16 февраля 2011 г.
1936 çулхи февраль уйăхĕнче Горьки крайĕнчи ударник колхозниксен пиллĕкмĕш съезчĕ пулнă. Чăваш АССР-ĕ унăн йышне кĕнĕ май съезд ĕçне республикăран 400-е яхăн, пирĕн Тутаркас (халĕ Муркаш) районĕнчен ĕçре хастар та пултаруллă 29 делегат хутшăннă. Çак съезда кайма Оринин ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Красное Сормово» колхоза ертсе пынă Алексей Михайлович Моисеев та тивĕçнĕ.
Крайри партипе ĕç тăвакан комитечĕсем физкультурăпа спорта ял çыннисем хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе ударник колхозниксен съездне мĕн пур районсенчен йĕлтĕрпе килессине йĕркелеме йышăннă. Республикăран пĕтĕмпе 11 команда çула тухмалла пулнă.
Çапла кĕтнĕ кун çитнĕ. Февралĕн 2-мĕшĕнче çула пуçтарăннă. Инçе çула тухас умĕн Тутаркассинче крайком представителĕ Правдин, райĕçтăвком председателĕ Никитин саламланă, съезда каякан йĕлтĕрçĕсене инçе йĕлтĕр çулĕ çинче ăнăçу, ырлăх-сывлăх суннă.
Тулта шартлама сивĕ çанталăк тăнă. Апла пулин те пирĕн район делегацийĕ йĕлтĕрсем çине тăрса Етĕрне хулине тĕрĕс-тĕкел çитнĕ. Кунта вĕсен сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн тепĕр икĕ кунтан, февралĕн 5-мĕшĕнче, ытти районсенчи делегат йĕлтĕрçĕсемпе Чул хулана çул тытнă.
Паллах, йĕлтĕрçĕсен февральти сивĕ çанталăкра сахал мар йывăрлăхсене тÿссе ирттерме тивнĕ. Февралĕн 11-мĕшĕнче вĕсем Кстово хулинчен тухса Чул хулана тĕрĕс-тĕкелех çитнĕ.
Ударник колхозниксен съездĕнче совнарком председателĕ М.И. Калинин доклад тунă. Тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илес тĕлĕшпе ял ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсем, çавăн пекех сывлăха сыхлас, халăх хушшинче физкультурăпа спорта аталантарас пирки те сăмах пуçарнă çĕр-шыв старости.
Съездра чăвашсен делегацийĕнчен пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсенчен пĕри А.М. Моисеев та, ял хуçалăхне аталантарас енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Тăван çĕр-шывăн пысăк наградине – Ленин орденне тивĕçнĕскер, тухса сăмах каланă. Алексей Михайлович хăйĕн сăмахĕнче «Красное Сормово» колхозăн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн малашлăхĕпе паллаштарнă.
Хуçалăх аталанăвĕ пирки каласа памаллин сăлтавĕ те пулман мар. «Красное Сормово» хуçалăх 1930 çулта йĕркеленнĕ. Малтанхи пилĕк çуллăхра кунта электростанци ĕçлеме тытăннă. Культурăпа йăла, обществăлла ытти объектсенче, ял çыннисен килĕсенче Ильич лампочкисемпе усă курма пуçланă.
Колхозăн типографи те пулнă. Унта вара ял ĕçченĕсем валли нумай тиражлă «Ударник» (кайран «Çĕнĕ пурнăç» ятпа тухса тăнă) хаçат пичетленĕ. Вăл вăхăтра хаçатăн пĕлтерĕшĕ питех те пысăк пулнă. Унăн номерĕсенче хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, уй-хир ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен анлăн çутатнă. Кунсăр пуçне хаçат ял халăхĕ хушшинчи воспитанипе агитаци хатĕрĕ пулса тăнă.
А.М. Моисеев председатель хуçалăх специалисчĕсен тавра курăмне, пĕлĕвне ÿстерессипе те сахал мар тăрăшнă. Вĕсем валли хĕл кунĕсенче агрокружок вĕренĕвне йĕркеленĕ.
Ĕç тухăçлăхне ÿстересси коллективлă хуçалăх членĕсен ĕç дисциплини мĕнле шайра пулнинчен те чылай килнĕ. Çавăнпа ку ыйту та тĕп вырăнта пулнă. Ас тăватăп-ха, уй-хирте пăрçа пулса çитсен ăна таптаса пĕтерсе çухату кÿресрен тимлĕ ĕçлетчĕç.
Тыр-пултан пушаннă уйсенче «хир карапĕсем» хыççăн пучах пухса йĕтем çинче тĕшĕлессине те йĕркеленĕ. Çавăнпах хура кĕркунне тыр-пултан пушаннă уйсем хальхи пек сип-симĕс калчапа хупланман.
А.М. Моисеев Горьки крайĕнчи ударник колхозниксен пиллĕкмĕш съезчĕ палăртнă çул-йĕре пурнăçа кĕртессишĕн хастар вăй хунăран, пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçне пултаруллă ертсе пынăран «Красное Сормово» колхоз выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран продукцийĕ туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пынă. Ял ĕçченĕсен пурнăçне лайăхлатассипе, сывлăхне упрассипе, вĕсене физкультурăпа спорта анлăрах явăçтарассипе, культурине аталантарассипе те сахал мар тăрăшнă.
А.М. Моисеев пирĕн ретре çук ĕнтĕ. Апла пулин те ăна пĕлнисем унăн ырă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен яланах ăшшăн асăнаççĕ.
А. ШАРИКОВ, Раççей
журналисчĕсен союзĕн членĕ.