Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ савăк кăмăл парнелерĕ

16 февраля 2011 г.

Иртнĕ вырсарни кун йĕлтĕрçĕсем тата спорта юратакансем асар-писер те сивĕ çанталăка пăхмасăрах Муркашри стадиона пухăнчĕç. Старта спортпа чăнах та туслисем тухрĕç. Ку вĕсен кăмăл-туйăмĕ савăк пулнинчен те курăнчĕ. Малтанхи çулсенче «мероприятие тухма хушрĕç те» текенсем сахал марччĕ. Кăçалхи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă старта пысăк хавхаланупа тухнисем пулчĕç.

Уйрăмах ветерансенчен тĕслĕх илмелле пирĕн. «Хамăрăн кăмăлшăн йĕлтĕр сырса тухрăмăр», – терĕç вĕсем. Чăн та ăмăртура çулĕпе чи аслă йĕлтĕрçĕне – Муркаш ял тăрăхĕнчи Н. Антонова – район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕнчен ятарлă парне парса чысланă чух ыттисем: «Вăт ку йĕлтĕрпе ботинки мана та кирлĕччĕ», – тесе ăмсанчĕç. Паллах кирлĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни те, çуран çÿрени те ку таранччен никамăн сывлăхне те сиен кÿмен. Кун пек парнесем вара татах та хавхалантараççĕ. Старта тухнă çулĕпе чи кĕçĕн йĕлтĕрçĕне Очăкассинчи С. Степанова та ятарлă парне парса чысларĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупупа пĕрлех йĕлтĕрçĕсем Социализмла Ĕç Геройĕн Е.А. Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн те ăмăртрĕç. Çак икĕ ăмăртура мала тухнисем Е.А. Андреевăн сăн ÿкер-чĕкĕллĕ грамотăсемпе медальсене тата «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» калпакĕсене тивĕçрĕç.

Куракансене ачасемпе ĕç коллективĕсем ăмăртнине кăна мар, ертÿçĕсен стартне сăнама та питĕ интереслĕ пулчĕ. Ăмăрту хăни – Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В.П. Димитриев – малти вырăна тухни тĕлĕнтернипе пĕрле савăнтарчĕ те. Республика шайĕнчи ертÿçĕ çакăн пек хастар пулни нумайăшне хавхалантармалла, нумайăшĕшĕн тĕслĕх пулмалла. Маларах хăйĕн салам сăмахĕнче вăл Муркаш районĕ йĕлтĕрçĕсене хатĕрлессипе лайăххисен шутĕнче пулнине, апла пулсан кашни ял тăрăхĕнчех çынсене спортпа туслашма, ăмăртусене явăçтарма майсем тупмалли пирки те каласа хăварчĕ.

Ку стартра хĕрарăмсем хушшинче Т. Мясникова (район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ) мала тухрĕ.

40 урлă каçнисем хушшинче Л. Плечова (районти шалти ĕçсен пайĕ) тата Н. Скворцов (Çатракасси ял тăрăхĕ) палăрчĕç. 50-ран иртнисенчен чи маттуррисем Т. Александровăпа (Хорнуй ял тăрăхĕ) И. Воробьев (Оринин ял тăрăхĕ) пулчĕç.

Ĕç коллективĕсем хушшинче «Муркашри чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă пĕрлешÿ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Катькас ял тăрăхĕнчи К. Иванова тата чăх-чĕп фабрикинчи А. Моисеев мала тухрĕç.

Вăтам шкул командисенчен чи маттуррисем Калайкассисем пулчĕç, тĕп шкулсем хушшинче Кашмашсене çитекенни пулмарĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмсенче ăмăртнă шкул ачисенчен çаксем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç: А. Бычков (Калайкасси), С. Иванова (Муркаш), А. Баранов (Калайкасси), М. Родионова (Калайкасси), М. Андреева (Ярапайкасси) тата Д. Костин (Ярапайкасси).

Ăмăрту мала тухнисене, паллах, савăнăç ытларах кÿчĕ. Анчах та стадиона пухăннă кашни çыннах киле çĕнĕ вăй-хăват пухса кайрĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика