16 февраля 2011 г.
Шаннă ĕçшĕн ответлăха туйса ĕçлекенсем ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводра пĕр-икĕ çын çеç мар. Çакăнта пытаннă ĕнтĕ хуçалăхăн ÿсĕм çăл куçĕ.
Хăйĕн ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе уйăрнăран Кашмашри сысна ферминче 16 çул ытла ĕçлет Галина Александровна Петрова. Унран ĕçри ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ ăçта пытаннипе интересленсен ĕçченĕн хуравĕ те ансат пулчĕ:
– Ĕç ăнăçăвĕн вăрттăнлăхĕ кулленхи ĕçсене анне вĕрентнĕ пек туса пыма тăрăшнинче. Вăл нумай çул Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреевич Андреев ертсе пынă хуçалăхра сысна ферминче вăй хучĕ. Ăна хĕр ачаллах пулăшма çÿресе Е. Андреев ĕçлекенсенчен ыйтнине те çамрăклах ăша хывса хăвартăм. Çавăн чух илтнисене паян та хамран сивĕтместĕп те ăнăçу та юнашар пырать, – терĕ ĕçрен пушаннă Г. Петрова.
Юлашки 6 çул хушшинче Галина Александровна сыснасем çăвăрлаттарнă çĕрте тимлет. Иртнĕ çул вăл хăй пăхакан ушкăнра 28 тĕп амаран 637 çура илме пултарнă. Ку вăл ушкăнри пĕр тĕп ама пуçне 22,8 çура илнипе танлашать.
– Пирĕн фермăра çурасем илессипе çеç мар, сыснасене самăртассипе те тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. А. Белов, С. Федоров, С. Мастеров, Р. Арапкина пăхакан сыснасем çулталăк хушшинче талăксерен вăтамран 300 грамм ытла ÿт хушма пултарчĕç. Ку вăл çулталăк каяллахинчен ÿсĕм-лĕрех, – терĕ хуçалăхри зооветслужба ĕçченĕсем те, правлени те ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕшĕн нумай тимленине палăртса Кашмашри сысна фермин заведующийĕ Виталий Васильевич Никитин. – Аттесемпе асаттесем пуçарнă ĕçе пирĕн юхăнтарма, уксахлаттарма юрамастех.
Малашлăха пăхса вăй хунă Кашмашсем 1963 çултах хуçалăхра ăратлă выльăх ферми тытма пуçланă. 1977 çулхи августăн 29-мĕшĕнче унăн никĕсĕ çинче сыснасемпе ĕçлеме ăратлă завод статусне илнĕ. 1988 çултанпа хуçалăх ĕнесен ăратлăхĕпе те ĕçлет. Ÿсĕмсемсĕр те мар.
1992 çулхи августăн 6-7-мĕшĕсенче Киров хулинче ирттернĕ Раççейри ăратлă сыснасен выставка-ярмăрккинче «Свобода» ăратлă завод 1-мĕш степеньлĕ аттестата тивĕçнĕ. 1999 çулта ăратлă выльăх ĕрчетнĕ çĕрти чи сумлă кăтартусемшĕн Пĕтĕм Раççейре ирттернĕ смотр-конкурсра сыснасен пысăк шурă ăраттинче чемпионсемпе рекордистсем ÿстер-нĕшĕн çĕнтерÿçĕ аттестатне илнĕ. Ăратлăх ĕçĕ нихăш çул та уксахламаннине 2001 çулшăн ăратлăх завочĕ Пĕтĕм Раççейри чи лайăх кăтартусемшĕн ирттернĕ смотр-конкурсра Хисеп дипломĕллĕ пулни те уçăмлă калать. Кайранхи вăхăтсенче те хуçалăх Раççейри ăратлăхпа ĕçлекен чи лайăх хуçалăхсен шутĕнче пулнă. Чăваш Республикинче ирттернĕ ăратлă выльăхсен выставкисенче те пĕрре мар хуçалăхăн селекци ÿсĕмĕсене уйрăмах пысăка хурса хакларĕç.
Паян та «Свобода» хуçалăх экономика аталанăвĕнче ырă тĕслĕхлисенчен пĕри. Иртнĕ çулсенче кăна хуçалăхра çĕнĕ технологипе ĕçлемелли сысна сарайĕ хута кайрĕ.
– Çĕннине йĕркеллĕ тытса пырас пулать. Ку енĕпе сыснасене самăртнă çĕрте вăй хуракан ĕçченсен тăрăшулăхĕпе кăмăллă. Вĕсем технологие çирĕп пăхăнса пырассине тĕп вырăнта тытаççĕ, – терĕ ферма ертÿçи В. Никитин.
«Свобода» хуçалăх кăçал пĕтĕмпе 3717 сысна çури илнĕ.
Асăннă хуçалăхăн Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен Г. Белов ертсе пыракан комплекслă бригада та иртнĕ çула ăнăçлă вĕçлесе районăн çуралнă кунне ÿсĕмлĕ кăтартусемпе кĕтсе илет. Луиза Кольцова, Владислав Дедов выльăх пăхакансем, Н. Кольцовпа А. Кольцова хуралçăсем, А. Белов арманçă, А. Матвеев механизатор пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесе иртнĕ çул выльăхсене талăксерен 972 грамм ÿт хуштарса аш-какай туса илессипе районти экономика ăмăртăвĕнче малтисен ретне тухма мехел çитернĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен фермăри комплекслă бригада ертÿçипе Григорий Беловпа Луиза Кольцова выльăх пăхакан.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.