парăмĕ 77499 тенкĕ те 86 пус пулнă. Çапах та вăл эрехпе айкашассине тата йĕркесĕр пурнăçа малалла тăсассине пăрахăçламасть. Чыса çухатнă амăшне тата хĕрарăма 130 сехетлĕх ĕçлесе юсанмалла тунă.

– Çапах та мĕншĕн-ха эсир хĕрарăм ячĕсене ытларах асăнтăр;

– Хĕрарăм – çут тĕнче парнелекенĕ. Апла пулсан амăшĕн тем тесен те яваплăха ытларах туймалла. Кун çути курнă ача-пăчан унăн хÿтлĕхĕнчех ÿссе аталанмалла-çке. Çавăнпа та хĕрарăмсене йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнма, ачăрсене хăвăр тимлĕхе, ăшшăра ытларах уйăрма чĕнсе калас килет манăн. Пĕр аманнă чуна кайран сиплеме йывăр вĕт.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика