12 февраля 2011 г.
«Ĕне – çур пурнăç», – тенĕ çĕр ĕçĕнчи кашни утăмах çиччĕ виçсе пурнăçлама хăнăхнă чăваш хресченĕ. Çапла каланă та ĕне-выльăха тулăх апатлантарма, çак тĕллевпе хĕл каçма ытлă-çитлĕ апат янтăлама вăй хунă. Ĕнерен пăру илесси вара ялта пурăнаканшăн тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Çавăнпа та пăрăва ăнăçлă алла илсен асаттесемпе асаннесем тăван-пĕтенсемпе ĕнери çиме пухăнни хăйне евĕр уяв пулнă.
Хĕл кунĕсем – ĕне пăруламалли чи меллĕ те яваплă кунсем. Çакна шута хурса паян эпир хамăр тĕпеле выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрне Алина Петровна ФЕДОРОВĂНА калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Ял çынни хăйĕн пурнăçне ĕне тытмасăр курмасть те. Ытларах чухне вара вăл ĕнисене хĕлле пăрулаттармалла пĕтĕлентерет. Çак ответлă ĕçĕн хăйĕн йăли-йĕрки пур пулĕ; Каласа памăр-ши кун пирки;
– Килти хушма хуçалăхра ĕне тытман ял çынни питĕ сайра. Ĕне тытакансем вара, эсир калашле, выльăхĕсене хĕлле пăрулаттарма тăрăшаççĕ. Пăрусене алла çирĕп илме ĕнесене технологипе килĕшÿллĕ пăхмалла. Малтанах çакна асра тытмалла: ĕнесене пăрулаттарма хатĕрленессине 2 – 3 эрне маларах пуçăнмалла. Хатĕрленÿ пĕлтерĕшĕ кунта ĕнесене апатлантармалли правилăсене çирĕп пăхăннипе çыхăннă.
Ку вăхăтра килти хушма хуçалăхра ĕнесене сарайсемпе витесенче тытни вĕсене çут çанталăк пулăмĕсенчен сыхлама май парать. Кунпа пĕрлех тăтăш сарайĕнче тăни ĕнесене хĕвел çутинчен «чухăнлатать». Нумай вăхăт упранакан выльăх апачĕн пахалăхĕ чакни те ĕне сывлăхĕ çине пĕлте-рĕшлĕ витĕм кÿрет.
– Ĕнен пăруламалли кунĕ çывхарнине епле пĕлме пулать;
– Ку вăхăт ĕнене пĕтĕлентернĕ хыççăн 9 уйăхран çитнине кил хуçи аван пĕлсе тăрать. Пăруламалли кун çывхарнă май ĕнен çилли пысăкланать, купарча шăммисенчи сыпăсем вăйсăрланаççĕ, 1-2 кун юлсан çиллисенчен сĕт тухать. Таса-сывă пăру илес тетĕр пулсан малтанах витене ытлашши хатĕр-хĕтĕртен тасатмалла, урайсемпе стенасене тата кормушкăна 2 процентлă натрий шĕвекĕпе е 2 процентлă креолин хутăшĕпе дезинфекцилемелле. Айсарăмлăх улăма маларахах пÿлĕме ăшăнма ытлă-çитлĕ кĕртсе хумалла.
Ĕнесем нумай чух выртса пăрулаççĕ. Пăру хырăмра тĕрĕс мар вырнаçнă пулсан зоотехник пулăшăвĕ кирлĕ пулать. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан ĕне 30 – 60 минутра пăрулать. Пăру пысăк пулсан тата ĕнен купарча шăмми пĕчĕк чух выльăха пăрулама пулăшни вырăнлă. Çакна валли лайăх çунă алăна йод растворĕпе тасатмалла. Çемçе те çирĕп вĕренпе пăрăва ураран кăкарса туртмалла. Пăру çемçе улăм çине тухса ÿксен малтанах сăмсапа çăвар çинчен «кĕпене» илсе пăрахмалла, пăрăва сывлаттармалла. Кирлĕ пулсан пăрăва искусствăлла майпа та сывлаттарма тăрăшмалла. Енчен те кăвапа хăй тĕллĕн татăлмарĕ пулсан ăна пăру хырăмĕнчен 8 – 10 сантиметрта дезинфекциленĕ пурçăн çиппе çыхмалла та дезинфекциленĕ хачăпа касса татмалла. Кăвапа вĕçне йод настойкипе тĕксе илмелле.
Кăвапана касса тирпейленĕ хыççăн ĕнене пăрăва çуллаттараççĕ. Çакă вăл пăрушăн хăйне евĕр массаж: юн лайăхрах куçма пуçлать, ÿт урлă пулакан газ ылмашăвĕ йĕркеленет. Енчен те ĕне пăрăва çулламасть пулсан ăна ним тăхтаса тăмасăр шăлса типĕтмелле, сăмсапа хăлхасене тата куçсене лăймакаран тасатмалла. Ахальлĕн пăру шăнса чирлеме, вилме пултарать.
– Пăруланă ĕнене хăйне мĕнле пăхмалла;
– Ку та пĕлтерĕшлĕ ыйту. Малтанах тин кăна пăруланă ĕнене ăшăтнă, кăштах тăварланă шыв 8 – 10 литр памалла. 40 – 60 минутран ĕнене сумалла е пăрăва ĕмĕртме ямалла. Çак вăхăтра хыç ÿкессине асăрхасах тăмалла. Вăл 6 – 12 сехетре ÿксен йăлтах йĕркеллĕ темелле.
Пăруланă хыççăн ĕнен çилли карăнса ларать, çавăнпа массаж туса ĕнене малтанхи талăксенче 5 – 6 хутчен сусан та ытлашши пулас çук.
Пăрăвăн малтанхи апачĕ – амăшĕн сĕчĕ. Ун урлă вăл хăйне кирлĕ япаласене илет, иммунитета вăйлатать. Пăрăва кун çути курсан 1 – 1,5 сехетрен сĕт ĕмĕртни аван. Сĕтре минераллă тăварсем нумай пулнăран пăрăвăн шыв ĕçесси ÿссе каять. Çавăнпа та ăна 4 – 5-мĕш кунне вĕретнĕ шыв ĕçтерни лайăх.
А. ПЕТРОВ
калаçнă.